Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Калайкасси шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 22.04.2017 08:41 | 3201 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Муркаш районӗнчи Калайкасси вӑтам шкулӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль иртнӗ. Вӗсем шкулта Е.Е. Ерагин пухса йӗркеленӗ шкул музейӗпе, Афган вӑрҫине халалланӑ музейпа, Тури чӑвашсен музейӗ хатӗрленӗ Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем 25 ҫул тултарнине халалланӑ куравпа тата «Чӑваш сурпанӗсем» фотокуравпа, шкул вулавӑшӗнче йӗркеленӗ Зинаида Васильевна тата Петр Яковлевич Мазуркинсен куравӗпе паллашнӑ.

Муркаш район администраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев фестивале уҫнӑ май Муркаш тӑрӑхӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫ вӑйланса пынине, тӑван чӗлхене упрасси кашнин тивӗҫӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин культура министрӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ачасене чӑн-чӑн патриотсем тесе хавхалантарнӑ, чӑваш чӗлхине юратмалли тата ытти халӑх чӗлхисене хисеплемелли пирки каланӑ. Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова Калайкасси шкулӗнчен тӑван чӗлхепе таса та илемлӗ калаҫма пултаракан журналистсем тухасса шаннине пӗлтернӗ. Тата ытти хӑна та ырӑ сӑмах нумай каланӑ.

«Чӑваш ачи чӑвашах» фестиваль Калайкасси шкулӗнче пуҫласа иртнӗ. Фестивальре хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ ӑмӑртура кӑтартнӑ. «Вӗрентетпӗр чӑвашла» ӑмӑртӑва чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑннӑ, чӑвашла уроксем кӑтартнӑ.

Уҫӑ уроксем панӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем «Чӑваш чӗлхине аталантарассин тӗп туртӑмӗсем» ҫавра сӗтелте хӑйсен шухӑшӗсене палӑртнӑ.

«Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» ӑмӑртура 3-4 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн йӑлине кӑтартнӑ.

Ӑмӑрту вӗҫленсен кӗҫӗн классемпе Катькас ял вулавӗшӗн ӗҫтешӗ Анжелика Угарова «Вулавӑшри пӗр кун» вӑйӑ-урок ирттернӗ.

«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑртура 8-9 классенче вӗренекен яш-кӗрӗм чӑваш халӑх историпе культурине, чӗлхипе йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартнӑ.

#конкурссем, #ачасем, #шкулсем, #Калайкасси, #Муркаш районӗ, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Катькас, #фестивальсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем