Ҫак кунсенче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра хӑйсен чаплӑ ентешӗ ҫуралнине палӑртса хатӗрленӗ «Г.Ф. Трифонов» фотокурав ӗҫлет.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче 2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн шанчӑклӑ ывӑлӗ, геологӗ, философӗ, профессорӗ Геннадий Федорович Трифонов /1938-2020/ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Унта философ пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, студентсем, ентешӗсемпе тӗпчевҫӗсем тухса калаҫрӗҫ, ятарласа кӑларнӑ кӗнекене хӑтларӗҫ.
Хаваслӑ каҫ 18 сехетре веҫленчӗ. Унта халӑх йышлӑ пулчӗ.
Чӑваш халӑх художникӗ Станислав Михайлов (Юхтар) хӑйӗн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне парнелеме йышӑннӑ. Учреждение вӑл хӑйӗн 100 картинине парнеленӗ. Ҫав шутра — живопись тата графика.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗ Геннадий Козлов ӑстана музей коллекцине пуянлатма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ май вӑл художник ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗн культурине упраса хӑварассинче пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ.
Музея парнеленӗ ӗҫсемпе куравсем йӗркеленӗ чух усӑ курӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ Раҫҫейӗн музей фондӗнче упранӗ, вӗсемпе госкаталог.рф сайтра паллашма май килӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче республикӑри Художниксен союзӗн «Танец красок» (чӑв. Сӑрӑсен ташши) пленэр куравӗ уҫӑлӗ. Курав пултарулӑх пӗрлешӗвӗ ирттернӗ 10 ҫулти уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫсемпе паллаштарӗ. Вӗсен авторӗсем — Анна Брагина, Анатолий Головинский, Инна Лялина, Наталия Соловьева, Валентина Илем, Владимир Галошев, Вагиза Камалетдинова.
Союз, аса илтерер, юлашки 10 ҫулта пӗрмаях ун пек пленэрсем йӗркелет, ӗҫсемпе Литература музейӗнче паллаштарать. Художниксем Муркаш тӑрӑхне тухса ӳкерме кӑмӑллаҫҫӗ. Хитре вырӑнсене вӗсене Игорь Каргин тупса парать.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишекри Тӗп урамри 7-мӗш ҫурта регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ тесе йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта 1870 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн хуҫи Александр Иванов Костин купса пулнӑ. Ишекри чиркӗве пыракансем ҫав ҫуртра ҫӗр каҫма пултарнӑ. Пӗрремӗш хутра апатланма май туса панӑ, иккӗмӗшӗнче — ҫӗр каҫма.
Ҫав купсан вулӑсра пӗртен пӗр кирпӗч савучӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех пир тӗртмелли савут тата шыв арманӗ тытнӑ. Хӑй вара вулӑсри судья пулнӑ. Унӑн ҫемйи Чанкассинче пурӑннӑ. Кил хуҫи вилсен ҫемье Шупашкара тухса кайнӑ, Ишекри пӳрт самай вӑхӑт пушӑ ларнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче унта блокадӑри Ленинградран илсе килнӗ ачасене усранӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсенче хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ачасен интерначӗ пулнӑ. Ишеке аякри ялсенчен вӗренме ҫӳрекен ачасем те унта пурӑннӑ. 1983 ҫулта вырӑнти «Слава» совхозӑн музейне уҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта Ишекри таврапӗлӳлӗх музейӗ вырнаҫнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх художникӗн Станислав Юхтарӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Ольга Туркай радиожурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Чуна ҫӗклекен, шухӑшлаттаракан, тыткӑнлакан ӗҫсем. Юхтар — космос!» — тесе ҫырнӑ вӑл.
Аса илтерер: Станислав Юхтар — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ, Нестер Янкас тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Вӑл – республикӑри паллӑ иллюстраторсенчен пӗри пулнӑ май чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекине хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ.
Чӑваш Енре «Пурӑн, чӑваш тӗрри» конкурс малалла пырать. Унӑн теми – «Ачаран пӗлекен эреш».
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗ тата Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсем ӑстасене, художниксене тата дизайнерсене чӑваш тӗррине тӗпе хурса ача-пӑча валли хальхи вӑхӑтри тум хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун тӗлне конкурса Шупашкарти, Элӗк, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенчи. Иркутск облаҫӗнчи ӑстасем 17 ӗҫ сӗннӗ. Конкурса пӗр ача пахчи тата 5 шкул хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Алексей Медведев ҫыравҫӑ (1913–2001) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, юрӑҫсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Пирӗн ят ҫухалмӗ» куравпа паллашнӑ. Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫа хыпарланӑ тӑрӑх, унта сӑнӳкерчӗксемпе Алексей Фомичӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисене вырнаҫтарнӑ.
Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пынӑ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун, Куславкка муниципаллӑ округӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» асӑну комплексӗнче музей уҫӗҫ.
Музейра мультимедийлӑ экспозици пулмалла. Ӑна туянмашкӑн Чӑваш наци музейне субсиди уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: ку асӑну комплексне 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Олег Николаев Элтепер каланӑ тӑрӑх, ӑна тума 300 миллион тенкӗ кайнӑ.
Шупашкарта юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче «Тинехпи вулавӗсем» конференци иртӗ. Унта музейсенче ӗҫлекенсем ҫӗршывӑн 14 хулинчен пуҫтарӑнӗҫ.
Кӑҫалхи Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине Мускаври Дарвин музейӗнчен, К.А. Тимирязев ячӗллӗ биологи музейӗнчен килсе ҫитӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти, Чикмери, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Глазоври, Елабугӑри, Кироври, Оренбургри, Самарти, Тольяттинчи, Ӗпхӳри музейҫӑсем пулӗҫ.
Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Исаак Левитанӑн оригинал-ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ.
Вӗсене пирӗн патӑмӑрта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кайса курма май килӗ.
Тӗнче шедеврӗн оригиналӗсем Третьяков галерейинче упранаҫҫӗ. Шупашкара мӗнле ӗҫсене илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах вӗсем пӗр темӑпа — Атӑл юханшывӗпе — ҫыхӑннӑ.
Курав Шупашкарти Консантин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |