Чӑваш Енре кӑҫалхипе иккӗмӗш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртрӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Наци музейӗнче уҫӑлчӗ.
Икӗ куна тӑсӑлнӑ мероприятие чӑваш тӗррин ӑстисемпе пӗрлех культурӑра, вӗрентӳре ӗҫлекенсем, чӑваш тӗрри-эрешне килӗштерекенсем, ун вӑрттӑнлӑхне ӑнланакансем тата унпа кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче ӑстасем тӗрӗ тӗрлеме пултарнине кӑтартса панӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесинчи ылтӑн алӑллӑ маттурсем кӑна мар, Чӗмпӗрпе Питӗр хулисенчен те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче арҫын та пулнӑ. Вӑл — Чӗмпӗрти И.А. Гончаров ячӗллӗ облаҫри краеведени музейӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Кольцов. Иккӗмӗш кунхине халӑх тумтирне кӑтартакансем ӑмӑртнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.
Юпа уйӑхӗн 10 тата 11-мӗшӗсенче Питӗр хулинче халӑх юррисен «Добровидение» пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ.
Паян пултарулӑх ушкӑнӗсен пултарулӑхӗпе Раҫейӗн этнографи музейӗнче тата Питӗр хулинчи патшалӑх академи капеллинче паллашма май килнӗ. Музейри мероприятисем 12 сехетре уҫӑлнӑ. Фестивале «Дача» клубра ыран хупма палӑртнӑ. Унтах гала-концерт кӑтартӗҫ.
Питӗрти фестивале хамӑр ҫӗршыври коллективсем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те пухӑнаҫҫӗ. Мероприяти тӗрлӗ халӑхӑн хайне евӗрлӗхӗпе паллашма май парать. Чи кӑмӑлли — фестивале чӑвашсем хутшӑнни. Питӗре «Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗ тата Валентина Телей юрӑҫ тухса кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Моисей Спиридонов. От замысла к воплощению» курав уҫӑлӗ.
Чӑваш АССР халӑх художникӗ, ЧАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чӑваш профессионал ӳнер искусствине йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑскер ялти икӗ класла шкултан вӗренсе тухса Хусан ҫывӑхӗнчи Шушурари уйрӑм ҫын шкулӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти ӳнер шкулӗ хыҫҫӑн вӑл Питӗрти Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи ӳнерӗн аслӑ училищинче тата педагогика курсӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш наци музейӗнче паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Ку мероприяти авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртӗ.
Курава музейҫӑсем «Они стояли у истоков: лингвисты и этнографы Чувашского края конца XIX – 1-й половины XX вв.» (чӑв. Вӗсем малтанхисем пулнӑ: Чӑваш тӑрӑхӗн XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи — XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи лингвистсемпе этнографсем ) ят парассине пӗлтереҫҫӗ.
Экспозицире Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн Антропологипе этнографи, Раҫҫейӗн этнографи, Тутарстанри наци тата ытти нумай музей экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫак кунсенче «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» курав ӗҫлет. Унпа ҫулталӑк вӗҫленичченех паллашма май килӗ. Курава Красноармейски районӗнчи икӗ ӑстан: Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Жанна Михайловой тата тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑракан хастарӑн Светлана Мефодьеван — ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ.
Жанна Михайлова Красноармейски районӗнчи «Заволжский» клубра ачасемпе ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе унта декораципе прикладной ӳнер ӑсталӑхӗн «Пӳрнеске» кружокне йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫулти 50 ытла ачапа 30 ытла хӗрарӑма вӑл тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Республикӑри, пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери куравсемпе конкурссене хутшӑнать.
Светлана Мефодьева чӑваш тӗррипе 2000 ҫултанпа кӑсӑкланать. Чӑваш тӗрри ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ирттернӗ курсра пулнӑ хыҫҫӑн илӗртме пуҫланӑ.
Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ.
Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ.
Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш».
Чӑваш Ен наци музейӗ оринитологие аталантарма пулӑшакан «Птицы и Люди» (чӑв. Кайӑксем тата ҫынсем) коммерцилле мар юлташлӑхпа, ҫавӑн пекех Кайӑксен хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери союзпа (унӑн акӑлчанла ячӗ — BirdLifeInternational) пӗрле кайӑк шутлама чӗнет. Ҫунатлӑ туссене авӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шута илӗҫ.
Акцин тӗллевӗ — нимеҫӗсемпе пӗрле кайӑксен йышне палӑртасси. Кайӑксене ятарлӑ маршрутпа шутламалла. Проекта Чӑваш Ен наци музейӗ йӗркеленӗ май кӑсӑклантаракан мӗнпур ыйтӑва унтисем патне шӑнкӑравласа (8352) 62-41-24 е chnm4@rchuv.ru электрон ҫырупа уҫӑмлатма пулать.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Ҫавна май юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 14 сехетре Парнесен кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Парнесен кунӗ пирки ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 /8352/ 62-21-43.
Музей директорӗ Ирина Оленкина ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле экспоната та хапӑлласа йышӑнассине пӗлтерет. Вӗсем ҫитес ӑрушӑн та хаклӑ.
Ирина Вячеславовна ҫак йӗркесен авторне каланӑ тӑрӑх, Чӑваш халӑх поэчӗн Стихван Шавлин хӗрӗ Ольга Степановна ашшӗн пичетлемелли машинине музея парнелес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ӗнер, чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун, Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Литература музейӗнче Степан Антонович Шумковӑн (Стихван Шавлин) хӗрӗ Ольга Степановна (сӑнӳкерчӗкре вӑл иккӗмӗш ретре, варринче, хӗрлӗ костюмпа тӑрать), мӑнукӗсем Николай тата Степан Кругликовсем пуҫтарӑннӑ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Степан Юрьевич Кругликов (вӑл сулахай енче тӑрать) Швейцаринче ӗҫлесе пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |