Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ.
Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ.
Сочире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне тӗнчери чи пысӑк торт пӗҫернӗ. Вӑл 4 метр тӑршшӗ, 2,5 метр сарлакӑш. Ҫырларан пӗҫернӗ торт 623 килограмм таять. Ҫапла Сочири кондитерсем рекорд лартнӑ. Ҫакна Раҫҫейри тӗнче тата наци рекорчӗсен реестрӗнче регистрациленӗ.
Торта 20 кондитер пӗҫернӗ. Ӑна хатӗрленӗ ҫӗре пӗтӗмпе 40 ҫын хутшӑннӑ.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» карав-форумра ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.3D-ӳкерӳ, фотобудка, Сергей робот, радиоуправлениллӗ трактор... Курава килекенсене чылай кӑсӑклӑ япала кӗтет.
Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хӗрарӑмсен аллейин хӑтлавӗ те пулӗ. Хӑнасем вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ сакӑр хӗрарӑм шӑпипе паллашӗҫ.
Сергей робот хӑнасене алӑ тытса кӗтсе илет, вӑл темиҫе сӑмах калама та пултарать.
Паян «Пятница!» телеканалпа пыракан «Четыре свадьбы» кӑларӑма Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑнӗҫ. Эфира 22 сехетре курма пулать.
Кӑларӑма хутшӑнакансем пӗр-пӗрин туйне тӗрлӗ критерипе хаклаҫҫӗ. Хӑшӗн туйӗ чи нумай бал пухать - ҫавӑ ҫӗнтерет.
Елена банкра ӗҫлет, Владимир -ландшафт дизайнерӗ. Вӗсем халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Ҫамрӑксем туя классика стилӗпе туса 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Егоркино ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче иртнӗ «Сырӑш» конкурсра ҫӗнтернӗ. Экологи конкурсне йывӑҫпа ӗҫлекен 1500 ытла ӑста хутшӑннӑ. Ӑна «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ.
Финала 10-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - Илья Сафонов та. Вӑл - ЧР Культура министерствин специалисчӗ.
Илья юманран пӗр пӑтапа та усӑ курмасӑр сырӑш ӑсталанӑ. Ун ҫине вӑл «Пашалӑх сыхлать» тесе ҫырнӑ.
«Балтика» компани «Русский император стаут» ятлӑ сӑра туса кӑларнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре туса илнӗ хӑмлапа, «Подвязный» сортпа, усӑ курнӑ.
Ҫак хӑмла Чӑваш Енри чи йӳҫӗ сортсенчен пӗри шутланать. Ҫакна та палӑртмалла: Раҫҫейри селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне хӑмлан ҫӗнӗ икӗ сорчӗ кӗнӗ: «Ароматный» тата «Сувар». Вӗсемпе республикӑра ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, эфира тухнӑ «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑма пирӗн ентеш хутшӑннӑ. Етӗрнери Зоя Павлова иккӗмӗш тапхӑрта пулнӑ.
Пирӗн ентеш Леонид Якубович Чӑваш Енри Етӗрнере темиҫе хут та пулнине асӑннӑ. Пӗрремӗшӗнче - самолет вырнаҫтарнӑ чухне, иккӗмӗшӗнче - ун патне чечек хунӑ чухне, виҫҫӗмӗшӗнче - улмуҫҫи лартнӑ чухне. Эфирта Зоя Павлова амӑшне, тӑванӗсене чӑвашла салам сӑмахӗ каланӑ.
Анчах пирӗн ентеш финала тухайман.
Чӗнтӗрлӗ хашаксемлӗ, пӗтнӗк тӗслӗ стенасемлӗ авалхи йывӑҫ ҫурта Заозерье ялӗнче ытти ҫуртсенчен тӳрех уйӑрса илӗн. Тахҫан ӗлӗк вӑл Устина Роскова купца майрин пулнӑ — хӗрарӑм шавлӑ та ҫынсем йышлӑ пурӑнакан ялта шушкӑ сутса пуйнӑ.
Ҫурт 19-мӗш ӗмӗрте
Ку ял хӑй ӗлӗк Салтыков-Щедрин амӑшӗн пулнӑ, ҫыравҫӑ ун пирки хӑйӗн «Пошехонская старина» хайлавӗнче асӑнни те пур. 18-мӗш ӗмӗрте сала пирки япӑх ят ҫӳренӗ. Ку шӑпах та ялта хупахсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.
Заозерьери суту-илӳ речӗсемпе купса ҫурчӗсенчен сыхланса юлнӑ пайӗ.
Кунсӑр пуҫне кунта тимӗрҫӗ лаҫҫисем ӗҫленӗ, тир-сӑран савучӗ пулнӑ. Вырӑнтисенчен нумайӑшӗ суту-илӳпе ӗҫленӗ: вырӑнти халӑхран пир туяннӑ та ӑна каярахпа ярмӑрккӑсенче сутнӑ. Майӗпен вӗсем валли ят та тупӑннӑ — маяксем.
Алена Петухова шӑпах ҫакӑнта ҫуралнӑ та. Ун чухне кунта колхоз та ӗҫленӗ, чӗнтӗрлӗ ҫурт ун аллинче пулнӑ — кунта колхоз кантурӗ вырнаҫнӑ.
Ку уйӑхра эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсен вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ. Вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе ҫыхӑннӑ.
Уяв кӑҫал эрнекуна лекет. Ҫапла майпа эрнекунран вырсарникунччен, нарӑс уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче, канӑпӑр. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ, нарӑсӑн 22-мӗшӗ, кӗске пулӗ – киле 1 сехет маларах кайма юрать.
Пуш уйӑхӗнче те ҫавӑн пекех кану кунӗсем пулӗҫ. Ун чухне 8-10-мӗшӗсенче, эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен, кантарӗҫ.
Ырантан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре амӑшӗн капиталӗн виҫи ӳсет. Ӑна 7,4 процент таран индексаци тӑвӗҫ.
Амӑшӗн капиталне 2020 ҫултанпа пӗрремӗш ачашӑн та пама пуҫланӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 630,4 пин тенкӗ пулӗ /халӗ – 586,9 пин тенкӗ/. Иккӗмӗш ачашӑн вара 834 пин тенкӗ парӗҫ /халӗ 775,6 пин тенкӗ/.
Пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗш ача ҫуралсан 202,6 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |