
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Кабарда-Балкар Республикинче балкар халӑхӗн тӗнчипе паллӑ поэчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Кайсын Шуваевич Кулиев ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Поэзипе туслӑх уявне Мускавран, Алтайран, Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Ставрополь облаҫӗнчен ятарласа килнӗ паллӑ сӑвӑҫсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — чӑваш халӑх поэчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валери Туркай та пулнӑ.
Кайсын Кулиевӑн шӑпи-кунҫулӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Шупашкарпа тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл Орел патӗнче пынӑ хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче питӗ йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти эвакогоспитальсенчен пӗринче сипленнӗ, сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, кунтах пултаруллӑ поэт сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырнӑ. Ку ҫурта юлашки ҫулсенче паттӑр салтак-сӑвӑҫа халалланӑ асӑну хӑми илем кӳрет.
2012 ҫулта Шупашкарта Кайсын Кулиев сӑввисен Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Тӗнчене курсамӑр ыр куҫсемпе» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑ.

"Россия 1" телеканалпа пыракан "Привет, Андрей!" телекӑларӑма Чӑваш Ен ҫынни хутшӑннӑ. Паян экран ҫинче Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Шоркинӑна курма май пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври "Москонцертра" ӗҫлет. Ирина Шоркина эфирта ашшӗн юратнӑ юррине, чӑвашлине, юрланӑ. Станислав Садальский вӑл хитре юрланине палӑртса "Чӑваш Ен кеверӗ" тенӗ.
Юрӑҫ Етӗрне районӗнчи хурамалсене, ентешӗсене, пысӑк салам каланӑ.

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енри ҫынсем лартаҫҫӗ.
Ку ӗҫе хутшӑнакансем - Етӗрне районӗн арҫыннисем: Иван Жержен, Алексей Баклаков, Сергей Мурзин, Алексей Мурзин, Павел Пугачев, Сергей, Владимир тата Станислав Мокеевсем. Тепри Шупашкартан: Павел Павлов.
Кӑҫал каснӑ чӑрӑш 95 ҫулта. Вӑл 27 метр ҫӳллӗш.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗршывӑн тӗп хулинче "Мускав ярмӑркки" лапамра хамӑр регионти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли павильон уҫасшӑн. Халӗ кун пирки мускавсемпе калаҫаҫҫӗ.
Павильона "Верхние Лихоборы" метро станцийӗн районӗнчи ҫуртра вырнаҫтарасшӑн. "Мускав ярмӑркки" патшалӑх учрежденийӗ унта 14 суту-илӳ вырӑнӗ, холодильниксемпе тарасасем хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцине сутакан павильон Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ӗҫлесе кайма пултарать. Малтан унта нумай вӑхӑт упранакан ҫимӗҫсене сутма палӑртнӑ. Халӑх нумай туянсан кӗске вӑхӑт упранаканнисене те сутасшӑн.

Хамӑрӑн Telegram-ри каналта эпир ыйтӑм ирттертӗмӗр: ЖКХ хакӗсем мӗнле сӑлтава пула ӗнер ӳснине халӑхран ыйтрӑмӑр.
Аса илтеретпӗр: раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн, газшӑн, шывшӑн тата ытти кил-ҫурт таврашӗнчи тӑкакшӑн хаксене хӑпартнӑ. Унччен маларах хаксем нумай пулмасть, утӑ уйӑхӗнче кӑнаҫ ӳснӗччӗ. Пилӗк уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн хаксене каллех хӑпартма йышӑннӑ.
Пирӗн ыйтӑма хутшӑнакансенчен ытларах пайӗ ку йышӑнӑва ҫӗршыври инфляцие пула тунӑ тесе шутлать, ҫавӑн пекех «халӑхран укҫа ытларах сӑптӑрас кӑмӑлран» тата «бюджетра укҫа ҫитменнипе» вариантсене суйлакансем пур. Кӑмӑл пур пулсан хӑвӑр шухӑшӑра эсир те пирӗн ыйтӑмра палӑртма пултаратӑр.

22 ҫулти Чӑваш Ен хӗрӗ, Мускавра пурӑнаканскер, лотерейӑра 56 миллион тенкӗ илнӗ. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет.
Екатерина Чучелина Мускаври пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Нумаях пулмасть вӑл занятире ларнӑ чухне онлайн мелпе темиҫе лотерея билечӗ туяннӑ. Унта задани ҫапларах: пӗтӗм хисепе пӗлмелле е пӗрне те пӗлмелле мар. Екатерина нихӑшне те тӗрӗс тупайман. Ҫапла вӑл 56 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Екатерина ку укҫапа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянасшӑн. Унтан автошкулта вӗренесшӗн.

2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑш-пӗр таварӑн акцизӗ хӑпарӗ. Эппин, вӗсен хакӗ те ӳсӗ.
Ку 1,5 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене пырса тивет. Ҫав йыша эрех-сӑра кӑна мар, парфюмери те кӗрет. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫултан пирус, ҫӑмӑл машина, мотоцикл, бензин, дизель топливи хакланӗ. Топливо хакланнипе вара тиев тата пасажирсене илсе ҫӳрекенсем хаксене хӑпартӗҫ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсемшӗн те ытларах тӳлеме тивӗ.

Ҫитес ҫултан Раҫҫейре ачаллӑ пур ҫемье валли те пӗр пособи пулӗ. Ку 17 ҫул тултарман ачасене пырса тивет.
Хальхи вӑхӑтра 0-3 ҫулти, 3-7 ҫулсенчи тата 7-17 ҫулсенчи шӑпӑрлансемшӗн, ача кӗтекен хӗрарӑмсене расна пособи шутласа параҫҫӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин 2023 ҫултан вӗсене пӗрлештерме хушнӑ.
Владимир Владимирович унччен йӗркелӳ ыйтӑвӗсене, пособие мӗнле шутламалли тата тӳлемелли йӗркене татса пама хушнӑ.
Сӑмах май, ҫӗршывра Амӑшӗн капиталне тӑснӑ. Вӑл 2026 ҫулччен вӑйра пулӗ.

Кӗҫех, чӳк уйӑхӗнче, вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ.
Уяв пулнӑ май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ: эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен. Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.
Вӑраха тӑсӑлакан ҫитес канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ пулӗҫ. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ӗҫлемӗпӗр.

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине Канашра пурӑнакан 77 ҫулти арҫын вӑрмантан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланса полицие шӑнкаравланӑ. Вӑл темиҫе сехет ҫухалса ҫӳренӗ.
Арҫын Йӗпреҫ районӗнчи чукун ҫулӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана кӑмпа татма килнӗ. Анчах хайхискер каялла тухмалли ҫула шыраса тупайман, аташса кайнӑ.
Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, арҫынпа телефонпа ҫыхӑнсах тӑнӑ, ҫул туптӑр тесе машина ҫинчи сигнала янӑ. 21 сехет тӗлне полици подполковникӗ Зофер Камалетдинов ватӑ арҫынна вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Вӑйран кайнӑ пулин те сарике тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
