Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Раҫҫейре
РИА Новости сайтри сӑн
РИА Новости сайтри сӑн

Паян Раҫҫей Тӗп банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче тӗп ставкӑна кӑштах пӗчӗклетнӗ. Ҫапла вӑл 16,5-рен 16 процента ҫитнӗ.

Тепӗр лару 2026 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пулӗ, унта ку ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.

Аса илтерер: пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче Раҫҫей Тӗп банкӗн тӗп ставки 21 процент пулнӑ.

 

Раҫҫейре
«Кремлин.ру» сайтри сӑн
«Кремлин.ру» сайтри сӑн

Владимир Путин ирттернӗ тӳрӗ линие пӗтӗмпе 3 миллион ыйту килнӗ. Кӑҫал «Пӗтӗмлетӳсем — Владимир Путинпа» кӑларӑм кӑҫал 4 сехет те 27 минут пынӑ. Владимир Владимирович 70 ыйтӑва хуравласа ӗлкӗрнӗ.

Залра 65 ытла журналист ларнӑ, ҫав йышра ют ҫӗршывсенчен, туслӑ мар ҫӗршывсенчен килнисем те пулнӑ. Чӑваш Енрен унта «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата «Чӑвашинформ» информаци порталӗн редакторӗ Альберт Ильин кайнӑ.

 

Раҫҫейре
 Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.
Адель сӑн ӳкерчӗкре – сулахайран иккӗмӗшӗ.

Пирӗн ентеш Адель Редькова Мускаври илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта пирӗн Чӑваш Ен чысне Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти чиперккесем хӳтӗленӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Адель Редькова «Чи пӗчӗк принцесса» тата «Чи пӗчӗк МартинМедиа мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Ӑна Турцире канмалли путевка парса хавхалантарнӑ.

Адель халӗ ҫӗршыв чысне Грузире иртекен Пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗнче хӳтӗлме хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре

Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ОТР телеканалпа кунӗпех Чӑваш Ен пирки кӑтартӗҫ: республикӑн ҫитӗнӗвӗсемпе, планӗсемпе паллаштарӗҫ. Ертӳҫӗсем социаллӑ сферӑри, культура тата вӗренӳ тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳсем пирки каласа кӑтартӗҫ.

Эфирта Чӑваш Енри хитре вырӑнсемпе, интереслӗ ҫынсемпе тата проектсемпе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Раҫҫейре
ipatovo26.gosuslugi.ru сайтри сӑн
ipatovo26.gosuslugi.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫултан, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫейре ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи (МРОТ) 20 процент ӳсӗ те 27 093 тенкӗпе танлашӗ. Паян Патшалӑх Думи пленарлӑ ларура виҫҫӗмӗш вулавра «Ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи пирки» федераци саккунӗн 1-мӗш статйине улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ.

Ҫапла майпа МРОТ ӳсни ҫӗршыври 4,5 миллион ҫыннӑн шалӑвне ӳстерме пулӑшӗ. Сӑмах май, кӑҫал ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫи 22 440 тенкӗпе танлашать.

 

Раҫҫейре
at.pinterest.com сайтри сӑн
at.pinterest.com сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули» сасӑлав пынине унччен сайтра ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Лайӑх хыпар пӗлтеретпӗр! Пирӗн Шупашкар унта хальлӗхе – пӗрремӗш.

Аса илтерер: эпир сайтра хыпарланӑ чухне Чӑваш Енӗн тӗп хули танлаштарӑмра иккӗмӗш йӗркереччӗ. Халӗ вара вӑл 133669 сасӑ пухса Нальчик хулинчен иртсе кайнӑ.

Тепӗр хутчен аса илтеретпӗр: Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав раштавӑн 31-мӗшӗччен иртет. Шупашкаршӑн ҫакӑнта (https://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/) сасӑлама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре ҫитес ҫул Халӑх пӗрлӗхӗсен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ҫапла йышӑну тунӑ.

Чӑваш Енре 2026 ҫула мӗне халаллассине хальлӗхе палӑртман. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче ыйтӑм ирттерет, 5 вариантран суйлама сӗнет. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫитес ҫул тематикине суйлӗҫ.

Вариантсем вара ҫапларах:

1. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ.

2. Пултарулӑх тата ырлӑх ҫулталӑкӗ.

3. Пӗрлӗх тата тачӑлӑх ҫулталӑкӗ.

4. Ҫемье хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ.

5. Йӑла-йӗрке хаклӑхӗсен ҫулталӑкӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Раҫҫейре
ФСБ тунӑ видео скринӗ
ФСБ тунӑ видео скринӗ

ФСБ ӗҫченӗсем Хусанти аэропортра Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи террористсен организацине кӗме палӑртнӑ 52 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл мессенджер урлӑ Раҫҫейре йӗркелеме юраман террористсен организацийӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫырӑннӑ чухне арҫын унӑн ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнма хатӗрри пирки пӗлтернӗ. Ҫапла вӑл Раҫҫейрен тухса кайма хӑтланнӑ.

Лерен ӑна мӗнле тухса каймалли пирки инструкци панӑ. Арҫын вӗсем каланине пурнӑҫласа Хусанти аэропорта ҫитнӗ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ ӑна.

 

Раҫҫейре
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хальхи вӑхӑтра «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ» халӑх сасӑлавӗ пырать. Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар унта 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ, малта пыракан Нальчикран 54,2 пин сасӑ каярах пынӑ.

Унтанпа лару-тӑру вӑйлах улшӑннӑ. Халӗ Шупашкар танлаштарӑмра – 2-мӗш вырӑнта, Нальчикран 11,3 пин сасӑ кая юлса пырать. Тӗп хуламӑр кашни сехетре сасӑсем самай пухса пырать.

Шупашкара ҫӗнтерме пулӑшӑр! Сасӑлав ҫулталӑк вӗҫлениччен пырать. Тӑван хуламӑршӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама май пур: https://город-россии.рф/.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 115
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 28

1980
46
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тенчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та