Шупашкарти виҫӗ ача пахчи ҫӗршыври чи лайӑх учрежденисен йышне кӗнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ хыпарлать.
Шупашкарти 19-мӗш, 128-мӗш тата 205-мӗш ача пахчисем «Раҫҫейри ертсе пыракан тӗп учрежденисем» Пӗрлехи наци реестрне кӗнӗ. Ҫак йыша хӑйсен ӗҫне пахалӑхлӑ пурнӑҫлакан учрежденисем кӗрееҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ҫак реестра регионта социаллӑ пӗлтерӗш ҫӗнсе илнӗ, ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх туйӑмӗ парас ӗҫе тӳпе хывнӑ ача пахчисемпе шкулсем лекме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсене Атӑл ҫинче пулӑ тытакансем пӑшӑрхантараҫҫӗ. ГЭСрна аяларах пӑр ҫирӗп мар, Сӗнтӗрвӑрри ҫывӑхӗнче пачах та пӑр ҫук. Шупашкар ҫывӑхӗнче те ҫӳхерех вырӑнсем пур. Анах ку пулӑҫсене хӑратмасть.
Нумаях пулмасть, Ҫӗнӗ ҫул умӗн, Куславкка ҫывӑхӗнче 68 ҫулти арҫын пӑр айне пулнӑ, унӑн кӗлеткине шыв пӑр айӗн юхтарса кайнӑ. Вӑл виҫӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тӑваттӑмӑшне тунӑ чухне инкек сиксе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каланӑ тӑрӑх, унӑн виллине ҫуркунне е ҫулла ҫеҫ тупма май килӗ.
Паян, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене троллейбуспа ҫыхӑнтарнӑ. Ку пулӑма Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра хӑпартланса пӗлтернӗ. Ҫапла пулмасӑр! Икӗ хулана троллейбуспа ҫыхӑнтарасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ.
«Пирӗншӗн троллейбус сечӗ Мускавшӑн метро пекех, вӑл — тӗп транспорт артерийӗ», — ҫырнӑ историлле пулӑма хакласа сити-менджер.
Муниципалитетсем хушшинчи пӗрремӗш троллейбус маршручӗ 100-мӗш номерпе хутлӗ. Шупашкарти Хӗрлӗ лапамран Ҫӗнӗ Шупашкарти «Библиотека» («Каблучок» патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗ) чарӑнӑва троллейбус 48 минутра ҫитӗ. Шупашкарта 16 ҫӗрте чарӑнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 7 ҫӗрте.
Ҫӗнӗ маршрута кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Паян троллейбуса тӗрӗслемелле ҫула кӑларнӑ.
Шупашкарти халӑх дружинисене хыснаран укҫа парассине пӗлтереҫҫӗ. Субсидие тивӗҫес тесен вӗсен ятарлӑ конкурса хутшӑнмалла. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ шӑпах аса илтерме вӑхӑт.
Шупашкарти йӗркелӗхе тытса тӑма хутшӑнакан дружниксене субаиди парӗҫ.
Укҫа памалли йӗркене тата субсиди виҫине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ ятарлӑ йышӑнупа ҫирӗплетнӗ.
Заявкӑсене Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 119-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: (8352) 23-50-28, 23-51-11. Ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравлама юрать. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ — 12.00-рен 13.00-ччен.
Заявкӑсене кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Тавтапуҫах хурӑнташа,
Хуран панчи тус-юлташа
Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн,
Ытар сӑмах каланӑшӑн.
Ун пек чухне урмасть чӑваш,
Куҫҫульпеле кулать йӑваш.
Кураймансем кулсассӑн та
Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.
Хуламӑрта хура палӑк.
Атте тесе эп кайрӑм та
Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Шупашкарта шурӑ палӑк.
Анне тесе эп кайрӑм та
Майра патша пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Тӗп хулара тӗссӗр палӑк.
Тӑван тесе эп кайрӑм та
Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет,
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те
Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ,
Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет,
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те
Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет,
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те
Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта республикӑра виҫӗ ҫын наркӑмӑшланнӑран пульницӑна лекнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 11 сехет 20 минутра Вӑрнар районӗнчи пульницӑна 82 ҫулти арҫынна илсе килнӗ. Хайхискер каҫхине хӗрлӗ эрех тесе 100 грамм антифриз ӗҫнӗ.
Тепӗр кунхине, кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницине 26-р арҫын лекнӗ. Вӑл йӑнӑшпа эрех вырӑнне 100 грамм уксус ӗҫнӗ.
Канашра та ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. 31 ҫулти хӗрарӑм ирхи 4 сехет те 40 минутра эрех вырӑнне йӑнӑшпа уксус ӗҫнӗ.
Ӗнер ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Павлов Мичман урамӗнчи 74-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Хулари ача-пӑча клиника пульницине икӗ ачана илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Тепӗр аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ халӗ вӑтам йывӑр шутланать.
Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республикӑра 5 пушар пулнӑ, вӗсенче 3 ҫын шар курнӑ, 15 ҫынна ҫӑлнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни пирки пӗлернӗччӗ. Анчах ку чылай ҫынна килӗшмест-мӗн. Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗнеҫҫӗ.
«Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тутарстанра тата Пушкартстанра 200 пин ытла чӑваш пурӑнать. Ку факт ҫак республикӑсенчи чӑваш халӑхӗ патне лайӑх мар хутшӑну йӗркелеме пултарать.
Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ арҫын ҫын карточки ҫинчен 100 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Карточка хуҫи, 49 ҫулти арҫын, ӑна вӑхӑтра блокировка тӑвайман, мӗншӗн тесен юсанмалли колонире пулнӑ.
Ҫак арҫын хӑйӗн карточкине пӗлӗшӗсен килӗнче ӑнсӑртран манса хӑварнӑ, лешсем вара унӑн пин-кодне пӗлнӗ.
Пӗлӗшӗ, унччен те судпа пӗрре мар айӑпланнӑскер, ют карточкӑна хӑйӗн телефон номерӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Хайхискер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи авӑнччен карточкӑпа лавккасенче тавар туяннӑ. Ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене ирттересси пирки калаҫнӑ.
Канашлура кӑҫал Республика кунне хӑш районта йӗркелесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ку уяв яланхи пекех Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ.
Элтепер уява хатӗрленмелли пирки, ӗҫ нумаййи ҫинчен каланӑ. «Пирӗн тӗллев – уяв мероприятийӗсене тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене явӑҫтарасси», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |