Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн.
Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.
Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.
Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.
Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла.
Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм.
Водительсем руль умне хӗренкеленсе ларасси Шупашкар ҫул-йӗресенче час-часах тӗл пулакан пулӑм. Кӑҫал 5 уйӑх хушшинче хула лаптӑкӗн ҫулӗсенче пӗтӗмпе 13 авари пулса иртнӗ, вӗсенче 3 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 21 ҫын аманнӑ. Ҫак пӑтӑрмахсем ӳсӗр водительсене пула сиксе тухнӑ.
Ҫӗртмен 28-30-мӗшӗнче Шупашкар ҫулӗ-йӗрӗсенче «Ӳсӗр водитель» ятпа профилактика рейдне ирттернӗ. Унта ПАИ инспекторӗсем руль умне ӳсӗр ларнӑ водительсене тытма тӑрӑшнӑ. Шел пулин те рейдсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх ӳсӗр водительсенчен шучӗ кашни тӗрӗслев хыҫҫӑн чакмасть, хӑш-пӗр чухне шучӗ ӳссе пыни те тӗл пулать. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ларнӑ водительсене саккун йӗркине пӑснишӗн водитель правине 1,5-2 ҫуллӑх туртса илни те хӑратмасть пулмалла.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Шупашкарти ШӖМ управленийӗн хурал уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ пулнӑ — велосипед вӑррине тытни ҫинчен пӗлтернӗ.
Вӑл кунхине 18:30 сехет тӗлнелле 10 ҫулхи арҫын ача Граждан урамӗнчи 131 ҫурт подъездӗнче «тимӗр лашине» кӑкарса хӑварнӑ. Хӑй вара 10 минутлӑх юлташӗ патне кӗнӗ. Тантӑшӗ патӗнчен тухсан велосипед ҫухалнине асӑрханӑ. Арҫын ача аптраса ӳкмен, хӑйӗн юлташӗпе поъезд умӗнче ларакансенчен унӑн ҫӳрев хатӗрӗ ӑҫта кайса кӗме пултарни ҫинчен ыйтма пуҫланӑ. Пӗри вара палламан ҫынна асӑрханӑ пулать — вӑрӑ велосипеда йӑтса Мата Залка урамӗ еннелле кайнӑ иккен. Аслисем ача-пӑчана хӳтте кӗме шухӑшланӑ — вӑрӑ ҫулӗпе йӗрлесе кайнӑ. Вӑрра кӗске вӑхӑт хушшинчех тытнӑ, вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пасарне ҫитме ӗлкӗрнӗ иккен. Полици ӗҫченӗсене те шӑнкӑравланӑ.
Велосипед вӑрри 55 ҫулта иккен. Тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн ӑна хайхи ҫакӑн йышши ӗҫсемшӗн малтан та явап тыттарнӑ пулнӑ имӗш.
Вӑрланӑ велосипед хакӗ 5 000 тенкӗ пулнӑ. Хӑйне ярса иличчен вӑрӑ «тимӗр лашана» 500 тенкӗпе палламан ҫынна сутса яма та ӗлкернӗ иккен.
Республикӑра ҫӗнӗ ҫул-йӗр палли кун ҫути курни ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Фото-видео регистратор приборӗ вырнаҫнӑ таврашӗнче ҫӗнӗ паллӑсене утӑн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухмалла пулнӑ. Ҫапла вара хальхи вӑхӑтра Шупашкарӑн тӗп ҫулӗсем ҫинче вӗсене хӗрсе кайсах ҫакаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн ҪЙХПИ управленийӗ хушнипе ҫак палла «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсем 5 адреспа вырнаҫтарнӑ — пурӗ 21 штук. Пӗтӗмӗшле ӗҫе вара ҫак кунсенче вӗҫлесшӗн.
Юрату вӑхӑтлӑха ӑс-тӑна минретме пултарнине илтнӗччӗ те пуль, анчах унӑн каварлӑхӗ ҫынна термене ӑсатма пултарни пирки пӗрремӗш хут тӗл пулатӑп.
22 ҫулхи качча хӑйӗн хӗрӗпе тӗл пулмалла васканӑ тет. Укҫи-тенки унӑн пулман, ҫапах тӗлпулӑва вӑл пуш алӑпа каяс темен. Чечек сутакан лавккана кайнӑ, унта кӗл чечек саккасланӑ тет. Сутӑҫ чечеке чӑркас тесе йӑпӑртлӑх ҫаврӑннӑ хушӑра каччӑ хӑвӑрт кӑна ӑна йӑтнӑ та лавккаран тухса вӗҫнӗ. Вӑрра тытас тесе лавкка хуралҫи хыҫҫӑнах чупса тухнӑ, анчах хайхи каччӑ ӑна ҫӗҫӗпе хӑратнӑ тет. Ҫапларах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ иккен республикӑмӑрӑн тӗп хулинче.
Вӑрӑ-хураха ҫав ҫавах каярах тытнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ҫак ӗҫ-пуҫшӑн каччӑна 4 ҫуллӑх колоние ӑсатмалла тунӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнче «Картиш» муниципаллӑ программӑна тӗпе хурса пӗчӗк архитектура ӗскерӗсене хута ярас тӗлӗшпе тӑрмашса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗртмен 27-мӗш тӗлне, сӑмахран, «Хӗвеллӗ айлӑм» ТМЯО подрядчик ача-пӑча вылямалли 15 ҫӗнӗ лаптӑк хута янӑ, «Романа» ТМЯО — 7 кӑна ӗлкӗрнӗ.
Районта вара кӑҫал ача-пӑча вылямалли 32 ҫӗнӗ лаптӑк йӗркелемелле, ун валли 3 330 пин тенкӗ тӑкакласшӑн. Лаптӑксен хакӗ тӗрлӗрен — 42 000 пуҫласа 126 000 тенкӗ таранах ларать.
Шупашкар хулинчи пӗр хваттерте кӑсӑклӑ пулӑм асӑрханӑ. Хулара пурӑнакан Ильнара (вӑл пурӑнакан ҫурт Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ) пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен хваттерне икӗ кун хушши ҫара ҫерҫи хӑнана пырса кайнӑ иккен.
— Вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче эпӗ варени вӗрететтӗм, каҫ кӳлӗм ӑна сивӗнме лартас терӗм. Ирхине вара тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн сасартӑк тазра ҫара ҫерҫи ишнине асӑрхарӑм. Ку ҫеҫ те мар, тепӗр кунхине вӗсем виҫҫӗн пырса кӗчӗҫ. Ҫӳрҫӗр иртнӗ 2 сехетре эпир ҫунат ҫапнӑ сасӑран вӑранса кайрӑмӑр. Ҫара ҫерҫисене курсан вара кусем варени тутанма килнӗ ӗнтӗ тесе пуҫа хыҫкаларӑмӑр. Чӑн та тӗлӗнтермӗш япала. Ытти кун та хӑнана кӗтмелле пулӗ-ши, — пӗлтерет Ильнара Аушева.
Чӗрчун пурнӑҫне ӑҫта пӗлекенсем ҫак ӗҫ-пуҫ хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулма пултарни ҫинчен палӑртаҫҫӗ.
— 15 ҫул каярах ҫара ҫерҫи йышӗ республикӑра пысӑкрахччӗ, халь вара сахалрах вӗсем. Хӗрлӗ кӗнекене те кӗртнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та сайра хутра ҫеҫ тӗл пулайӑн, — ҫапла хакланӑ «Сӑрҫум» заповедникӑн директор ҫумӗ Александр Димитриев.
Нумаях пулмасть республикӑна Пӑлхар Республикин вышкайсӑр та тивӗҫлӗ элчи Бойко Коцев килсе ҫитнӗ пулнӑ. Икӗ кунлӑха килнӗ элчӗ Шупашкар предприятийӗсемпе паллашнӑ, Республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тата Шупашкар хулин пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура вара фармакологи уйрӑмӗпе ӗҫлӗ ҫыхӑну аталанӑвӗ ҫинчен, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене хута ярасси ҫинчен, ял-хуҫалӑх техникине пӗрлӗ туса кӑларас ыйтусене татса панӑ. Унсӑр пуҫне тата республикӑсен тӗп хулисенче тӑван-хурӑнташла пӗрлешӳ тӑвасси ҫинчен сӑмахланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |