Шупашкар хулинче шкул тума килӗшекен строительство организацине шыраҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнас текенсем пур пулӗ-ха, анчах укҫана бюджетран тӳленӗ чух подрядчика конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Лыдыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Сӑмах «Садовӑй» микрорайонти вӗренӳ учрежденийӗ пирки пырать.
Шкул 1650 вырӑнлӑх пулмалла. Ӑна тусан асӑннӑ микрорайонта пурӑнакансен шкул ыйтӑвӗ татӑласса шанать сити-менеджер.
Контрактӑн малтанхи хакӗ — 1 миллиард та 92 миллион тенкӗ. Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
⠀