Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Классика музыкин фестивалӗ урамра иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.08.2019 05:21 | 1443 хут пӑхнӑ
Культура

Шупашкарта классика музыкин «Берег классики» (чӑв. Классика ҫыранӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ. Ӑна уҫӑ пӗлӗт айӗнче йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ.

«Культура +» коммерци мар автономи учрежденийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Унта инструмент тата хор ушкӑнӗсем, ят-сум ҫӗнче илнӗ ӑстасемпе пӗтӗм тӗнчери конкурссенче палӑрнӑ ҫамрӑк лауреатсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем Мускавран, Питӗртен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Ҫӗнҫӗпӗртен, Чӗмпӗртен, ҫӗршывӑн ытти регионӗнчен килсе ҫитмелле.

Ку проекта музыка ӳнерӗнчи Раҫҫейӗн аслӑ йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Классика музыкин фестивальне Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.

#Чулхула, #Екатеринбург, #Питӗр, #Мускав, #фестивальсем, #юрӑҫсем, #юбилейсем, #Шупашкар, #культура, #конкурссем, #Ҫӗнҫӗпӗр, #Чӗмпӗр, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем