«Халӗ, ҫынсем психика тӗлӗшӗнчен айланнӑ тапхӑрта, татса памалли ыйту чылай пирӗн. Ҫакӑ информаци сахаллипе те ҫыхӑннӑ. Ҫынсем хӑйсен чирлӗ тӑванӗсене питӗ кая юлса илсе килеҫҫӗ. Психиатрсенчен пулӑшу ыйтма маларах пырсан чылайӑшне сыватма та май килӗччӗ. Ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: психиатрсем патне кайма вуҫех хӑрамалла мар», — тенӗ Дон ҫинчи Ростоври центрӑн ертӳҫи Ольга Бухановская паян, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта иртнӗ ҫавра сӗтелте. Унта тӗрлӗ регионти психиатри пульницисен тӗп тухтӑрӗсем, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсемпе облаҫсен тӗп психиатрӗсем хутшӑннӑ.
«...Психиатри – чи кӑткӑс специальноҫсенчен пӗри, ҫавӑнпах ку енӗпе ӗҫлекен тухтӑрсен йышӗ ҫулран-ҫул чакса пырать», — палӑртнӑ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп психиатр Ринат Валинуров. Канашлура вӗсем шӑпах ҫак ыйтусене татса памалли майсене тишкернӗ.