РФ Президенчӗ Владимир Путин кӗҫех пресс-конференци ирттерӗ. Кун пирки унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Пресс-конференци раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Ятарласа хатӗрленӗ студие тӗрлӗ регионти журналистсем килӗҫ. Ют ҫӗршыв МИХӗсенче ӗҫлекенсем те пулӗҫ.
Владимир Путин ҫулталӑка пӗтӗмлетӗ. Дмитрий Песков пресс-секретарь пӗлтернӗ тарӑх, мероприяти вӑхӑт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пулмӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен Пӗтӗм тӗпчери курав-форумра паллӑ дивизи пуҫлӑхӗн Василий Чапаевӑн 3-D голограммине хута ярӗҫ.
Проекта Шупашкарти 10 ҫын хатӗрленӗ. Моушн-дизайнерсем, графиксем, визуализаторсем, нейросеть специалисчӗсем малтан хальхи йышши технологисемпе усӑ курса Чапаева ӳкернӗ, унтан ӑна кирек мӗнле ыйтӑва та хуравлама вӗрентнӗ.
Сӑмах май, Чапаев - Шупашкарти разработчиксен пӗрремӗш ӗҫӗ мар. Вӗсем Иван Яковлевӑн кӳлепине те хатӗрленӗ, ӑна ВДНХра Чӑваш Ен стенчӗ ҫине ҫакнӑ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Анастасия Степанова «Санкт-Петербург вице-мисӗ» ята ҫӗнсе илнӗ.
Анастасия - 37 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ӳснӗ, кунтах пӗлӳ илнӗ. Пирӗн ентеш нумай ҫул ӗнтӗ Питӗрте пурӑнать. Вӑл - 3 ача амӑшӗ. Анастасия - косметолог, перманент макияжӗ тӑвакан специалист. Хӗрарӑмсене илемлӗ тата телейлӗ пулма пулӑшать вӑл.
Малтан Анастасия Питӗрти Красногвардейск районӗнче иртнӗ илем конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл иккӗмӗш вице-мисс пулнӑ. Кӗр пуҫламӑшӗнче вара пирӗн ентеш Питӗрти илем конкурсне хутшӑнма шутланӑ.
2024 ҫултан Раҫҫейре ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе 19 пин те 242 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла йышӑннӑ РФ Патшалӑх Думи. Ку, кӑҫалхипе танлаштарсан, 18,5 процент пысӑкрах.
Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫынсен прависемпе интересӗсене хӳтӗлеме, тупӑшне ӳстерме пулӑшӗ.
2024 ҫулта ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пысӑкрах пулӗ. Кунашкалли - пӗрремӗш хут.
РФ Патшалӑх Думин ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пайташӗ Андрей Алехин амӑшӗн капиталне хваттер туянмалӑх ҫитмешкӗн индексацилеме сӗнет. Кун пирки вӑл «Лента.ру» портала пӗлтернӗ.
Унӑн шухӑшӗпе, амӑшӗн капиталӗн хваттер туянма ҫитмелле. Ҫурт-йӗр вара юлашки вӑхӑтра самай хакланнӑ. «Паян ку укҫапа хваттер патне ан пыр. Амӑшӗн капиталне ӳстермеллех», - тет депутат. Вӑл тӗслӗх те илсе кӑтартнӑ: миллионник-хуласенче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер вӑтамран 4 пин тенкӗ тӑрать.
Алтай крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн чукун ҫулӗ ҫинче ҫывӑрса кайса тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса юлнӑ, ун ҫийӗн 29 пуйӑс вакунӗ иртсе кайнӑ. Ҫапла РИА Новости агентствӑна РФ ШӖМӗн Алтайри линейлӑ управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
«Хӗрарӑм чӑнах та чукун ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Халӗ эпир лару-тӑру мӗнле пулса иртнине палӑртатпӑр. Поезд 46 вакунран тӑни паллӑ ӗнтӗ, ун урлӑ 29-шӗ иртсе кайма ӗлкӗрнӗ», — палӑртнӑ пресс-службӑра.
Пресс-службӑра палӑртнӑ тӑрӑх, машинист ӑна курнӑ та васкавлӑн чарӑнма пикеннӗ, ҫавна пула пуйӑс хӗрарӑм ҫийӗн чарӑннӑ.
РИА Новостине регионти вӑй тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл чукун ҫул ҫине канма выртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: тӗлӗнмелле пӑтӑрмах Алтай ҫыннин юбилейӗ умӗн пулса иртрӗ — тепӗр кунне вӑл 50 ҫул тултарнӑ.
Чечня Республикин Пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров нумай пулмасть хӑш-пӗр тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ. Сӑмах ачисем вырӑсла кӑна пӗлекен чиновниксем пирки пырать.
«Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — тенӗ Рамзан Кадыров. Ку сӑмаха вӑл «Нохчийн меттан говзанча» республикӑри конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗнче каланӑ.
«Чечен чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе эпир пысӑк ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Анчах чылай чухне ман командӑна кӗрекен ҫынсен ачисем чечен чӗлхине пӗлмеҫҫӗ. Унашкаллисене эп хамӑн командӑран кӑларма пуҫлӑп. Тӑван чӗлхене чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле. Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать. Ҫавна май ачасем вырӑсла та шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ. Чеченла калаҫман тата шухӑшламан ӑрӑвӑн пуласлӑх ҫук», — палӑртнӑ Кадыров.
Мускври ВДНХра «Раҫҫей» курав-форум малалла ӗҫлет. Аса илтерер: унта Чӑваш Ен 6 метр ҫӳллӗш тухья экспозицийӗпе те паллаштарать.
ЧР Экономика министерствинче ӗҫлекенсем 20 ытла регион элчисене «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» открыткӑсене парнеленӗ. Открыткӑсене кашни субъект валли уйрӑм хатӗрленӗ. Вӗсене ятарласа курав валли пичетлесе кӑларнӑ.
Палӑртмалла: курав-форума малтанхи кунсенче ҫур миллион ытла ҫын килсе курнӑ.
Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав-форум чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Ен унта 6 метр ҫӳллӗш чӑваш тухйипе паллаштарать. Курава 89 регион хутшӑнать.
Пӗрремӗш кунах ВДНХна 190 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Тепӗр кунхине те халӑх нумай пулнӑ.
Раҫҫейри паллӑ киноактер Дмитрий Дюжев Чӑваш Ен экспозицийӗпе паллашнӑ, унта сӑн та ӳкерӗннӗ. Вӑл «Бригада» фильмра Космос Юрьевич Холмогорова вылянӑ.
Чӳкӗн 4-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав-форум уҫӑлать. Вӑл ҫитес ҫулхи акан 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Пирӗн республика унта 6 метр ҫӳллӗш тухьяпа тӗлӗнтернӗ. Ӑна чӑваш ӑстисем темиҫе ҫӗр пайран, сутӑ элементӗнчен хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех курава килекенсен «Сувар» вӑрман, предприятисем тӑрӑх вип-ҫулҫӳреве кайма, Иван Яковлевӑн тата Василий Чапаевӑн 3D-голограммине курма пулать.
Стенда монтаж туса пӗтернӗпе пӗрех. Пирӗн стенд Мари Эсеннипе юнашар вырнаҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |