«Снежная королева» юмаха ача чухне чылайӑшӗ вуланӑ, телевизорпа та курнӑ. Унти тӗп сӑнар, хӗрача, Герда ятлӑ. Халӗ унашкал ятлӑ хӗрача Шупашкарта та пур.
Нумаях пулмасть тӗп хулара ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине Герда тесе ҫыртарнӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкал ят тахҫантанпах пулман.
Палӑртмалла: ку ят пирӗн пата Скандинави ҫӗршывӗсенчен килнӗ. Куҫарсан вӑл «хӑватлӑ копье» тенине пӗлтерет.
Шупашкарти 31-мӗш шкул малашне Святослав Федоров офтальмолог ячӗпе хисепленӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Святослав Федоров Гелмгольц ячӗллӗ куҫ чирӗсен патшалӑх институчӗн Шупашкарти филиалӗн клиника уйрӑмне ертсе пыма 1958 ҫулта килнӗ. 1960 ҫулта вӑл кунта искусственнӑй хрусталика куҫарса лартассипе пӗрремӗш операци ирттернӗ. Анчах революци экспериментне тӗрлӗрен йышӑннӑ, Святослав Федоров Шупашкартан кайнӑ.
Палӑртмалла: Шупашкарти «Куҫ микрохирургийӗ» тата пӗр урам Святослав Федоров ячӗпе хисепленет.
Паян ир-ирех, ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 40 минутра, Шупашкарти Чапаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ҫулӑм залра алхасма тытӑннӑ, сӗтел-пукана ярса илнӗ.
Ҫав самантра килте хваттере тара илнӗ хӗрарӑм, унӑн 3-ри ачи тата иккӗмӗш сыпакри йӑмӑкӗ пулнӑ. Ҫулӑм тухнине курсан вӗсем ӑна хӑйсем тӗллӗн сӳнтереймен, урама тухсан пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушара сӳнтернӗ чухне подъездран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Тӑваттӑмӗш хутра пурӑнакан 1 ҫулти ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар розеткӑран тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Унта тӳрех темиҫе прибора чикнӗ-мӗн, ҫав шутра – гирлянда та.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакан Гузель пӑшӑрханса ӳкнӗ – упӑшки пӗр эрне ӗнтӗ килте ҫук. Вӑл ӑна шыраса тупасшӑн, «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ.
Икӗ ача ашшӗ, 29 ҫулти Альберт Шамсутдинов, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине 8 сехет ҫитеспе ӗҫе тухса кайнӑ. «Ҫав кун телефонӗ ҫине шӑнкӑрав каятчӗ, мессенджерсем ҫине ҫырусем ҫитетчӗҫ. Вырсарникун, раштавӑн 1-мӗшӗнче, телефонӗ ҫине шӑнкӑрав кайма пӑрахрӗ», - каласа кӑтартнӑ арӑмӗ.
Шамсутдиновсен ачисем 5-ре тата 1,5 ҫулта. Мӑшӑрӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ, халӗ ӑна полицейскисем те шыраҫҫӗ.
Килтен кайнӑ чухне Альберт хура калпак, хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Город-россии.рф сайтра ҫӗршыври чи илемлӗ хулана суйлас тӗллевпе хӗрӳ сасӑлав пырать. Вӑл вӗҫлениччен пӗр уйӑхран та катӑкрах юлнӑ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: паянхи кун тӗлне Шупашкар пӗрремӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 258 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик, виҫҫӗмӗшӗнче – Курск.
«Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» проект сасӑлавӗ 2012 ҫултанпа иртет. 2013 ҫулта Шупашкар сасӑлавра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хальхинче те унӑн чи илемлӗ хула пулас шанчӑк пысӑк. Эппин, васкӑр!
Сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырать, ҫав кун 15 сехетре вӗҫленет. Сасӑлава ҫак каҫӑпа хутшӑнмалла: http://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/.
Сайт туса панӑ та укҫа тӳлемен. Шупашкарти организацисенчен пӗрин ертӳҫи ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫынсенчен пӗрне вӑл ӗҫ укҫи тӳлемесӗр тарӑхтарнӑ. Лешӗ аптӑраса тӑман. Йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен шалу парӑмӗ 100 пинтен иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн укҫа тӳлеме тупри пулнӑ.
Саккуна пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ укҫине ик уйӑх ытла тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма юрать.
Сайт тӑвакан тата ӑна сарас енӗпе ӗҫлекен организаци пуҫлӑхӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. ОРВИпе аптӑракан та чылай. Ку эрнере ку чирпе нушаланакан 5600 тӗслӗхе шута илнӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. 100 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – ачасем.
Пульницӑна пневмонипе чирлекенсем те нумаййӑн пыраҫҫӗ. Ку чирпе аптӑракансен йышӗ ытти ҫулсенчен 1,4 хут нумайрах. Чӳк уйӑхӗнче 600 ҫынна «пневмони» диагноз лартнӑ. Ытларахӑшӗ – аслӑ ӳсӗмрисем.
ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнине кура республикӑри тӑватӑ шкулти (Шупашкарти – 1, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 шкул пирки сӑмах) тӑватӑ класра карантин пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫыннӑн машинин тӗкӗрне такамсем вӑрланӑ. Хайхискер урӑххи туянма шутланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ.
Водитель сутуҫӑран тавара туянма кайнӑ та тӗлӗннӗ: ара, унӑн вӑрланӑ тӗкӗрӗ те ҫавӑн пекех вӗт. 21 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 4 машинӑн тӗкӗрне вӑрланӑ: Mercedes тата Land Cruiser Prado. Каччӑ айӑпне тунман.
Ҫак ҫыннӑн килӗнче тата темиҫе автотӗкӗр тупнӑ. Халӗ полици вӗсем камӑн пулнине палӑртаҫҫӗ. Каччӑ тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, вӑл килти арестра ларать.
Ҫитес ҫул республикӑри вӗренӳ аталанӑвӗ валли хыснаран 16,2 миллиард тенке пӑхса хунӑ. Ҫак укҫаран 4 шкул, 9 ача пахчи хута ярӗҫ – ку тӗллевпе 1,3 миллиард тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Халӗ Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта шкул тӑвас ӗҫ хӗрӳ пырать. Ӑна ҫитес ҫул уҫӗҫ. Ҫавӑн пекех Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкул алӑкӗсене уҫӗ.
2020 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра, Муркаш районӗнчи Кашмашра шкулсем тума пуҫлӗҫ. Шупашкарта, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Элӗкре ача пахчисене хута яма тытӑнӗҫ.
Шупашкарта транспорт реформине пуҫарса янӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Паян, ав, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 37 тата 44-мӗш маршрутсемпе ҫӳренӗ. «Пассажирсене турттарассине лайӑхлатас енӗпе ӗҫлемелли пур. Ҫынсен сӗнӗвне шута илӗпӗр», — тесе ҫырнӑ хулан сити-менеждерӗ Инстаграмра.
Ҫав вӑхӑтрах пассажирсене турттаракансем хӑйсем те маршрута ылмаштарма ыйтни тӗл пулать. 20-мӗш пирки шӑпах ҫавна каламалла та. Маршрут схемине ылмаштарма ыйтупа Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Ӗнертенпе автобуссем сӑнавлӑ мелпе Мир проспекчӗпе ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланнине ӗнентереҫҫӗ. Маршрута епле йӗркелессине сӑнав хыҫҫӑн тата ҫынсен сӗнӗвне шута илсе каярах татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |