Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ.
Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те.
Шупашкарта виҫӗ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем 3-7 ҫулсенче. Кун пирки Калинин район администрацийӗ пӗлтерет.
7 ҫулти ача асламӑшӗпе (е кукамӑшӗ) пӗрле пурӑннӑ. Пепке амӑшӗсӗр юлсан вӑл ӑна воспитани панӑ. Анчах кайран ватӑ хӗрарӑмпа арҫын ача пӗр чӗлхе тупайман, ҫавна май ватӑскере ку тивӗҫрен хӑтарнӑ.
Ку эрнере икӗ мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗн прависемсӗр хӑварнӑ. Ҫапла майпа 6-ри тата 2 ҫулти ачасем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем валли опекунсем шыраҫҫӗ.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 40 ачаран 3-шне ача ҫуртне ӑсатнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Паян урама тухма та ҫук – шуҫса ӳкме пулать. Ку вара хӑрушӑ – алӑ-ура хуҫасси те инҫех мар.
Ҫулсем шуҫлакланнӑ май травмпунктсене пырса пулӑшу ыйтакан нумайланнӑ. Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енри тухтӑрсенчен 330 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑрлӑ ҫулсене пула шар курнӑ 134 ҫын Хулари 1-мӗш пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. 117 ҫын Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине 84 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ку, ахаль чухнехипе танлаштарсан, 3 хут ытларах.
Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нетрезвый водитель» (чӑв. Урӑ мар водитель) калӑпӑшлӑ профилактика мероприятийӗ малалла пырать.
Водительсем ӳсӗрле руль умне ларса хӑйсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ ҫеҫ мар-ҫке. Вӗсене пула ним айӑпсӑр ҫынсемех: пассажирсемпе водительсем — шар курма пултараҫҫӗ.
Атнар ялӗнче тытса чарнӑ водитель, сӑмахран, унччен те ӳсӗрле ҫакланнӑ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн. Шупашкарта, ав, Орлов урамӗнче ӳсӗр водителе пула инкек пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ.
Республикӑри онкологи диспансерӗн патологоанатоми уйрӑмне хальхи йышши сканер килнӗ. Вӑл гистологие тӗрӗслет.
Хальхи вӑхӑтри цифра сканерне телемедицина консультацийӗсене инҫет пулӑшу мелӗпе кӳнӗ чухне усӑ курӗҫ. Ҫакӑ пациентшӑн меллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Гистологи материалне илнӗ кантӑксене маларах федерацин онкологи центрӗсене курьер урлӑ ӑсатнӑ иккен. Халӗ ун пек илсе ҫӳреме тивмӗ.
Усал шыҫӑ мӗнрен тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлни онкологи диагнозне тӗрӗс палӑртма май парать иккен. Апла пулсан ҫакӑ чирлӗ ҫынна епле сиплессине витӗм кӳрет. Пульницӑн патологоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев каланӑ тӑрӑх, шыҫӑ мӗнлине кура ҫынна е хими терапийӗпе, е пайӑрка терапийӗпе, е хирурги мелӗпе, е комплекслӑ мелпе сиплеҫҫӗ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Петр Мишин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Вӑл Шупашкарти хула строительствипе хуҫалӑх техникумӗн директорӗ те. Ӑна укҫа тӑкакланӑшӑн, должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, кӑҫал авӑн уйӑхӗнче директор техникумӑн профсоюз организацине 340 пин тенкӗ куҫарма хушу панӑ, ку нухратпа культура мероприятийӗсем ирттермелле пулнӑ-мӗн. Анчах пуҫлӑх ку укҫапа путевка туянса канса килнӗ. «Ку укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, Словение каймашкӑн 346 пин тенкӗ тӑракан путевка туяннӑ, унта вӑл мӑшӑрӗпе каннӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Следстви комитечӗ.
Ҫавӑн пекех директор пӗлтӗр авӑн тата раштав уйӑхӗсенче пӗр организаципе юсавпа строительство ӗҫӗсем тума килӗшӳ алӑ пуснӑ. Пӗтӗмӗшле сумма – 1,3 миллион ытла тенкӗ. Анчах подрядчик ӗҫе пурнӑҫламан, ун вырӑнне студентсем ӗҫленӗ – ку практика пулнӑ-мӗн. Подрядчик счечӗ ҫине вара килӗшӳре кӑтартнӑ сумма куҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн чылайӑшӗ канать, ҫав шутра – тухтӑрсем те. Канмалли кунсенче Шупашкарти пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫлени паллӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 2, 3 тата 4-мӗшӗсенче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухтӑрсем канӗҫ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пульницӑсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ.
Раштав уявӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тухтӑрсем канӗҫ. Тепӗр кунхине, кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пульницӑсем шӑматкунхи графика пӑхӑнӗҫ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех васкавлӑ медпулӑшу парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |