Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Вӗренӳ

2021 ҫӳл тӗлне Чӑваш Енри ача пахчисенче черет пулмӗ. Ҫапла шантараҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче.

Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулта (2012-2021 ҫулсенче) пирӗн тӑрӑхра 71 ача пахчи хута ямалла. Вӗсенче 12 пин те 920 ачалӑх вырӑн пулӗ. Ача пахчисене тума 8 миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.

2021 ҫул вӗҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах ачасен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене лекес тесе черет кӗтме тивмӗ. Халӗ ҫак тӗллеве 26 районпа хуларан 16-шӗнче пурнӑҫлама май килнӗ.

2012-2018 ҫулсенче 8 пин вырӑнлӑх 47 ача пахчи хута янӑ. Кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ. Килес ҫул Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗрер, Шупашкарта 6 ача пахчи хута яма палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

«Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ.

Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ.

Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ.

Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/61749
 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла.

Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ.

Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 84 ҫамрӑка ятран стипенди пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче паян ҫырнӑ. Стипендие илме тивӗҫ ҫамрӑксене суйласа илни ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ӗнерех хыпарланӑ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хавхалантарӑвне пултаруллӑ та талантлӑ ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ятран паракан стипендие илсе тӑрас тесе кӑҫал 300 ытла яшпа хӗр заявка тӑратнӑ. Вӗсен хушшинче — пултаруллӑ ачасем, олимпиадӑсенче, конференцисенче ҫӗнтернӗ ҫамрӑксем, спортсменсем, студентсем, коммерцилле мар общество организацийӗсен хастарӗсем.

Вӗсенчен 84-шне стипенди пама суйласа илнӗ. Вӗсене категорине кура килес ҫул уйӑхсерен кашнине 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран парса тӑрӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B6nCGJfK1Qw/
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк (alexey)
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк (alexey)

Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Хаяр Йӑванӑн мини-палӑкне вырнаҫтарни пирки сайтра хыпарланӑччӗ.

Паян «Ҫыхӑнура» форума ҫырса тӑракан пӗр ҫын Константин Иванов скверӗнче (палӑк шӑпах унта вырнаҫнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мини-палӑка сӑн ӳкерме пынӑ. Акӑ мӗн асӑрханӑ вӑл: палӑка вырнаҫтарнӑ «аквариум» ҫине «Чӑваш халӑхне вӗлерекен» тесе ҫырнӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех юнашар хӑма ҫине Хаяр Йӑван тискерлӗхӗ пирки ҫырнӑ листовкӑсене ҫыпӑҫтарнӑ.

Аса илтерер: Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта вырнаҫтарассине чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑччӗ.

 

Хулара

Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе машинӑсене ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен ҫав ҫула уҫассине республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере журналистсене пӗлтернӗччӗ-ха. Каланӑ сӑмаха тытнине халӗ, ав, хамӑр курса ӗнентӗмӗр.

Сӑмахӑмӑр — Иван Яковлев проспекчӗн 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне пӑрӑнакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли вырӑн патне ҫитичченхи лаптӑк ҫинчен.

Асӑннӑ урамри ҫав лаптӑка кӑҫал кӗркунне юсама тытӑннӑччӗ. Тӳррипе каласан, халӗ вӑл ҫула пӗтӗмпех туса пӗтереймен-ха. Асфальтӑн ҫиелти сийне ҫуркунне сарӗҫ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Чӑн та, паян 11 сехет тӗлӗнче вӑл ҫула уҫманччӗ, халӗ унтан машинӑсене ҫеҫ мар, троллейбуссене те янӑ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярассине те.

Икӗ хула хушшинче транспорт кӗҫех ҫӳреме тытӑнмалла. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Михаил Игнатьев автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбуса ларса ку маршрутпа кайса пӑхасшӑн. Унта ытти пассажир та пулӗ.

Хальлӗхе ку маршрутпа ҫӳремешкӗн 4 троллейбус туяннӑ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви пулӑшнипе ҫитес ҫул общесто транспорчӗ тунямашкӑн Чӑваш Ене 600 миллион тенкӗ килмелле.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти хулаҫум автовокзалӗнче пӗр ватӑ арҫын хутаҫ манса хӑварни пирки, унта укҫа пулни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ҫав арҫын тупӑннӑ, укҫана ӑна тавӑрса панӑ. Ҫак хутаҫа вокзалта асӑрханӑ хӗрарӑма вара ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗ Марат Михайлов тав хучӗ, чечек ҫыххи тата парне парса чысланӑ.

Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине аса илтерер. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине ватӑ арҫын ывӑлӗ патне хӑнана кайма тухнӑ. Хайхискер вокзалта алӑри хутаҫне ӳкерсе хӑварнӑ. Ҫак хутаҫа вокзал ӗҫченӗ Елена Алексеева асӑрханӑ, малтанах ҫӳп-ҫап тесе шутланӑ. Уҫса пӑхнӑ та – унта укҫа, 90 пин тенкӗ ытла. Вӑл хутаҫа диспетчера панӑ. Анчах ун хуҫи тупӑнман. Кун хыҫҫӑн полици ҫав арҫынна шырама тытӑннӑ, МИХсем унӑн сӑнне вырнаҫтарнӑ.

Ватӑ арҫыннӑн ҫемйи ӑшра ҫав укҫапа «сывпуллашнӑ» ӗнтӗ, тупасса шанман. Халӗ старике укҫине тавӑрса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисем ют ҫын вӑчӑрине илнӗ хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ӑна ҫын япалине вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкарти суту-илӳ точкисенчен пӗри япала тӑхӑнса пӑхнӑ чухне вӑчӑра манса хӑварнӑ. Хаклӑ япалана ҫухатнине аса илсен вӑл каялла вирхӗнсе пынӑ-ха. Анчах унта вӑчӑра пулман.

Лавккара вырнаҫтарнӑ камерӑна пӑхнӑ та ҫухалнӑ япалана хӗрарӑм илме пултарнине палӑртнӑ. Юют ҫыннӑн манса хӑварнӑ япалине илнине пакунлисем вӑрланипе танлаштараҫҫӗ.

Сӑнран пӑхсан хӗрарӑм 40-45 ҫулсенсе, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Вӑл хӗрлӗ куртка, хӑмӑр атӑ тӑхӑннӑ.

Хӗрарӑма паллакансене е вӑл кам тата ӑҫтан иккенне пӗлекенсене 8-903-346-96-03, 51-03-72 тата 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Нумай чӗлхеллӗ ачасен «Аталану» ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Чӑваш ачисен клубӗ уяв ирттерессине пӗлтернӗ.

«Хаваспах пēлтеретпēр, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехетре Шупашкарāн Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра Наци библиотекин 212-мēш пулēмēнче Чāваш ачисен клубē Ҫӗнӗ Ҫул уявне палāртать», — тесе ҫырнӑ ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницӑра.

Уява пурне те йыхравланине пӗлтернӗ. Унта Ҫēнӗ Ҫyл парнисене салатӗҫ. «Уява сиртен кашниех хутшāнма пултарать. Хāвāрпа пēрле хаваслā кāмāл-туйāм илсе кēмелле, ачасен Ҫēнӗ Ҫул сāввине пāхмасāр пēлмелле. Тēл пуличчен, чӑваш юрри-ташши пӗтӗм таврана сарӑлē, Ҫēнē 2020-мēш Ҫула пēрле кēтсе илер», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_14509
 

Страницӑсем: 1 ... 385, 386, 387, 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, [395], 396, 397, 398, 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, ... 1023
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 13

1880
145
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1937
88
Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та