Кӑҫал чӳк уйӑхӗ типӗ те нормӑран ӑшӑ тӑчӗ. Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта 13,4 градус ӑшӑ пулнӑ. Ку – рекорд. Раштав уйӑхӗн мӗнлерех килӗ-ха?
Уйӑх пуҫламӑшӗ ӑшӑ пулӗ, термометр 0 е кӑшт ытларах кӑтартӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Раштавӑн 8-11-мӗшӗсенче юр хулӑнӑшӗ 10 сантиметра ҫитмелле.
Иккӗмӗш декадӑра 2-7 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫукалӗ. Раштавӑн 22-25-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗтӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫанталӑк каллех ӑшӑтӗ, юр ҫӑвӗ. Уйӑх вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 22 сантиметра ҫитмелле.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненнипе кредит илнӗ. Ҫав укҫана вӑл «электрон укҫа» туянатӑп тесе палламан ҫынсене куҫарса панӑ.
Шупашкар арҫынни патне ултавҫӑсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӗсем электрон лапамра пуйма май пурри ҫинчен ӗнентернӗ. Хӑйӗн укҫи хӗсӗкрех пулнӑ курӑнать, арҫын кредит хыҫҫӑн кредит илнӗ. Укҫана электрон акци туянма тесе куҫарса пынӑ. Хӑйсене биржа аналитикӗсем тесе паллаштарнисем сутаканӑн счечӗ ҫинче АПШн 46 пин долларӗ пухӑнчӗ тесе ӗнентернӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен арҫын тупӑшӑн процентне илес тесен лешсем тата тепӗр 5 пин доллар ыйтнӑ. Вара тин арҫын хӑй ултав авӑрне ҫакланнине тавҫӑрса илнӗ.
Вӑл 1 миллион та 300 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ унӑн кредита тӳлеме тивӗ.
Чӑваш ҫӗрӗн спортсменкине, Вера Лоткова самбисткӑна, республика хыснинчен преми уйӑрма йышӑннӑ. Ӑна 75 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Унӑн тренерне Сергей Пегасова та кӳрентермӗҫ. Ӑна 37,5 пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Спортсменпа унӑн тренерне хавхалантарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. «О государственной поддержке спортсменов и тренеров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш республикинчи спортсменсемпе тренерсене патшалӑх енчен пулӑшасси) йышӑнӑва 2012 ҫултах йышӑннӑ.
Вера Лоткова Чехинчи Карловы Вары хулинче кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-16-мӗшӗсенче хӗрарӑмсем тата арҫынсем хушшинче иртнӗ Европа кубокӗнче 52 килограмлӑ виҫере ылтӑн медале тивӗҫнӗччӗ. Вӑл — В.М. Краснов ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗн училищин спортсменки.
Шупашкарти Ленин районӗнчи граждан тӑрӑмӗсен акчӗсене ҫыракан пайра ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Пӗр ҫамрӑк мӑшӑрӑн ачи Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Анчах хӑйсем Шупашкарта пурӑннине кура ашшӗпе-амӑшӗн ачана Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫут тӗнчене килнӗ евӗр кӑтарттарас килнӗ.
Граждан акчӗсене ҫыракансене «Граждан тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 2-мӗш пункчӗ пирки ҫине тӑрса ӑнлантарса пама тивнӗ. Ача ӑҫта ҫуралнӑ, ҫапла ҫырса хураҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта пурӑнни пӗлтерӗшлӗ мар.
Ҫапла вара Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть ҫут тӗнчене килнӗ Шупашкар ачин ҫуралнӑ хутӗнче унӑн ҫуралнӑ вырӑнне «город Новочебоксарск, Чувашская Республика, Россия» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Чӑваш Республики, Раҫҫей) тесе кӑтартнӑ.
Раштав куйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти тӳре-шарана троллейбус-автобуса лартӗҫ. Ҫак пек сӗннӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков. Ун пирки вӑл Инстаграмра пӗлтернӗ.
Шупашкарти тӳре-шарана сити-менеджер транспорт реформине хаклаттарасшӑн.
«Шупашкарта ҫулталӑка яхӑн транспорт реформине ирттеретпӗр. Ку эрнере эпир халӑх, пуҫару ушкӑнӗсен шухӑш-кӑмӑлне пуҫтарӑпӑр. Раштавӑн 2-мӗшӗнче эпӗ хам та общество транспорчӗпе ӗҫе кайӑп. Транспорт реформине хаклӑп», — ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Шупашкарти тӳре-шаран автобус-троллейбуспа ӗҫе кайса килмелли куна пӗлтӗр те ирттернӗччӗ. Ун чухне вӑл куна 2018 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче палӑртнӑччӗ.
Сӑмах май каласан, Шупашкар ҫыннисем хӑш-пӗр маршрута вӑрах кӗтме тивни пирки пӑшӑрханса пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарӑн ҫитес ҫулсенчи социаллӑ аталану прогнозне тунӑ. Ҫак хисепе ӗненес тӗк, 2024 ҫулта Чӑваш Енӗн тӗп хулинче 519 пин ҫын пурӑнмалла.
Кӑҫал Шупашкарта 507,6 пин ҫын пурӑннине палӑртнӑ, 2020 ҫулта - 510,2 пин ҫын, 2024 ҫулта 519,1 пин ҫын пурӑнмалла-мӗн. Чӑвашстат Шупашкар хула округне тата Шупашкал хулине уйӑрса ҫын шутне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑн тӗп хулинче 495 пин те 317 ҫын пурӑннӑ, хула округӗнче вара – 505 пин те 800 ҫын.
ЧР Транспорт министерстви «Шупашкар – Сурски» автоҫула федераци харпӑрлӑхне памашкӑн документсем хатӗрлет. Кун пирки ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Палӑртмалла: халӗ вӑл – республика харпӑрлӑхӗнче. Ҫапах ҫул Нурӑс, Пӑрачкав, Улатӑр урлӑ Мӑкшӑ Республикине илсе ҫитерет. Ҫул тӑршшӗ – 200 ҫухрӑм.
Халӗ тӳре-шара ҫак ҫула федераци хыснине памашкӑн ҫине тӑрсах ӗҫлет. «Документацие тӗплӗн хатӗрлеме ыйтатӑп. Документсене япӑх хатӗрлесен комисси йышӑнмасан та пултарать», - тене Михаил Игнатьев Элтепер.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паянхи планеркӑра троллейбус ыйтӑвне хускатнӑ. Чӑваш Ене Мускавран списокран кӑларнӑ троллейбуссене илсе килме пултараҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Транспорт эрни» иртнӗ. Унта пирӗн делегаци те ҫитнӗ. Паян вара Михаил Игнатьев «Транспорт эрнине» пӗтӗмлетнӗ.
Мускавра усӑ курман троллейбуссене Шупашкара илсе килме палӑртнӑ. Вӗсем Мускаври транспорт департаментӗнчен ҫитмелле. Транспорта укҫа-тенкӗсӗрех парӗҫ. Пӗтӗмпе – 30 троллейбус.
Пӗрремӗш канал журналисчӗсене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ килӗшнӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарта пулнӑ. Мускавран Хусана кайма тухнӑскерсем ҫула май пирӗн патра чарӑннӑ. Шупашкарта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Журналистсене хуран куклипе, какай шӳрпипе, чӑкӑтпа тата шӑрттанпа хӑналанӑ. Апат-ҫимӗҫ хӑнасене килӗшнӗ.
Шупашкарта пулнӑ май журналистсем Амӑшӗн палӑкӗ ҫине улӑхнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн шалти пайне кӗрсе пӑхнӑ. Сӑра музейӗнче те пулнӑ. Унта ӗҫлекенсем чӑваш сӑрине вӗретмелли вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнӑ. Учрежденире ӗҫлекен арҫын британи актерне Энтони Хопкинсона аса илтернине те асӑрханӑ вӗсем.
Мускаври журналистсем ӳкернӗ сюжета эрнекун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |