Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче пулассине, хальхипе вӑл 10-мӗш хут иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ку ыйтупа Чӑваш наци вулавӑшӗнче пӗрремӗш пресс-конференцие пухӑннӑ. Ӑна кинофестивалӗн программа директорӗ Сергей Лаврентьев скайппа ирттернӗ.
Аса илтерер, кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Конкурса кӗртмен 60 ытла картинӑпа та ун вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. «Союзмультфильм» киностуди экран ҫине мультфильмсем кӑларӗ.
Жюри Францире, Пушкӑртстанра, Якут, Хакас, Удмурт республикисенче, Тутарстанра, Чӑваш Енре ӳкернӗ ӗҫсене хаклӗ.
Чӑваш Енри ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тата ТЭКа хӗллехи тапхӑра хатӗрлес ыйтӑва паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем умӗнчи тӗллев — планпа пӑхса хӑварнӑ ӗҫсене туллин пурнӑҫламалла. Хутса ӑшӑтмалли системӑсене ылмаштармалла, шыв пӑрӑхӗсене те шалти енчен ҫуса тасатмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ отрасльти юсав ӗҫӗсене пурнӑҫлама пирӗн республикӑра 2,4 млрд тенкӗ пӑхса хӑварма палӑртнӑ.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене те вӑраха ямасӑр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 72 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ чух та хускатнӑ.
Унта тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Республикӑн ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев паянхи куна Чӑваш Енре 18,5 пин ытла вӑрҫӑ ветеранӗ пурӑннине пӗлтернӗ. 2010-мӗш ҫултанпа 5878 вӑрҫӑ ветеранне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал 98 ветеран ҫурт-йӗр черетне тӑнӑ, вӗсенчен 4-шӗ — вӑрҫӑра сусӑрланнӑ ҫынсем.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ветерансен хваттер ыйтӑвне вӑраха тӑсмасӑр татса памаллине асӑрхаттарнӑ.
Ларура ветерансен сывлӑхне тӗрӗслес, вӗсене эмелпе тивӗҫтерес ыйтусене те тишкернӗ.
Аса илтерер, Раҫҫейре 2017 ҫул вӗҫлениччен мӗнпур ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.
Шупашкара Раҫҫейри 200-е яхӑн архитектор килӗ. Вӗсем Раҫҫейри тӗп архитекторсен Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче иртӗ.
Хӑтлӑ хула – халап е чӑнлӑх? Архитекторсем ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Владимир Мамуткин ларура ҫак ыйтӑва сӳтсе явнисӗр, хальхи мегаполиссенче хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗлӗхсене шыранисӗр пуҫне экспертсем Шупашкарти архитекторсен ӗҫне те хакласа ӗлкӗрессе шанать.
Вениамин Мамуткин пирӗн кӑтартмалли вырӑнсем нумай пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу кӑҫал хӗрӗхмӗш хут иртӗ. Вал тӑватӑ куна тӑсӑлӗ.
Йӗпреҫ районӗнче Буинскра ҫынсене кивӗ ҫуртран пӗлтӗрех хӑтлӑ хваттере куҫармалла пулнӑ. Анчах «Санар-строй» компани ӗҫе халӗ те вӗҫлемен. Куншӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ паян ирттернӗ Правительство канашлӑвӗнче строительсене ӳпкеленӗ, васкаманнисен тӗлӗшпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма чӗнсе каланӑ.
Аса илтерер, ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран куҫармалли программӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
«Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан муниципалитетсем те пур-ха. Шупашкар хулипе Ҫӗмӗрле районӗнче лару-тӑру ҫӑмӑлах мар. Паянхи куна илес пулсан ҫапах та вӗсенче ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Программӑна 2017 ҫулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпех пурнӑҫласа пӗтермелле», — тенӗ республикӑн строительство министрӗ Владимир Михайлов.
Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнчи А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулне Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗнче тума пуҫлӗҫ. Ку хыпара ӗнер иртнӗ Правительство ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗ Юрий Исаев пӗлтернӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри кадет корпусне малтанласа республика хысни шучӗпе тума пуҫлӗҫ. Унта укҫана ытти ҫӑлкуҫран уйӑрасса шанаҫҫӗ. Юрий Исаев Правительство канашлӑвӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи пулӑшнипе «Ренова» компанин ушкӑнӗсен директорсен канашӗн председателӗпе Виктор Вексельбергпа калаҫса татӑлма май килнӗ.
Шкула 2018 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Строительствӑшӑн яваплисем халӗ проект хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Тӑвай район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, паян райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке чиркӳ ҫыннисемпе «актуаллӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ».
Муниципалитетӑн пӗчӗк залне чиркӳ ҫыннисемпе пӗрлех район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Кӗске те ытлашши уҫӑмлах хыпарпа паллашсан чиркӳ ҫыннисемпе тӳре-шара хайхисене ҫӗр парас тата религи тӗллевӗллӗ пурлӑха вӗсене куҫарас ыйтусене хускатнине ӑнланма пулать. Ку ыйтупа экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Берилло тухса калаҫнӑ.
Объектсене регистрациленишӗн мӗн чухлӗ тӳлемеллине те уҫӑмлатнӑ. Ку ыйтупа нумай ӗҫ тӑвакан центр пуҫлӑхӗ Николай Перцев сӑмах илнӗ.
Тӗлпулура прихутсемпе вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва та хускатнӑ.
Республикӑра Строительство министерствин вӗренӳпе производство комбиначӗн ертӳҫи пулнӑ ҫыннӑн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хушнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева ВПКра (вӗренӳпе производство комбинатӗнче) шалти аудит ирттернине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ комбиначӗсем иккӗ: эпир маларах асӑннисӗр пуҫне Промышленность хӑрушсӑрлӑхӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн вӗренӳпе курс комбиначӗ те пур. Иккӗшӗ те вӗсем пӗр пек пулӑшу кӳреҫҫӗ. ВПК экс-директорӗ пулнӑ Валерий Князев ӗҫрен пӑрахсанах тепӗр вӗренӳ учрежденийӗнче пуҫлӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Маларах вара унта ВПК юрисчӗ пуҫлӑх шутланнӑ. Валерий Князев патшалӑх предприятине те ертсе пынӑ, уйрӑм предприятире те ӗҫлен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫын аллинчи вӗренӳ комбиначӗ патшалӑхӑн пурлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Ен шалупа чи пысӑк парӑмлӑ Раҫҫейри вунӑ регион шутне лекнӗ. Ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви ӗнер анлӑ лару ирттернӗ. Унта Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑри тӑрӑма Раҫҫейӗн ӗҫ министрӗ Максим Топилин «гигантла» парӑм тесе хакланӑ.
«Новости» (чӑв. Ҫӗнӗ хыпарсем) информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫин мӗнпур парӑмӗн ҫурри ытла вунӑ регионта пухӑнса кайнӑ. «Ҫак енӗпе пачах хускалман регионсем те пур», — тенӗ Топилин. Вӗсене вӑл ку ыйтушӑн яваплӑ ҫынна палӑртма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсенче «гигантла» парӑм иккен. «Ку ыйтӑва татса парӑр. Е укҫа уйӑрӑр, е хупӑр, е урӑх мӗн те пулин тӑвӑр. Мӗншӗн сирӗн МУПсем парӑмлӑ?» — тӗлӗннӗ Максим Топилин. Патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗсенчи парӑма федераци министрӗн ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне татма чӗнсе каланӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тата Шупашкар хулин архитектура управленийӗн Хула тӑвакан канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта Шупашкарта тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» туризмпа рекреаци кластерне тӑвас ыйтӑва черетлӗ хутчен хускатнӑ.
Кластер икӗ пайран тӑрать: Шупашкара 500 ҫул паркра ҫӗкленекен «Амазони» комплексран тата Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ҫывӑхӗнчи «Ясна» экоялтан.
Проект менеджерӗ Марина Федорова паянхи канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ӳснӗ-йывӑҫ тӗм вырӑнне хаклӑ йышши хитрисене лартӗҫ, чечек нумай ӳстерӗҫ тата икӗ ҫӗрте музыка фонтанӗ вырнаҫтарӗҫ.
Республика кунӗ тӗлне тӑван халӑхӑмӑрӑн наци эпосӗнчи паттӑрсен аллейине уҫӗҫ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ «Этника Чӑваш Енӗ» проекта пурнӑҫламашкӑн Ростуризм тепӗр 200 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |