Чӑваш Енри полицейскисем пӗр хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хайхискер ют ҫын карточкипе усӑ курнӑ. Банк картти ҫухални пирки хуҫи полицие пӗлтернӗ.
51 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн карточкине кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫухатнӑ. Унпа вара парольсӗрех, терминал ҫумне тытса, усӑ курма пулать. Кӑштахран ҫак хӗрарӑм счет ҫинчен 4 пин тенкӗ ытла ҫухалнине асӑрханӑ – карточкӑпа Шупашкарти 11 лавккара япала туяннӑ.
Ют ҫын карточкине кам тупни паллӑ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Ҫак хӗрарӑма курнӑ ҫынсене 24-07-02, 24-07-42 е 102 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулса ӗҫленӗ (ЧР Правительствине оставкӑна янӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ) Владимир Викторова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Владимр Степанова лартнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Николаевич 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑччӗ.
Владимир Викторов — Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра стоматологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Унтан Шупашкарти хула стоматологийӗн (ун йышне хулари чылай поликлиника кӗрет) тӗп врачӗнче ӗҫленӗччӗ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри шкулсенчи пӗрремӗш класссене 17 пин ытла ача кайӗ, ҫав шутран 7700-шӗ — Шупашкарта. Пӗрремӗш класа каймаллисен заявленийӗсене мӗнпур муниципалитетра йышӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов каласа кӑтартнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗн заявленине е тӗнче тетелӗ урлӑ, е шкулсенчи операторсем урлӑ йышӑнаҫҫӗ. Заявление кирек епле ҫырсан та пӗр черетех пулӗ. Хальхи вӑхӑтра заявленисене территорие кура йышӑнаҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн заявленисене вӑл е ку пушӑ вырӑн пуррине кура илӗҫ.
Шупашкарти шкулсене вӗренме кӗрекенсен йышӗ яланхиллех пысӑк. Ҫакӑ хӑшӗсем суя прописка тунипе те ҫыхӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ун пек схемӑсене асӑрхаса пӗтерессипе яваплисен ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта дружинниксем валли укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнчи документра ҫырнӑ тӑрӑх, ку 3 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти халӑх дружини валли субсиди уйӑрасси пирки постановлени алӑ пуснӑ. Вӗсене 3 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Палӑртмалла: халӑх дружинникӗсем Шупашкарти общество йӗркине сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Шупашкарти Э.М.Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен Александра Пунда Пӗтӗм тӗнчери «Красота Божьего мира: «Великая победа: наследие и наследники» ача-пӑча конкурсне хутшӑнса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. 6 ҫулти Александра регион шайӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗш шайра вара пӗрремӗш пулнӑ. Ҫапла вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗленӗ.
Раҫҫей шайӗнчи конкурса 3115 ӗҫ ҫитнӗ: Раҫҫейрен, Молдовӑран, Украинӑран, Беларуҫран, Кипртан, Аргентинӑран.
Александра Пундӑна конкурса ҫӗнтернӗшӗн Кирилл Патриарх тата Федераци Канашӗн председателӗ Валентина Матиенко чысланӑ. Ӑна вӗренӳре тата ӳкерӳре кирлӗ парне парса та хавхалантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, сывлӑх енчен хавшак каччӑ нарӑсӑн 4-мӗшӗнче килтен тухса кайни пирки, амӑшӗ, нимеҫӗсем тата полици ӑна шырани ҫинчен нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ¬¬. Амӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, 23-ри ывӑлӗ Шупашкара кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка вара унта мар, пачах урӑх ҫӗрте тупнӑ.
Каччӑна 30 нимеҫӗ, 20 полицейски шыранӑ. Вӗсем вӑрмансенче, ҫырма-ҫатрара тӗплӗн шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Унӑн виллине нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ӗнер, 18 сехет ҫурӑра уйра тупнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта криминал палли ҫук. Каччӑ уйра шӑнса вилнӗ.
«Маска режимне йӗркелени пирки пӗлтернине хальлӗхе ниҫта та курман. Анчах урамсенче тата аптекӑсенче ҫавӑн пек тейӗн», — тесе ҫырнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ҫӗркаҫ.
Журналист асӑрханӑ тӑрӑх, маскӑпа ҫамрӑксем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. «Паян хулара шкул ачисене, уйрӑмах студентсене, маскӑллисене тата маска пек япалапа хупланнисене пӗрре урлӑ куртӑм. Пенсионерсем те пӑшӑрханаҫҫӗ. Автобусра манпа юнашар аслӑ ҫулсенчи, аллине сумкӑсем тытнӑ интеллигент лекрӗ. Пӑшӑрханса такам патне шӑнкӑравласа маска туяннине пӗлтерчӗ», — ҫырса кӑтартнӑ Маргарита Красотина.
Вӑл кӗнӗ икӗ аптекӑра та хӗрарӑмсем виҫшер пачка маска туяннӑ иккен. «Калӑн, ҫӑлӑнӑҫ», — пӗтӗмлетнӗ пурне те куракан-сӑнакан журналист.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта харӑсах темиҫе машина аварие лекнӗ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тӑватӑ ҫын шар курнӑ.
Авари Максим Горький проспектӗнче ҫур ҫӗр иртни 20 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай» водителӗ сылтӑмалла ҫаврӑннӑ чухне руле итлеттереймен те «Киа Риопа» тата «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
«Киа Риори» виҫӗ пассажир аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Хендайри» 22 ҫулти пассажиркӑна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче виҫӗ водитель те ӳсӗр пулман. «Хендай» водителӗ тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул строительствипе паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашнӑ.
Ҫӗнӗ шкула пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ҫӗнӗ шкул федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗри пулса тӑрӗ. Унта микрорайонта пурӑнакан 1600 ача вӗренӗ. Проекта ҫӗнӗлӗхсене кӗртсе хӑварнине шута илсен, смета хакӗ 950 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ.
«Старатель» организацин строительство енӗпе ӗҫлекен директорӗ Сергей Суворов ӗнентернӗ тӑрӑх, паян объектра 300 ҫын ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра хутса ӑшӑтмалли тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Специалистсем шкулта пӳлӗмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Ҫак шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла. Вӗсен ҫак шкулӑн ырлӑхне туймалла», — тенӗ Олег Николаев.
«Ҫӗнӗ хула» микрорайонти ҫӗнӗ шкул хута кайсан хулари 33-мӗш, 53-мӗш, 2-мӗш шкулсенче ачасене иккӗмӗш сменӑна вӗрентессине пӑрахӑҫлама май парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |