Нумаях пулмасть Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче «В тишине» (чӑв. Шӑплӑхра) Мускаври музейӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Асӑннӑ музея икӗ ҫул каярах Мария Айзина уҫнӑ. Маларах курав 9 хулара ӗҫленӗ, халӗ, ав, — Шупашкарта.
Курава пыракансен алӑпа кӑтартса пӗр-пӗринпе калаҫмалла, куҫпа пӑхса пӗрне-пӗри ӑнланмалла, ӳт-пӳ хусканӑвне сӑнамалла.
Куравра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫлет.
Чӑваш тӗррин музейӗн заведующине Надежда Сильвестровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Надежда Сильвестровӑна эпир чӑваш сӑвӑҫи евӗр те пӗлетпӗр. Вӑл 1971 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1993-1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче корреспондентра, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн Чӑваш тӗррин музейӗнче тӑрӑшать.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята паян Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) преподавательне Галина Смирнова та тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексне уҫнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа музейҫӑсене саламланӑ.
Республика ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, космонавтика музейӗ паян культура тата наукӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑрать. Унта Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗн, авиацин генерал майорӗн, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннин Андриян Николаевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ, истори тӗлӗшӗнчен паха экспонатсем упранаҫҫӗ.
Шуршӑлта паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, музейӑн ҫур ӗмӗрхине халалласа «От школьного музея до Мемориального комплекса» (чӑв. Шкул музейӗнчен пуҫласа Мемориал комплексӗ таран) курав уҫӑлӗ тата «Музей вчера, сегодня, завтра…» (чӑв. Музей ӗнер, паян, ыран....) ҫавра сӗтел иртӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче Александр Дымников сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Александр Дымников 1961 ҫулта Ленинградра (халӗ — Питӗр) ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх университетӗнчи физика факультетӗнче вӗреннӗ. Паян вӑл — физик, куҫман пурлӑх специалисчӗ, фотограф, ҫулҫӳревҫӗ, Раҫҫейри фотохудожниксен союзӗн Питӗрти филиалӗн председателӗ.
1980 ҫултанпа физик ту туризмӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ, ту туризмӗн ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑннӑ. Ҫулҫӳреве вӑл велосипедпа та, йӗлтӗрпе те тухса кайнӑ, байдаркӑпа тинӗс тӑрӑх ҫӳренӗ. Авалхи цивилизаци йӗрӗсене тупса палӑртас тӗллевпе Перу, Боливи, Египет, Сири, Ливан, Иран, Турци, Греци тата Израиль ҫӗршывӗсенче экспедицисенче пулнӑ.
Паллӑ чӑваш художникӗ Анатолий Миттов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Неизвестный Миттов» (чӑв. Пӗлмен Миттов) курав уҫӑлӗ. Унта художникӑн халӑхра анлӑ сарӑлман картинисемпе, ӳкерчӗкӗсемпе паллаштарӗҫ. Кунсӑр пуҫне Анатолий Миттовӑн япалисем те куравра вырӑн тупӗҫ.
Анатолий Миттов пирки чӑвашсен сӑнарлӑ чӑн-чӑн ӳнерне пуҫарса яраканӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра эпир анлӑ усӑ куракан «чӑваш тӗнчи» ӑнлава вӑл сӑрӑ урлӑ кӑтартма пултарнӑ.
Кураври япаласенчен чылайӑшӗ художникӑн тӑванӗн Виталий Миттовӑн (1936–2021) ҫемйинче упраннӑ.
Курав раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш тӗррин музейӗнче уҫӑлӗ.
Василий Чапаевӑн мӑнукӗн ачи вилнӗ. Чӑваш наци музейӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Евгения Чапаевӑн чӗри чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.
Евгения Артуровна 62 ҫулта пулнӑ. Вӑл Мускавра пурӑннӑ пулсан та Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Шупашкартах унӑн хӗрӗ Василиса ҫуралнӑ, кунтах мӑнукӗ Андрей кун ҫути курнӑ, ачана пирӗн хулара тӗне кӗртнӗ.
Евгения Артуровна Чӑваш Ене тӑтӑшах килнӗ. Вӑл «Василек» калавсен пуххине кӑларнӑ, «Мой неизвестный Чапаев» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑ.
Евгения Артуровна юлашки хутчен Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулнӑ, В.И.Чапаев ячӗллӗ музея ҫитнӗ. Ӑна ҫӗнетнине курса ӑшӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунӗ умӗн Шупашкарти Ҫеҫпӗл ячӗллӗ библиотекӑра «Ҫеҫпӗл — ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ» ятпа куҫса ҫӳрекен картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Ӑна йӗркелекнни — Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева.
Куравра Чӑваш наци музейӗнче упранакан Георгий Фомиряков этнофутурист-ӳнерҫӗн картинисенчен пӗр пайне кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри» куравра иккен.
Ольга Тургай радиожурналист, драматург «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева куравпа паллаштарнӑ май гениллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панӑ. Халӑх поэчӗ В.Туркай Ҫеҫпӗл Мишшин Чӑваш тӗнчинчи, литературинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Чувашия в лицах» (чӑв. ~Чӑваш Ен сӑнсенче~~) курав ӗҫлет. Ӑна Чӑваш Енре кӑҫал иртекен паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ. Куравпа раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен паллашма май пур.
«Чӑваш Ен сӑнсенче» проект авторӗ — Чӑваш Енри Художниксен союзӗн председателӗн ҫумӗ Иван Александров. Курава республика укҫипе йӗркеленӗ.
Ӳнер музейӗнчи ҫав куравра республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ 20 ентешӗн портречӗ сӑнланнӑ. Вӗсем — политиксем, музыкантсем, писательсем, спортсменсем, ученӑйсем, педагогсем, врачсем, художниксем.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи музей ӗҫченӗсем Шупашкарта пуҫтарӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче йӑлана кӗнӗ йӗркепе «XXI Петров вулавӗсем» Пӗтӗм ҫӗршыври ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Унта 13 хулари 17 музей ӗҫченӗсем килсе ҫитмелле.
Ҫав шутра — Раҫҫейӗн этнографи музейӗнчен (Санкт-Петербург) тата К. А. Тимирязев ячӗллӗ Патшалӑх биологи музейӗнчен (Мускав). Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ республикӑсенчен: Саранскран, Чикмерен, Йошкар-Оларан. Федерацин Атӑлҫи регионӗсене илсен, Елабуга, Самар, Тольятти, Сызрань, Ӗпхӳ хулисенчен. Аякри Тӗментен те ҫитӗҫ.
Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе пӗлтӗр 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем пысӑк тӗпчев ӗҫӗ туса ирттернӗ, архиври документсене тишкернӗ, тӗрлӗ пулӑма хутшӑннисен аса илӗвӗсене пухса пынӑ, хӑйсен фончӗсене шӗкӗлченӗ. Нумай тӑрӑшнине пӗр кӗнекене пухса кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Наци музейӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, «Чувашский национальный музей. 1921-2021» ятлӑ кӗнеке музей историйӗпе туллин паллаштарать. Тӑван тӑрӑхӑмӑрпа халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ ҫеҫ мар, музей шӑпи те кӑсӑклӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |