Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.2 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнарта пурӑнакан Ольга Косарева Пӗтӗм Раҫҫейри «Паллашӑр, ку— Раҫҫей» конкурса хутшӑнса палӑрнӑ.

Вӑл ҫак конкурса сӑнӳкерчӗкпе хутшӑннӑ. Ҫапла пирӗн ентеш «Пирӗн кил картишӗн сӑнарӗсем» номинацире призерсен йышне кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар: Ольга Николаевна Вӑрнарти 2-мӗш шкулта директорӑн канашҫинче ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16825
 

Раҫҫейре
chuvsu.ru сайтри сӑн
chuvsu.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри баянист Егор Матвеевский тата унӑн мӑшӑрӗ Оксана Мускава кайса Андрей Малахов «Россия 1» телеканалпа ертсе пыракан «Песни от всей души» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Хальлӗхе кӑларӑм хӑҫан эфира тухасси паллӑ мар, анчах Матвеевскийсем кулиса хыҫӗнчи кадрсене кӑтартнӑ.

Сӑмах май, Егор кӑларӑма иккӗмӗш хут хутшӑнать, Оксана вара – пӗрремӗш хут.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_26376
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти скульптор Андрей Молоков Санкт-Петербургра иртекен «КроншЛед» пӑр скульптурисен фестивальне хутшӑнать. Вӑл раштавӑн 27-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ыран вӗҫленет.

Кӑҫалхи фестивале Раҫҫейри халӑхсен халапӗсемпе эпосӗсене халалланӑ. Пирӗн ентеш «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш халӑх юмахне тӗпе хурса пӑртан композици касса кӑларнӑ.

Палартмалла: фестивале Раҫҫейри тата Казахстанри 12 хулари 20 ӑста хутшӑнать. Скульптурӑсем валли Мурманск облаҫӗнчен тата Пермь Енрен 200 тонна ытла пӑр кӳрсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_265522
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн
Тӗп банк сайтӗнчи сӑн

Раҫҫей тӗп банкӗ кӑҫал Чӑваш Ене халалланӑ тимӗр укҫа кӑларӗ. Вӑл 10 тенкӗлӗххи пулӗ.

Ку укҫа «Раҫҫей Федерацийӗ» серин пӗр пайӗ, «Раҫҫей регионӗсем» коллекцин тӑсӑмӗ пулӗ. Укҫа ҫине Чӑваш Ен гербне «Пурнӑҫ йывӑҫҫипе» тата виҫӗ хӗвелпе пӗрле сӑнлӗҫ. Тиражӗ пӗтӗмпе 1 миллион пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Шупашкар «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» конкурсӑн виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ! Вӑл сасӑлавра 2013 тата 2019 ҫулсенче те ҫӗнтернӗ.

Хапльхинче сасӑлав ӗнер, раштавӑн 31-мӗшӗнче, 12:00 сехетре вӗҫленнӗ. Шупашкар хули 181 пин ытла сасӑ пухса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Нальчик хули, виҫҫӗмӗш вырӑна вара Курск хули йышӑннӑ. Тӑваттӑмеш йӗркере — Иваново хули.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Раҫҫейре

Паянтан Раҫҫей банкӗ 1 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ укҫана ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Кун пирки Раҫҫей Тӗп банкӗн пресс-служби пӗлтерет.

1 пин тенкӗлӗх укҫана Чулхулана тата Атӑлҫи федераци округне халалланӑ. Пичӗ ҫинче Чулхула Кремлӗнчи Николай башнине ӳкернӗ, тепӗр енче вара – Сарӑтури автомобиль кӗперне, Метеор-120Р карапа тата Хусанти ҫӗр ӗҫченӗсен керменне.

Банкнота ҫинче QR-код та пур, вӑл пулӑшнипе Раҫҫей банкӗн сайтне лекме пулать.

 

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Раҫҫейре
РИА Новости сайтри сӑн
РИА Новости сайтри сӑн

Паян Раҫҫей Тӗп банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче тӗп ставкӑна кӑштах пӗчӗклетнӗ. Ҫапла вӑл 16,5-рен 16 процента ҫитнӗ.

Тепӗр лару 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пулӗ, унта ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Раҫҫей Тӗп банкӗн тӗп ставки 21 процент пулнӑ.

 

Раҫҫейре
«Кремлин.ру» сайтри сӑн
«Кремлин.ру» сайтри сӑн

Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ линие пӗтӗмпе 3 миллион ыйту килнӗ. Кӑҫал «Пӗтӗмлетӳсем — Владимир Путинпа» кӑларӑм кӑҫал 4 сехет те 27 минут пынӑ. Владимир Владимирович 70 ыйтӑва хуравласа ӗлкӗрнӗ.

Залра 65 ытла журналист ларнӑ, ҫав йышра ют ҫӗршывсенчен, туслӑ мар ҫӗршывсенчен килнисем те пулнӑ. Чӑваш Енрен унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата «Чӑвашинформ» информаци порталӗн редакторӗ Альберт Ильин кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 12

1905
121
Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1993
33
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ.
1996
30
Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та