Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Кадыров тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.11.2023 09:49 | 1327 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Рамзан Кадыров. Ҫӑлкуҫ: «Бизнес онлайн»
Рамзан Кадыров. Ҫӑлкуҫ: «Бизнес онлайн»

Чечня Республикин Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров нумай пулмасть хӑш-пӗр тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ. Сӑмах ачисем вырӑсла кӑна пӗлекен чиновниксем пирки пырать.

«Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — тенӗ Рамзан Кадыров. Ку сӑмаха вӑл «Нохчийн меттан говзанча» республикӑри конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗнче каланӑ.

«Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Унашкаллисене эп хамӑн командӑран кӑларма пуҫлӑп. Тӑван чӗлхене чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле. Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать. Ҫавна май ачасем вырӑсла та шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ. Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — палӑртнӑ Кадыров.

#Раҫҫейре, #чечен чӗлхи, #Чечня Республики, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Леонид // 8617.9.7057
2023.11.10 11:41
Маттур,Кадыров!
Леонид // 8617.9.7057
2023.11.10 11:42
Маттур,Кадыров!
Agabazar // 3574.70.1740
2023.11.13 21:03
Agabazar
Тÿре-шара хăй пĕлмесен мĕн тумалла тит?

Ачин пĕлмелле те чиновникĕн хăйĕн вара пĕлмесен те юрать-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем