Чӑваш Ен арҫынни, 46 ҫултаскер, Мускавран Шупашкара ҫӳрекен пуйӑсра хӑйне килпетсӗр тытнӑ. Кун пирки Владимир хулинчи «Вариант» телеканал пӗлтерет.
Владимир облаҫӗнче пулнӑ ку. Чӑваш Ен арҫынни хӑйне йӗркесӗр тытни пирки полицие пӗлтернӗ. Станцие йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Акӑ мӗн палӑрнӑ: арҫын эрех ӗҫнӗ, туалетра пирус туртнӑ, ытти ҫынна канма кансӗрленӗ. Вӑл, ҫитменнине, киревсӗр сӑмахсемпе перкелешнӗ. Пуйӑс пуҫлӑхӗ ӑна вакунран кӑларса яма йышӑннӑ.
Арҫын тӗлӗшпе темиҫе протокол ҫырнӑ. Ӑна 500-1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
«Раҫҫейри пахалӑх системи» ҫӗршыври лавккасенче сутӑнакан квасӑн 7 маркине тишкернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: «Букет Чувашии» кӑларакан «Килти квас» тӗрӗслев витӗр тухнӑ.
Тӗрӗслеве хутшӑннӑ 3 кваса технологие пӑсса хатӗрленнине палӑртнӑ. Хӑшӗ-пӗрине ГОСТпа килӗшӳллӗн вӗретмен.
Тӑватӑ квас ҫеҫ – «Очаковский», «Букет Чувашии», «Желтая бочка», «Силич» - тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вӗсем пахалӑхлӑ пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, 2017 ҫулта «Букет Чувашии» квасӗ тӗрӗслевре палӑрайман, ӑна йӳҫӗтес тӗлӗшпе технологие пӑснине пӗлтернӗччӗ. Халӗ ку квас пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ.
Мускавпа Раҫҫейӗн Тӗп пайне утӑ уйӑхӗнче типӗ ҫанталӑк кӗтме пултарать. Кун пирки «Фобос» ҫанталӑк центрӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗ Евгений Тишковец каласа панӑ. Типӗ ҫанталӑк тӑнине пула утӑ уйӑхӗнче ҫумӑрӑн уйӑхри норминчен 30% ҫеҫ ҫума пултарӗ.
Раҫҫейӗн тӗп пайӗнче утӑ уйӑхӗнче 94 мм ҫумӑр ҫумалла, кӑҫал вара, тип ҫанталӑка пула, 20-30% ҫеҫ ҫӑвӗ, ҫурҫӗр-анӑҫ пайне илес пулсан вара — унта уйӑх пачах та ҫумӑрсӑр иртме пултарӗ.
Евгений Тишковец пӗлтернӗ тӑрӑх утӑ уйӑхӗнче ҫакнашкал ҫанталӑк 1972 ҫулта (ун чухне 16 мм ҫунӑ), 1992 ҫулта (23,3 мм), 1997 ҫулта (6 мм), 2002 ҫулта (23,8 мм), 2010 ҫулта (12 мм) тата 2014 ҫулта (4 мм) пулса иртнӗ.
Утӑ уйӑхӗнче уяр кунсен шучӗ вӑтам кӑтартуран пысӑкрах, сывлӑш температури те вӑтамминчен 0,5-1 градус ӑшӑрах пулӗ.
Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрекен арҫын лотерейӑра укҫа выляса илнӗ. Кун пирки «Столото» пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Шевнин виҫӗ ҫул ӗнтӗ лотерея вылять. Билет туяннӑ чухне яланах ӑна ӑнасса шанать. Хальхинче ӑнӑҫу чӑнах та ун енче пулнӑ. Вӑл лотерейӑра 706 пин те 577 тенкӗ выляса илнӗ.
Дмитрий укҫа выляса илнине пӗлсен питӗ тӗлӗнне, ҫав вӑхӑтрах савӑннӑ. Ара, вӑл ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт.
Дмитрий ку укҫа-тенке хваттер тяннӑ ҫӗре ярасшӑн.
«Ергаки» наци паркӗнче упа туристсен ушкӑнӗ ҫине тапӑннӑ хыҫҫӑн пӗр ҫамрӑк ача вилнӗ, тепри аманнӑ. Кун пирки журналистсене вырӑнти ИӖМ-ӗн тӗп комитетӗнче пӗлтернӗ.
«13 ҫынтан тӑракан туристсен ушкӑнне упа тапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын шар курнӑ, вӗсенчен пӗри, 16 ҫулти ҫамрӑк ача, вилнӗ», — каласа панӑ ведомствӑра.
ИӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра туристсене маршрутран кӑлараҫҫӗ. Красноярск крайӗпе Хакассин Тӗпчев комитечӗн управленийӗ чӗрчун ҫынсем ҫине мӗн сӑлтавпа тапӑннине тӗпчеме пуҫланӑ. Вырӑна следствипе операци ушкӑнӗ тухса кайнӑ.
Каярахпа «Ергаки» ҫутҫанталӑк паркӗн ӗҫченӗсем чӗрчуна персе вӗлерни пирки пӗлтернӗ.
«Чӗрчун чӑн та асӑрханусӑр ҫӳренӗ, хаярскер пулнӑ — госинспекторсене хӑвалама тытӑннӑ, вӗсенчен пӗри ҫине тапӑнма хӑтланнӑ. Нумай сехет хушши йӗрленӗ хыҫҫӑн ҫынҫиен упана паркри ӗҫченсем персе пӑрахнӑ», — ҫапларах пӗлтернӗ.
Парк директорӗн Игорь Грязинӑн шучӗпе, кунашкал упа килсе тухни сивӗ ҫанталӑкпа тата тарӑн юрпа ҫыхӑннӑ — вӗсене пула чӗрчунсем ҫителӗклӗ тӑранаймаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне коммерциллӗ палатка лагерӗн ҫыннисем официаллӑ туризм маршрутӗнчен пӑрӑнса аякри ҫулпа кайма шут тытнӑ.
Чылай регионта кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑрланса пырать. Ҫавна май каллех чарусем йышӑнма тытӑннӑ.
Тӗслӗхрен, Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 15-19-мӗшӗсенче ҫӗнӗ чарусем вӑйра пулӗҫ. Хула мэрӗ организаци-предприяти ӗҫченӗсене май килнӗ таран дистанци мелӗпе ӗҫлеттерме ыйтнӑ. Ваттисене вара килте е дачӑра юлма сӗннӗ.
Мари Элте те ӗҫлекен ҫынсен 30 процентне дистанци мелӗпе ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ӗнертен пуҫласа утӑн 5-мӗшӗччен ачасене суту-илӳ центрне ашшӗ-амӑшӗсӗр кайма чарнӑ. Ача-пӑча вылямалли центрсене вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Бурятире, Ханты-Манси автономи округӗнче, Мурманск облаҫӗнче, Хабаровск крайӗнче, Вологда облаҫӗнче те чарусем йышӑннӑ. Чӑваш Енре хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Пирӗн патра кӑшӑлвирусран талӑкне 4 ҫын таран вилет.
Шупашкарти шкулта вӗренекен Наталья Ершова «Что? Где? Когда?» вӑйӑ валли хӑйне евер ыйту шухӑшласа тупнӑ та укҫа выляса илнӗ.
Унӑн ыйтӑвӗ юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑскер пулнӑ. Ку ыйтӑва кевер тата хрусталь тӑманасен хуҫи Борис Левин хуравланӑ. Ҫук, вӑл тӗрӗс хурав парайман.
Наталья панӑ ыйту вара кӑшӑлвирус этючӗ пулнӑ. Чӑнах та, халӗ ку тема питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Борис Левин вара ку кӗвӗ чикансен пулнине каланӑ, ҫапла майпа йӑнӑшнӑ.
Шупашкарти шкул ачи 90 пин тенкӗ выляса илнӗ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫулта мӗнле канӑпӑр? Паллах, ҫулла кун пирки нумайӑшӗ шутламасть. Ҫапах халь пӗлни те пӑсмасть.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче вунӑ кун кантарӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗрен канӑпӑр. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухмалла. Ҫапла 10 кун канӑпӑр.
Ҫу уйӑхӗнче, 1-9-мӗшӗсенче, уявсенче тӑватшар кун кантарӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал РФ Президенчӗ Владимир Путин 10 кун канма ирӗк панӑччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераци Канашне янӑ ҫурара шкула каякан ачасене 10-шар пин тенкӗ парасси пирки пӗлтернӗччӗ, ку йыша 1-мӗш класа ҫӳреме хатӗрленекенсем те, 7-рисем, кӗнине каланӑччӗ.
Анчах Владимир Владимирович хушу проектне улшӑнусем кӗртнӗ. Ара, хӑш-пӗр ача 6 ҫултах шкула каять. Апла вӗсем те 10 пин тенке илме тивӗҫ.
«Хушу проектне улӑштарма тивет-и? Юрать. Питӗ аван. Ку пулӑшӑва 6 ҫулта шкула каякан ачасем те (норма бази ҫакна тума чармасть) тивӗҫӗҫ», - тенӗ Президент.
Сӑмах май, 10 пин тенке вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен, ҫурла уйӑхӗнче, парӗҫ.
Раҫҫей интернет-кӑларӑмӗ Newsru.com «ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗнчен» йӗркеленнӗ «экономика сӑлтавӗсене» пула хупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Сайт 21 ҫул ӗҫлерӗ. Юлашки уйӑхра сайта 3 млн ҫын кӗнӗ.
«Эпир экономика сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахатпӑр, анчах вӗсем шӑпах пирӗн патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ. Эпир тивӗҫтерекен кулленхи картина патшалӑх ресурсӗ ҫинче ӗҫлекенсен ӳкерчӗкӗнчен ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑма пуҫларӗ, ҫавна пулах 2014 ҫул хыҫҫӑнхи пулӑмсем хыҫҫӑн рекламӑпа тивӗҫтерекен пысӑк компанисем пирӗнпе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, ыттисем вара кӑҫал уйрӑмах шикленме пуҫларӗҫ», — тенӗ сайтри пӗлтерӳре.
Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑтӑшах мӗн те пулин чаракан саккунсем йышӑнни ҫинчен ҫырма тиврӗ, вӗсем вара кирек хӑш кун та пире хамӑрах пырса тивме пултараҫҫӗ». «Ытларах та ытларах хисеплӗ ҫынсемпе тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗсене ют ҫӗршыв агенчӗ е экстремист тесе палӑрма тиврӗ. Экономикӑра тата право анлӑшӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑру Newsru.com кӑларӑмӑн пахалӑхлӑ ӗҫне туса пыма май ҫук пуса тӑчӗ… Паянхи кун ку пирӗншӗн юлашки хыпар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |