Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне чӑваш халӑх поэчӗ Александр Галкин (1928–2002) ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑннӑ.
Пулас поэт Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Литературӑпа ӗҫлеме вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ. Унӑн «Ир-ирех тӑрса эп антӑм шыв хӗрне...» пӗрремӗш сӑввине 1956 ҫулта «Ялав» журналта пичетленӗ. Тепӗр виҫӗ ҫултан унӑн «Пӗчӗк ӗҫченсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Александр Галкин сӑвӑсем те ҫырнӑ, проза та, юптарусем те. Нумай писатель хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.
Хӑй вара чылай ҫул Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем поэтӑн «Кӑвак чечексем» сӑввипе Юрий Кудаков ҫырнӑ юрра пӗрле шӑрантарнипе вӗҫленӗ. Пултаруӑх каҫне Юрий Кудаков та хутшӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗ вырсарникун, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлӗ. Ҫавна май ун чухне учрежденири ялан ӗҫлекен экспозицисемпе тӳлевсӗрех паллашма май туса парӗҫ. Ушкӑнсем валли экскурсисем тата ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗҫ.
Чӑваш Ен историйӗпе паллаштаракан экскурси 12 сехетре пуҫланӗ, тӗрленӗ Раҫҫей карттипе паллаштараканни — 14 сехетре.
Тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 14 сехетре иртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ.
Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ.
Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Хула музейне уҫма палӑртни пирки унччен тӳре-шара пӗлтернӗччӗ. Ҫав вырӑнта халӗ урӑх музей уҫасшӑн. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ТАССа пӗлтернӗ.
Олег Алексеевич палӑртнӑ тӑрӑх, ку музей регионпа паллаштарӗ кӑна мар, туристсем килекен вырӑн та пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра кирек епле учрежденин те ҫӗнӗлле ӗҫлеме тивет. Ҫакӑ культурӑпа ӳнере те пырса тивет. Чӑваш Енӗн наци музейӗ, ав, «День музея в школе» (чӑв. Шкулти музей кунӗ) ҫутӗҫ проекчӗ пуҫарса янӑ.
Проектпа килӗшӳллӗн музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем чӗрӗ урок ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек заняти ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тӑрӑх историйӗпе кӑсӑклантарса ярасса шанаҫҫӗ.
«Шкулти музей кунӗ» проекта хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗсен музейҫӑсене систермелле ҫеҫ — вӗсем шкула пырса та ҫитӗҫ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн вывескине тинех чӑвашла ҫырса хунӑ. Ку хыпара эпир ӗнер хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлтӗмӗр.
Ырӑ хыпара пӗлтерекен палӑртнӑ тӑрӑх, «миҫе ҫул иртрӗ пулин те ҫак ӗҫе туни, чӑн та, савӑнтарать. Малтан «Май ҫук» тесе тӳрре тухма хӑтланкаланӑ. Анчах, тӑрӑшсан, чӑнах та тума пулать».
Мӗн тӑвӑн, Чӑваш Енре чӑвашла вывескӑсене курсан савӑнма тивни, пӗр енчен, питех те тӗлӗнтерет. Наци республикисенче малтанах вӗсене чӑвашла тата вырӑсла ҫырса хумалла пек те... Ҫав вӑхӑтрах акӑлчанла ҫырса хунисем те хулара тӗл пулаҫҫӗ.
Пушкӑртстанри пӗрисем «Асанне арчи» музей йӗркеленӗ.
Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакан Иванпа Людмила Григорьевсем килтен киле ҫӳресе экспонатсем пухнӑ.
Музейра экспозицисене темиҫе пайран вырнаҫтарса тухнӑ. Григорьевсен кил картинче шыв арманӗ, тимӗрҫӗ станокӗ, лаша урапи, суха пуҫ, кивӗ вӗллесем килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ.
Халӗ музей наци культура центре ҫаврӑннӑ. Унта «Ҫеҫпӗл» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленӗ иккен. Вӑл чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать тесе ӗнентерет «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ.
Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ.
Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ.
Чӑваш наци музейӗ нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май унта «Музея экспонат парнеле» акци малалла пырать. Унпа килӗшӳллӗн, музея кивӗ япаласене парнелеме пулать. Ҫав йышра – сайра тӗл пулакан кӗнекесем те, тимӗр укҫасем те, сӑнӳкерчӗксем те, документсем те.
Акци нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ, чи интерелӗ экспонатсен хуҫине музея пӗр ҫул тӳлевсӗр ҫӳремелли абонемент парӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн Чӑваш наци тӗррин шкулӗнче пӗрлехи ӑслӑлӑхпа методика центрӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл хальхи вӑхӑтри ӑстасене тата чӑваш тӗррин йӑли-йӗркине упраса хӑварма тӑрӑшакансене тӗрӗ ӑсталӑхне вӗрентӗ, хальхи вӑхӑтри ҫипуҫра тата капӑрлӑхсенче тӗрӗпе усӑ курас модӑна йӗркелессипе ҫине тӑрӗ.
Чӑваш наци тӗррин шкулне преподаватель пулма халӑх ӳнерӗн ӑстисене, тӗрӗ художникӗсене, модельерсене йыхравласшӑн. Ҫав йышра ҫаксене асӑнса хӑварнӑ: Геннадий Иванов-Орков, Мария Готлиб, Николай Балтаев, Раиса Васильева, Светлана Константинова, Рина Ежергина, Ольга Голованева, Татьяна Петрова, Людмила Шуркина, Зинаида Маштанова, Любовь Вазюкова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |