Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫейри чи лайӑх предприятипе организаци» конкурс Пӗтӗм тӗнчери «Инновацисем. Аталану» форумпа килӗшӳллӗн иртнӗ.
Конкурса Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
«Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» номинацире Шупашкарти 128-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисене чысланӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пӗр кунхине васкавлӑ медпулӑшӑва хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл – ватӑ арҫыннӑн кӳрши-мӗн. Лешӗн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухнӑ.
Тухтӑрсем пациента пӑхнӑ чухне лешӗ тӑнне ҫухатнӑ, кӑвакарса кайнӑ. Унччен реанимацире вӑй хунӑ Марина Максимова фельдшер тата Дмитрий Майоров ҫамрӑк фельдщер часрах реанимаци ӗҫӗсене пурнаҫланӑ: разряд, венӑран эмел янӑ, массаж тунӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа ӗҫлеттернӗ… Ҫапла вӗсем пациент пурнӑҫӗшӗн 5 минут кӗрешнӗ. Кӑштахран арҫын хӑй тӗллӗн сывласа янӑ.
Фельдшерсем арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна специалистсем сӑнаса тӑнӑ, кайран ӑна Шупашкара куҫарнӑ.
Ӗнер каҫхине Чӑваш Енре ҫанталӑк япӑхланчӗ – ҫил вӑйланчӗ. Ҫил ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫӗр ҫийӗнчен 700 метр ҫӳллӗшӗнче ҫеккунтра 45 сантиметр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ку самолетсене самай чӑрмав кӳнӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкар ҫийӗн «Победа» самолет вӗҫсе ҫӳренӗ, аэропорта анса ларайман. Ӗҫ-пуҫ йӗркеллех вӗҫленнӗ. Пӗр сехет те 15 минут кая юлса вӑл аэропорта анса ларнӑ.
Сӑмах май, синоптиксем ҫитес эрнере ҫанталӑк каллех ашӑтасса, ҫумӑр ҫӑвасса пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унӑн алӑкӗсем ҫитес ҫул авӑн уйӑхӗнче уҫӑлмалла. Ку хулари чи пысӑк шкул пулӗ, унта 1600 ача ҫӳрӗ.
Халӗ шкулта ӗҫлемешкӗн ҫынсене пухма тытӑннӑ. Резюмесене кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ (Мускав проспекчӗ, 8-мӗш ҫурт, 5-мӗш тата 9-мӗш пӳлӗмсем). Ҫӗнӗ шкулта педагогсем кирлӗ. Педагогика енӗпе аслӑ шкултан е колледжран вӗренсе тухнӑ кандидатурӑсене те пӑхса тухӗҫ. Ҫавӑн пекех шкула администраципе хуҫалӑх валли персонал кирлӗ.
Сӑмах май, авӑн уйӑхӗнче ҫӗнӗ шкул валли директор суйланӑ. Ку пукана халӗ Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Наталья Маслова йышӑнӗ.
Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ чӗрӗк ӗмӗрхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявларӗ. Ҫав ятпа ирттернӗ пухӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хӑтлӑ залне пуҫтарӑнчӗҫ.
Тухса калаҫакансем тӗрлӗ созывра депутат пулнисем вӑл е ку енӗпе тунӑ ӗҫсене палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Альбина Егорова та, РФ Паташлӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков та депутатсене ырларӗҫ.
Кирек епле уяври пекех наградӑсем те пулчӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхне — Депутатсен пухӑвӗн председательне Евгений Кадышева Михаил Игнатьев орден медалӗпех чысларӗ. Республика ертӳҫи ӗнер алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн Евгений Кадышев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Чӑваш Ен тӗп хулинче, Шупашкарта, «СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» мегапроект иртӗ. Мега тесе проект пирки мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтереҫҫӗ.
«СЕМЬ ЗВЕЗД (7 ҪӐЛТӐР)» проект раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Ҫӗнӗлле форматлӑ мероприяти — Алексей Московский, Фарида, Вячеслав Христофоров («Янра юрӑ»), Елена Иовлева, Полина Борисова, Михаил Ӑраскал тата Вера Кожеманова проекчӗ. Асӑннӑ юрӑҫсем ку вӑл калӑпӑшлӑ музыка проекчӗ пулассине шантараҫҫӗ.
Концерт И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Йӗркелӳҫесем билета ӑҫта туянмаллине те, епле номерпе шӑнкӑравламаллине те каланӑ. Мегапроект епле шайра иртнине унта кайса курсан хаклама май килӗ.
Пирус, сиенлӗ ытти япала сутса укҫа темле мел те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра шкулсенче СНЮСсем сарӑлни пирки хыттӑн, уҫҫӑн ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗҫ. Ку амак Шупашкара та ҫитни вӑрттӑнлӑх мар. Никотинлӑ япаласене канихвет хурӑмлӑ тесе те сараҫҫӗ иккен. Ӑна чӑмлани (унпа усӑ курни) сывлӑха сиен кӳрет. Ача-пӑча ӑна-кӑна ӑнланса пӗтереймест е аслӑраххисенчен юлас килмест, е ашшӗ-амӑшӗ авторитетлах мар — вӗсем урам йӑли-йӗркипе, тепӗр тантӑшӗсен ырах мар пурнӑҫӗпе пурӑнма талпӑнаҫҫӗ.
Тавах Турра тесе каламалла-ши, халӗ ку ыйтупа прокуратура ӗҫлеме пуҫлӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СНЮСсене сутнине тата усӑ курнине надзор органӗ ытти ведомствӑпа пӗрле пулса тӗрӗслеме тытӑнӗ.
«Про Город» редакцирен арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл 21 ҫулти арӑмӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн ҫамрӑк арӑмне килтен васкавлӑ медпулӑшупа Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Раштавӑн 8-мӗшӗнче упӑшки ун патне шӑнкӑравланӑ. Арӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем унпа мӗн пулнине татӑклӑн калаймаҫҫӗ, аппендицин тесе шутлаҫҫӗ. Операци хыҫҫӑн хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл унтан халӗ те тухайман. Хӗрарама Республикӑри пульницӑна куҫарнӑ.
Унччен маларах Шупашкарти неврологсем, реаниматологсем килсе пӑхнӑ. Анчах сӑлтавне уҫӑмлатайман. Каҫ енне ҫамрӑк хӗрарӑм комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Вӑл халӗ те Республикӑри пульницӑра выртать, тӑна кӗмен-ха.
Иртнӗ талӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисем ҫамрӑк ҫынна тата икӗ ачана шыранӑ.
20 сехет те 15 минутра Канашра ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Вӑл ҫыхӑнӑва тухман. Нимеҫӗсем шырама тытӑннӑ ҫеҫ – вӑл хӑй тӑванӗсем шӑнкӑравланӑ.
Кӑштахран каллех хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта 8 ҫулти ача ҫухалнӑ. Ӑна 22 сехет те 17 минутра пӗр чарӑнура ҫынсем курнӑ-мӗн. Пӗччен тӑракан арҫын ачана пӗр ҫын асӑрханӑ та ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ.
Нимеҫӗсем сывлӑш ҫавӑрса та илеймен – каллех шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫӗрпӳре 12-ри хӗрача ҫухалнӑ иккен. Ӑна полици те, ҫынсем те шыранӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 47 минут ҫитнӗ – ачана ҫаплах тупайман. Кӗҫех хыпар килнӗ: камерӑсене пӑхсан кунашкал хӗрачана пӗр ҫурт картишӗнче асӑрханӑ. Хӗрачана ҫийӗнчех тупнӑ.
Шупашкар хулинче тарӑнлатнӑ контейнерсем вырнаҫтарнӑ. Пур ҫӗрте те мар. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона чи технологилле район тесе хаклани ытахальтен мар. Ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ҫӗнӗ йышши контейнерсем лартнине Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче.
Ҫӗнӗ йышши контейнер вырнаҫтармалли лаптӑксене «ИСКО-Ч» строительство компанийӗ йӗркеленӗ. «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) управляющи компанире унчченхи контейнер лапамӗсем илемсӗртерех тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑлари каяш ҫилпе айккинелле сапаланать. Финсен Molok компанийӗн технологийӗ ку енчен вара лайӑх тесе хакланӑ. Ӑна суйличчен управляющи компани ытти ҫӗршыври опыта тишкернӗ.
Контейнерсенчен пӗрине «йӗпе» каяша пӑрахмалла тӑвӗҫ, теприне — типӗ япаласене (хут, кантӑк, пластик тата ытти те).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |