Раҫҫейри влаҫ кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пандеми хӑҫан пӗтме пултарассине пӗлтернӗ. Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин экспертсен шухӑшне шута хурса интервьра пӗлтернӗ.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра пандеми хӑрушлӑхне май килнӗ таран пӗчӗклетме май килнӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, ҫулла вӗҫнелле, кӗркунне пуҫламӑшнелле чирлесси самай пӗчӗкленет.
Кӗркунне вара каллех ӳсме пултарать. Ку ҫынсен отпуск вӗҫленнипе, чылайӑшӗ унтан чирлесе таврӑннипе ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейри влаҫ ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Патшалӑх Думинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне транспортра билет туянман ачасене кӑларса яма юрамасть. Ку 16 ҫул тултарманнисене, ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫула тухнисене пырса тивет.
Патшалӑх Думи ку саккуна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Автомобиль транспорчӗн Уставне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла майпа билет туянман 16 ҫула ҫитмен ачасене общество транспортӗнчен кӑларса яма юрамасть.
Водителӗн е кондукторӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫук пулсан, вӑл билетшӑн тӳлемен пулсан ӑна кӑларса яма юрамасть. Аслисем ачашӑн тӳлеме хирӗҫ тӗк вӗсен пӗрле ҫитес чарӑнура тухмалла.
Ҫитес эрне ӗҫлекенсемшӗн вӑрӑм пулӗ, мӗншӗн тесен шӑматкун та ӗҫе тухма тивӗ. Кӑҫал ултӑ куна тӑсӑлакан пӗртен-пӗр эрне пулӗ: вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче пуҫланса нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи ӗҫлемелли куна нарӑсӑн 20-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа эрне вӑрӑмланнӑ, 6 кун ӗҫе тухма тивӗ. Анчах кайран виҫӗ кун канӑпӑр. Нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче – канмалли кунсем.
Каласа хӑварар: тепӗр икӗ эрнерен те, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, канмалли виҫӗ кун кӗтет пире.
Мускавра пулса иртнӗ пӑтӑрмаха Етӗрне районӗн сучӗ тишкернӗ. «Мускаври метрополитен» Чӑваш Ен арҫыннинчен 63 пин тенкӗ шыраса илнӗ.
Иртнӗ ҫулхи кӗркунне Мускаври «Новоясеневская» станцире Чӑваш Ен арҫынни, унта пурӑнаканскер, платформӑн палӑртнӑ йӗрӗнчен шаларах кӗнӗ та тоннеле пуйӑса хирӗҫ аннӑ. Юрать-ха, инкек пулман. Пуйӑс арҫынна тӗкӗрӗпе ҫеҫ лекнӗ.
Кун хыҫҫӑн метрона чарнӑ. Ҫавна май тӑватӑ пуйӑс расписанипе каяйман. Ку вара метрополитеншӑн тӑкак. Ӑна судра арҫынран шыраса илнӗ.
Еврей автономи облаҫӗнчи Ленин районне кӗрекен Ҫӗнӗ Троицк ялӗнчи пӗр фермера чутах кашкӑр ами ҫурса тӑкман, телее вӑл ӑна нимсӗр-мӗнсӗрех ҫӗнтерме май тупнӑ.
Тискер кайӑк вӑрмантан кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче тухнӑ. Видеосӑнав камерисем кӑтартнӑ тӑрӑх вӑл килти выльӑхсене хӑваланӑ. Кашкӑр ами малтан икӗ йытта пӑвса пӑрахнӑ, лашана хытӑ ҫыртса пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн вара арҫынна тапӑнма пуҫланӑ. Пӗр хут вӑл ӑна ҫыртса илме те май тупнӑ. Фермер хирӗҫ тӑма пуҫланӑ — ҫапла май вӑл тискер кайӑка ҫара алӑпах пӑвса пӑрахнӑ.
Ҫак ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн ялта пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе урса каясран вакцинӑланӑ. Кашкӑр амин юнне тата тирне илсе вӗсене тӗпчеме лабораторие ӑсатнӑ. Тапӑннӑ арҫын сывлӑхӗ мӗнлерех пирки информаци хатӗрӗсем пӗлтермеҫҫӗ.
Ҫитес ҫултан Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗ ӳсӗ. Кун пирки ӗнер РФ премьер-министрӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта капитала 1 миллион ытла ҫемье илӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн 466 пин тенкӗ параҫҫӗ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан ун ҫумне 150 пин тенкӗ хушӑнать.
Ҫитес ҫултан пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 483 пин тенкӗ пулӗ, иккӗмӗш ача ҫуралсан 639 пин тенкӗ парӗҫ.
«Роскосмосра» паллӑ ҫынна е пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа ракетӑсене ят парасси йӑлара. Вӗсенчен пӗрине чӑвашсен пӗрремӗш космонавтне Андриян Николаева халалласа ят панӑ.
Ӑна ҫитес вӑхӑтра космоса яма палӑртнӑ. «Роскосмосӑн» тӗп директорӗпе Дмитрий Рогозинпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ют ҫӗршывсенчи чӑваш культурин кунӗсем» онлайн-марафонра интервью панӑ чухне пӗлтернӗ.
Ракета-носителе раштав уйӑхӗнче вӗҫтерме пултарӗҫ. Май килмесен – ҫитес ҫул. Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне юсаса ҫӗнетесси пирки те аса илтернӗ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл 5 сехетех тӑсӑлнӑ. Юлашкинчен Владимир Владимирович ҫӗршыври ҫемьесене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне тӑвассине пӗлтернӗ.
Президент каланӑ тарӑх, 7 ҫул тултарман ачасемшӗн Ҫӗнӗ ҫулччен 5 пин тенкӗ куҫарса парӗҫ. Ӑна унчченхи пекех, 10 пин тенкӗ панӑ пек, куҫарса парӗҫ.
«Эпир калаҫса татӑлтӑмӑр, эпир – ҫӗршыв, патшалӑх – пирӗн ачасене парне тӑвӑпӑр. Пысӑках мар. Ҫапах 7 ҫул тултарман ачасемшӗн 5 пин тенкӗ парӑпӑр», - тенӗ Владимир Путин пресс-конференцире.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» Чӑваш Енре те пурнӑҫланать. Унта ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 3-17 ҫулсенчи ачасем, тӑлӑхсем, сусӑрсем /3-17 ҫулсенчисем тата 60-тан аслӑраххисем/ хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Акцие сахал тупӑшлӑ ҫемьере ӳсекен 3-17 ҫулсенчи шӑпӑрлансем те хутшӑнаяҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пурнӑҫшӑн хӑрушӑ чирсемпе нушаланакан ҫынсене хапӑлласа кӗтеҫҫӗ.
Акцие хутшӑнас тесен елкажеланий.рф сайта кӗмелле, заявка памалла.
Аслӑ классем валли математика енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Эпӗ шутлатӑп!» иккӗмӗш онлайн-тура пӗтӗмлетнӗ. Финалта 1077 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Юлашки тапхӑра 9-мӗш класра вӗренекен 8 ача тата 11-мӗш класра ӑс пухакан 22 ҫамрӑк тухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарта вӗренекен Мария Громилова та пур.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса хутшӑнма питӗ нумаййӑн кӑмӑл тунӑ, пӗтӗмпе – 6 пин ытла ҫын. Чи маттуррисене, вунӑ ҫынна, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫсем, 10-мӗш классем, Питӗрти физикӑпа математика лицейне экзаменсӑрах вӗренме кӗрейӗҫ. Ҫавӑн пекех хаклӑ парнепе – электронлӑ техникӑпа – хавхалантарӗҫ. 11-мӗш класра вӗренекен чи лайӑх ачасене ҫулталӑк тӑршшӗпе стипенди тӳлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |