Шупашкарта ҫар техникин макечӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсене картонран, хутран, йывӑҫран, пластикран, шӑккалатран… ӑсталанӑ. Модельсене шкул ачисем хатӗрленӗ.
Кунашкал конкурс пӗрремӗш хут иртет. Ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн тунӑ. Ачасене макетсене ӑсталама аслисем те пулӑшнӑ.
2-мӗш класра вӗренекен Вика ав «Тополь» стратеги комплексӗн макетне аслашшӗпе хатӗрленӗ. Василий Зорин стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗнче 28 ҫул пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл мӑнукӗпе ҫак макета ӑсталанӑ.
Конкурса 100 ытла ӗҫ хутшӑннӑ: карапсем, самолетсем, танксем… Вӗрентекенсем ку конкурс ачасене историпе кӑсӑклантарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Нумай ӗҫ пулнине кура жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑл пулман. Ҫапла вӗсем 40 яхӑн ӗҫе палӑртнӑ.