Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики — 2022» конкурс иртнӗ. Ҫав ята хальхинче Муркаш районӗн хӗрӗ Анастасия Поркина тивӗҫнӗ.
Конкурса республикӑри районсенчен тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчен 21 пике хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен наци радиовӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Вице-чӑваш пики» ята Тутарстан хӗрӗ (хыпарта хӗрсен ячӗсене асӑнман. — Т.Т.) ҫӗнсе илнӗ, «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» номинацире Йӗпреҫ район хӗрӗ ҫӗнтернӗ. «Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ. Шупашкар хулинчен хутшӑннӑ хӗр «Чи тараватли» пулса тӑнӑ. Елчӗк район хӗрне «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» тесе йышӑннӑ. «Чӑваш Ен тулашӗнчи пике» ята Пушкӑрт, Пенза тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хӗрсене панӑ.
Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ.
Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ.
«Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт.
Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт.
2022 ҫул — Чӑваш Республикинчи мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ
Республикӑра мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пынӑ май, шкулта вӗренекенсем те паллӑ ҫынсем ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ мӑнукӑм та акӑ «Нарспи» поэма авторӗн Константин Васильевич Ивановӑн кун-ҫулӗпе интересленме тытӑннӑ, ҫуллахи каникул кунӗсенче класӗпех чаплӑ поэт ҫуралса ӳснӗ Слакпуҫ ялне кайса курма шутлаҫҫӗ.
— Пирӗн Шӑмӑршӑ ялӗнче те ҫӗр-шывӗпех палӑрнӑ Иванов ҫуралнӑ, — терӗм мӑнукӑма. — Иван Филиппович Иванов. Шел, ун ҫинчен ентешсем пӗлсех каймаҫҫӗ. Наукӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ хӑш-пӗр ӗҫӗ халӗ те патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланать.
Иван Ивановӑн кун-ҫулӗпе эпӗ хӗрӗх ҫул каяллах интересленме пуҫланӑччӗ. Шӑмӑршӑри Илпек урамӗнче пурӑннӑ Илья Васильевич Муллин пенсионер мана Иван Филиппович пирӗн районтан тухнӑ пӗрремӗш профессор пулнӑ тесе пӗлтернӗччӗ.
Эпӗ унпа малтанласа килӗшмерӗм: пӗрремӗш профессор Тури Чаткасра ҫуралса ӳснӗ Семен Федорович Сайкин тесе шутлаттӑмӑр вӗт-ха!
Ҫук иккен: Сайкин доктор диссертацине 1965 ҫулта хӳтӗленӗ пулсан, Иванов унран 29 ҫул маларах — 1936 ҫултах — биологи наукисен докторӗ пулса тӑнӑ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш чӑваш букварьне кун ҫути кӑтартнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв иртнӗ. Асӑннӑ пулӑма Раҫҫейре кӑҫал иртекен Халӑхсен культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ. И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагога тата хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑхне халалланӑ.
Чӗмпӗрте 1885 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш букварӗ упранать. Уява хутшӑннисене ун ҫинчен тата чӑваш алфавитне тата букварьне Иван Яковлев епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Тарават ертсе пыракан ансамбль «Обломовкӑри туйра» ҫӗнтернӗ. Ку хыпара Тутарстанри «Сувар» хаҫат Телаграм-каналта пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрте нумаях пулмасть туй йӑли-йӗркисен пӗтӗм ҫӗршыври «Обломовкӑри туй» III конкурс-фестивалӗ вӗҫленнӗ иккен. Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗн шайӗнче иртнӗ конкурс-фестивалӗн финалне хутшӑнма конкурсантсем ҫӗршывӑн 8 регионӗнчен пуҫтарӑннӑ. «Чӑнлӑри «Шанӑҫ» халӑх ансамблӗ чӑваш туйӗн пӗр сыпӑкне – хӗр вӑрланине – кӑтартса «Халӑх юррин ансамблӗсем» номинацире I степеньлӗ Диплома тивӗҫсе лауреат пулса тӑнӑ», — пӗлтернӗ «Сувар».
Чӑваш радиовне итлеме юратакансем Николай Мулянов сассине таҫтанах уйӑрса илӗҫ. Хама илсен, маларах эпӗ «Между Волгой и Уралом» радиожурнала итлеме питех те кӑмӑллаттӑм. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫичӗ регионти пурнӑҫпа паллаштаракан ҫав кӑларӑма хатӗрлеме хутшӑннисӗр пуҫне Николай Мулянов «Приглашение к диалогу», «Из сводок МВД» радиопередачӑсене йӗркелеме пулӑшать.
Шупашкарта пурӑнакансем вара ирсерен 30 ҫул ытла ӗнтӗ: «У микрофона Николай Мулянов, вы слушаете «Столичный курьер», — тенине итлеҫҫӗ.
Николай Александрович — «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпаниqӗy корреспонденчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Журналистикӑра вӑл 1978 ҫултанпа ӗҫлет, унччен вырӑс чӗлхи учителӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскерӗн студент ҫулӗсенчен пуҫласах кун-ҫулӗ Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Николай Мулянов 70 ҫул тултарнӑ.
Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.
«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.
Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.
Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культурӑпа наукин паллӑ ӗҫченӗ Михал Тинехпи ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл 1877 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ) Мӑн Элмен ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухсан Чӗмпӗрти тӗн семинарийӗнче тата Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ ҫӗрти шкулта ачасене вӗрентнӗ, ҫав шутра — Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче те.
1921 ҫулта Шупашкарта Тӑлмачсен комиссийӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ, педагогика техникумӗнче, рабфакра, издательствӑра, Тӗп чӑваш музейӗнче, Республикӑри ӑслӑлӑх библиотекинче тимленӗ.
Чӑваш этногенезӗпе чӑваш халӑхӗн этнос историне тӗпчессипе ӗҫленӗ.
1937 ҫулта ӑна репрессиленӗ, 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Чӑваш Енре ҫулсеренех студентсен отрячӗсене йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал ун пеккисем — 38 отряд. Вӗсене 1500 ытла ҫамрӑк кӗнӗ.
Ҫамрӑксем хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Краснодар крайӗнче, Крым, Тутарстан, Саха (Якути) республикисенче, Челепир, Кемӗр, Чӗмпӗр облаҫӗсенче, Камчаткӑра, Санкт-Петербург хулинче тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫамрӑксене отряда пухиччен Раҫҫейӗн студентсен отрячӗсен регионти уйрӑмӗ грантсем ҫӗнсе илсе ҫав укҫапа студентсене тӗрлӗ професси (рабочисемпе служащисем таранах) илме пулӑшнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче –Камчатка крайӗнче – ҫамрӑксем пулӑ тирпейлекен предприятисенче ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) пӗтӗм тӗнчери III фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Енрен тухнӑ ӑстасем тата Чӗмпӗрти артистсен патшалӑхӑн «Держава» вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ хутшӑнӗ.
Ҫак тата ытти ҫӗнӗ хыпара Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин коллективӗн ҫӗнӗ сезонти ӗҫ-хӗлне палӑртма ирттернӗ пухӑвӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |