Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускаври Патшалӑх истори музейӗнче И.Е. Забелин премийӗпе чысланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри сумлӑ премие 2019-2020 ҫулсенчи ӗҫсемшӗн панӑ. Чи лайӑх ӗҫсене 2021 ҫлхи юпа уйӑхн 5-мӗшӗнчех музейӑн Учёнӑй канашӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ-ха. Халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Наталия Захарова та пулнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII–XIX вв.» кӗнеке-альбома виҫҫӗмӗш вырӑншӑн чысланӑ.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчи кивӗ шкул ҫуртӗнче 2015 ҫултанпа таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. Ун валли экспонатсене пӗрчӗн-пӗрчӗн вырӑнти вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Патраева пухнӑ.
Ольга Патраева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «музей уйрӑм ҫынсем, «Авангард» ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшнипе хӑй ӗҫне пурнӑҫлать».
«Музейра экскурси ирттернӗ май ачасене тӑван кӗтесӗн хисеплӗ ҫыннисемпе, мӑн асатте-асаннесен кун-ҫулӗпе паллаштаратӑп. Вӗсем авалхи япаласем ҫинчен пӗлӳ илеҫҫӗ, хӑйсен аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ. Ачасем йывӑҫран тунӑ савӑт-сапапа усӑ курнӑ, пир-авӑр тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ, сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫ вӑхӑтӗнче «пулса кураҫҫӗ». Экспонатсем пирӗн асатте-асаннесем мӗнле ӗҫсем тунине, кулленхи пурнӑҫра епле япаласемпе усӑ курни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейра ачасем чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллашаҫҫӗ. Экскурси вӗҫленеспе чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса фотосесси ирттереҫҫӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи экспонатсен пӳлӗмӗ те пур кунта», — тесе хыпарланӑ Ольга Патраева.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр килтех музей йӗркеленӗ. Экспонатсене вӗсем хӑйсем пуҫтарнӑ. Ку тӗллевпе килӗрен те ҫӳренӗ. Пӗррехинче вара кӑларса ывӑтнӑ кивӗ ӑпӑр-тапӑр купи патне те япала пуҫтарма кайнӑ.
Филимоновсем музей йӗркелеме 40 ҫул каяллах пуҫланӑ. Ямаш шкулне ӗҫлеме килсен Ираида Николавнӑпа Николай Петрович коллекци пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсен историпе таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ялта килӗрен ҫӳресе кирлӗ мар япаласене ыйтнӑ.
Ираида Николаевна шкулта чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентнӗ. Ҫавна май экспонатсем ӑна уроксем ирттерме те кирлӗ пулнӑ. Халӗ весем музей пулӑшнипе истори пирки ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлтересшӗн.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш халӑх артистне Иван Иванова (1946—2002) асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Аса илтерер: унта актер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа «Театр в главной роли» (чӑв. Тӗп сӑнарта театр) фотокурав уҫӑлнӑ. Музейри тӗлпулӑва К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Фёдорова тата РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева — пырса ҫитнӗ. «Иван Иванов питех те ӗҫчен те ырӑ чунлӑ ҫынччӗ. Ҫавӑнпа ӑна ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, куракансем те юрататчӗҫ», — тесе аса илнӗ, сӑмахран, Любовь Фёдорова.
Астӑвӑм каҫне шкул ачисене те йыхравланӑ.
Украинӑри Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра хыпарланччӗ. Ун чухне вӑл вӗренӳ заведенийӗнче пулнӑччӗ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑччӗ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче музейри экспонатсене шкултан илсе тухнӑ. Надежда Лисовая ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем пурте йӗркеллех. Вӗсене илсе тухма вырӑнти хастарсем пулӑшнӑ.
Ҫеҫӗл музейӗн фондӗнчи экспонатсене упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн Украинӑри хастар чӑвашсен ентешлӗхӗн пайташӗсене Валерий Сидорова, Георгий Трофимов, Николай Ястребова, Фаина Павловӑна, Лира Урдана, Никита Никитина, Ирина Холоденкона, Владимир Иванова, Людмила Цыкала, Мария Золота тав тунӑ.
Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази террторийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.
ЧӲК | 29 |
Николай Адёр тӑрӑшнипе хатӗрленӗ музей пирки эп тахҫанах илтсеччӗ. Нумай пулмасть хам та унта пулса куртӑм. Курни пирки сире каласа кӑтартасшӑн.
СССР музейӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Маларах унӑн пӗр пайӗ Николай Адёрӑн тӑван ялӗнче пулнӑ, халь вара пӗтӗм экспозици Шупашкара куҫнӑ. 5 пӳлӗмрен тӑракан музейӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 200 тӑваткал метр. Ҫӗн ҫулччен вӑл тепӗр пӳлӗмпе пуянланмалла.
«Музее тума тӑван ялта, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмашара хам тӗллӗн, хамӑн проектпа виҫӗ хутлӑ кермен туса лартрӑм. 2011-мӗш ҫулта октябрьте курава уҫрӑмӑр. … Ултӑ ҫул хамӑр вӑйпа тытса тӑнӑ хыҫҫӑн кермене хупма тиврӗ, музей экспоначӗсене Шупашкар хулине илсе килсе «Кӑмаша» ятлӑ мӑн лавкари уйрӑм хута вырнаҫтартӑмӑр», — каласа пачӗ мана Николай Адёр.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр микрорайонӗ ытларах енӗпе ҫывӑрмалли микрорайон шутланать, ҫавна май кунта культура учрежденисем сахалрах. Трактор тӑвакансен культура керменӗ пур ӗнтӗ... тата парксем. Ҫавна май, ку музее шӑпах ҫак вырӑнта йӗркеленӗшӗн Николай Адёра вырӑнти халӑх валли культура учрежденине туса панишӗн мухтама пулать.
Арҫын Чӑваш наци музейне кӗрсе сӑмавар вӑрланӑ. Куншан ӑна суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн патшалӑха ӗҫлесе татмалла.
Арҫын ҫӗрле музей чӳречине чавсипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан сӑмавара йӑтса тухнӑ. Сӑмавар 19 ӗмӗр вӗҫӗнчи е 20 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пулнӑ, хакӗ 5 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине те шута илнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать.
Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |