Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Амӑшӗн капиталне индексацилӗҫ. Ҫапла вӑл 12,4 процент хӑпарӗ.
Ҫав тапхӑртан пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев 589,5 пин тенкӗ пулӗ, икӗмӗшӗшӗн – 779 пин тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра ку тӳлевсем 524,5 пинпе тата 693,1 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ пулсан иккӗмӗшӗ ҫуралсан ҫемьене 189,5 пин тенкӗ парӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе Раҫҫейре водитель правине смартфонран кӑтартма ирӗк парӗҫ. Электронлӑ документ «Госуслуги. Авто» сарӑмра пулӗ. Ку сервиса юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хута яма палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе – тест режимӗнче кӑна.
Тӳре-шара саккуна улшӑнусем кӗртме хатӗрленет – электронлӑ документпа саккунпа килӗшӳллӗн усӑ куртарасшӑн. Ҫӳлерех асӑннӑ сарӑмӑн тӗнче тетелӗ ҫук вырӑнта та ӗҫлемелле.
Алла Пугачева паян хӑйне те иноагентсен йышне кӗртме сӗннӗ. Ку сӗнӗве вӑл хӑйӗн Instagram*-ӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Мана хамӑн юратнӑ ҫӗршыври ют ҫӗршыв агенчӗсен ретне илме ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн упӑшкапа, тӳрӗ кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ те уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынпа, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн тата никама сутӑнман патриочӗпе пӗр шухӑшлах, Тӑван ҫӗршыва вӑл тулӑх та мирлӗ пурнӑҫ, ирӗклӗх сунать, вӑл пирӗн ачасем тӑван ҫӗршыва тӗнчерен уйрӑлтаракан, граждансен пурнӑҫне йывӑрлатакан иллюзиллӗ тӗллевсемшӗн ҫапӑҫса пуҫ хунине хирӗҫлет» («Атӑл. Тӑлмач» куҫарӑвне якатнӑ), — пӗлтернӗ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче.
Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Юстици министерстви (йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗнӗ иноагентсен йышне вӑл эрнекунсерен пӗлтерет) Максим Галкина иноагентсен йышне хушни пирки хыпарланӑччӗ.
* (Раҫҫей Федерацинче экстрамистла организацисен йышне кӗртнӗ Meta компанин шутне кӗрет, пирӗн ҫӗршывра ӗҫлеме чарнӑ)
РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри нумай ачаллӑ ҫемьесене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа тата орден медалӗпе чысласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак списокра Чӑваш Енри ҫемьесем те пур.
Пирӗн республикӑри виҫӗ ҫемьене орден медалӗпе чысланӑ. Вӗсем – Алексейпа Татьяна Зайцевсем, Дмитрипе Марина Леонтьевсем, Геннадипе Вера Яковлевсем.
Сӑмах май, унччен Владимир Путин орден медальне тивӗҫнӗшӗн – 200 пин, ордена илнӗшӗн 500 пин тенкӗ пама сӗннӗ.
СТС телеканалпа ҫӗнӗ сериал, камит, пуҫланнӑ. «Классная Катя» ятлӑскерте Шупашкарти хӗр ӳкерӗннӗ.
Литература вӗрентекенне Соньӑна 24 ҫулти Светлана Коновалова вылянӑ. Вӑл Шупашкарти 37-мӗш шкулта ӑс пухнӑ, театр кружокне ҫӳренӗ. 2021 ҫулта ГИТИС пӗтернӗ. Ку таранччен Светлана вун-вун сериалпа фильмра рольсене вылянӑ.
Сериал сюжечӗ ҫапларах: Мускав ҫывӑхӗнчи хула мэрӗ хӑйӗн пуҫтах хӗрне шкула географи учителӗнче ӗҫлеме ярать.
Мускаври Тӗп клиника пульници пӗлтернӗ тӑрӑх паян каҫхине Михаил Горбачев вилсе кайнӑ. ТАСС пульница пӗлтернӗ хыпара вырнаҫтарнӑ: «Паян каҫхине йывӑр та нумай вӑхӑт хушши чирленӗ хыҫҫӑн Михаил Сергеевич Горбачев вилсе кайнӑ».
СССР пӗрремӗш президенчӗ 91 ҫулта пулнӑ. Вӑл 1931 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ставрополь крайне кӗрекен Привольное ялта ҫуралнӑ. Ашшӗ вырӑс, амӑшӗ украинка пулнӑ. Унӑн кукашшӗпе аслашшӗ иккӗшӗ те 1930-мӗш ҫулсенче репрессине ҫакланнӑ. Кукашшӗне Лев Троцкий шухӑшӗсене майлӑ пулнӑшӑн тытса хупнӑ, аслашшӗне — 1934 ҫулта тыр-пул акас плана пурнӑҫламаннишӗн. Кукашшӗне 1938 ҫулта ирӗке кӑларнӑ, аслашшӗне — 1936 ҫулта. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Провольное ял 1942 ҫулта нимӗҫсен аллине лекнӗ, ҫапла май 10 ҫулти Михаил пилӗк уйӑх хушши оккупацинче пурӑннӑ.
Михаил Сергеевич 13 ҫултах колхоза пулӑшма тытӑннӑ. 15 ҫула ҫитсен комбайнер пулӑшуҫи пулса ӗҫленӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн правительство наградине тивӗҫнине пула Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Коммунистсен партине ҫамрӑкранах кӗме тӗмсӗлнӗ. 19 ҫулта кандидат пулса тӑнӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна КПСС членне илнӗ. 1955 ҫулта университетӑн юридици факультетӗнчен чаплӑ паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ.
Раҫҫейре «Амӑшӗ Героиня» ята ҫирӗплетнӗ. Кам тивӗҫейӗ-ха ӑна? 10 ача е ытларах ҫуратнӑ, воспитани панӑ амӑшӗсем. Ҫак ятсӑр пуҫне 1 миллион тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Анчах условисем пур. 10-мӗш ача ҫуралсанах «Амӑшӗ Героиня» пулаймӑн. Ҫав ачан 1 ҫул тултармалла. Кунсӑр пуҫне аслисен пурин те чӗрӗ пулмалла. Анчах ҫӗршыва хӳтеленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ е вилнӗ, теракт е инкеклӗ лару-тӑрура пурнӑҫран уйрӑлнӑ, контузие пула чӗри тапма пӑрахнӑ ачасене шута илеҫҫӗ.
Малашне амӑшӗн капителӗн укҫипе харпӑр усламӑҫем уҫнӑ шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗшӗн те тӳлеме май пулӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Анчах ҫав вӗренӳ организацийӗн ку енӗпе ӗҫлеме ирӗк паракан лицензи пулмалла. Аса илтерер: капитал укҫипе ҫурт-йӗр туянма, ачана вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлан реабилитаци тухнӑшӑн тӳлеме юрать. Ҫавӑн пекех амӑшӗ нухрата пенсие яма, иккӗмӗш ачи 3 ҫул тултариччен капиталти укҫана уйӑхсерен илсе тӑма пултарать.
Сӑмах май, пӗрремӗш ача ҫуралнашӑн – 524,5 пин, иккӗмӗшӗшӗн 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Шиловсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.
Алексей Алексеевичпа Наталья Валерьевна 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, икӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗпе хӗрӗ аслӑ шкулта вӗренеҫҫӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчинче кӑна-ха.
Алексей Алексеевич - строитель, Наталья Валерьевна - Шупашкарти 93-мӗш ача пахчин воспитателӗ. Шиловсем - туслӑ, вӑхӑта пӗрле ирттерме юратакан ҫемье.
Кӑҫал «Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен икӗ пике хутшӑнӗ: Анна Будаева тата Яна Галанина. Пӗтӗмпе унта тӗрлӗ регионти 25 чиперук хутшӑнӗ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ.
Анна Будаева 2020 ҫулта Шупашкар мисӗ пулнӑ, кӑҫал вара Чӑваш Ен мисӗ. Вӑл электромеханика колледжӗнче программиста вӗренет.
Яна Галанина, Анна пекех, 19 ҫулта. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, фотокамерӑна мӗн пӗчӗкрен юратать. Пӗр хушӑ модель агентствинче ӗҫленӗ.
Сӑмах май, «Раҫҫей мисӗ» конкурсра Чӑваш Ен пикисем икӗ хутчен ҫӗнтернӗ: 1996 ҫулта - Александра Петрова, 2018 ҫулта - Юлия Полячихина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |