Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрте — Яковлев вулавӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Йелмел Микулайе 03.05.2012 10:20 | 2210 хут пӑхнӑ

Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» иртрӗҫ. Ӑна облаҫри наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ (председателӗ В.И. Сваев). Мероприятие Мускав, Чӑваш Ен, Самар Ен, Тутарстан хӑнисем килсе ҫитрӗҫ.

Малтанах пухӑннисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, митинг ирттерчӗҫ. Унтан Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче «Яковлев тата хальхи самана» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Л.П. Кураков профессор, академик (Мускав) И.Я. Яковлев гений пулни ҫинчен, ун ятне канонизаци тӑвас пирки каларӗ. Ҫаплах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче И.Я. Яковлев премине туса хурас пирки асӑнчӗ. «Пирӗн хамӑр Вӗрентекенӗмӗре нихҫан та манмалла мар, ун Халалӗпе пурӑнмалла, ун ӗҫӗсене малалла тӑсмалла», — терӗ Лев Пантелеймонович. Тухса калаҫакансем хушшинче «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. И.Я.Яковлев хваттер-музейӗн» директорӗ Н.Литвинова, Н.Краснов профессор (Шупашкар), облаҫри вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ф.Улендеева, ЧР вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И. Ядранская, ЧПУри педагогика кафедрин доценчӗ И.Кожанов, Самар Енри «Пехил» обществӑн ертӳҫин ҫумӗ П.Абрамов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӗрентекенсен пӗлӗвне ӳстерекен институтри методист В.Архипова, ЧППУ преподавателӗ Т.Денисова, Чӑнлӑ районӗнчи Вӑта Тимӗрҫен шкулӗнчи вӗрентекен В.Галкина, Кӑнна Кушкинчи И.Я.Яковлев музейӗн директорӗ А.Пыркин (Тутарстан), Чӗмпӗрти педагогика педуниверситечӗнчи наци уйрӑмӗн преподавателӗ Е.Нагорнова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнчи шырав пайӗн пуҫлӑхӗ Р.Макарова, ЧНК президенчӗн ҫумӗ К.Портнов тата ыттисем пулчӗҫ. Пухӑннисем Л.П. Кураков сӑмахӗсене интересленсе итлерӗҫ. Вӑл Мускавра И.Я.Яковлев институтне уҫнине илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.

Докладсем вӗҫленсен резолюци йышӑнчӗҫ.

Тепӗр ҫул ку уява Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерме палӑртрӗҫ.

#Чӗмпӗр, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Шупашкар, #Чӑваш Ен, #Кӑнна Кушки, #Тутарстан, #конференцисем, #митингсем, #Чӑнлӑ районӗ, #Вӑта Тимӗрҫен, #ЧНК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем