Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.4 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта ашшӗпе ывӑлӗ шыва путса вилнӗ. Инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.

Ашшӗпе ывӑлӗ шыва кӗме юраман вырӑнта пулнӑ иккен. Вӗсем шыв патне анакан бетон сарнӑ вырӑнта пулнӑ.

Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсем ҫийӗнчех пырса ҫитнӗ. Водолаз арҫын ача виллине тӳрех тупнӑ, анчах унӑн ашшӗне тӳрех тупма май килмен,кӑштахран ӑна та асӑрахнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫипуҫпа пулнӑ.

Ҫапла вара пӗр киле пӗр кунта калама ҫук икӗ пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Ывӑлӗпе ашшӗ ҫипуҫпа пулнине кура, тен, вӗсенчен пӗрин йӑлмака бетон ҫинче ури шуса кайман-ши, тепри ӑна ҫӑлма тӑрӑшса хӑй те шыва путман-ши тесе те шухӑшлама май пур.

 

Персона
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк
"Чувашская Республика" пабликри сӑнӳкерчӗк

Улатӑр районӗнче пурӑнакан Таисия Кожинова матрос-моторист пулса ӗҫленӗ. Ӗнер. утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, унӑн професси уявӗ пулнӑ: Юханшыв тата тинӗс флотӗнче ӗҫлекенсен кунӗ. Ҫавна май ун ҫинчен республикӑн влаҫ органӗсен халӑх тетелӗнчи страницинче каласа кӑтартнӑ.

Таисия Кожинова кимӗ-карап романтикине хӑйӗн пурнӑҫӗн 40 ытла ҫулне халалланӑ.

Унӑн упӑшки капитан пулнӑ. Вӑл шыва юратма матросссемпе штурмансене ҫеҫ мар, хӑйӗн мӑшӑрне те хӑнӑхтарнӑ.

Ҫапла вара ҫамрӑк хӗрарӑм «Ядрин» (чӑв. Етӗрне) теплоход штрувалӗ умне тӑнӑ. Матрос-моторист профессине алла илсе хӗрарӑм упӑшкипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи юханшывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ. Вӗсен рейсӗсем двигатель шавӗпе ҫеҫ мар, балалайкӑпа калакан такмаксемпе те тулнӑ. Мӑшӑр юрра-кӗвве юратнӑ.

Таисия Яковлевна хӑйсен экипажне Андриян Николаев, Валерий Быковский, Валентина Терешкова космонавтсене те турттарма шаннине паян та ӑшшӑн аса илет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_113990
 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енре авторезина пухакан лапамсем уҫасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Правительствин халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗсенчен пӗринчи комментарире хыпараланӑ. Комментари авторӗ — республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерстви.

Йӑлари каяша пухса тирпейлессине халалланӑ тӳрӗ эфира анонслани айӗнче тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ, ҫав шутра усӑ курнӑ шинӑсене вырнаҫтарассине те.

Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, ку енӗпе ӗҫе пуҫӑннӑ-мӗн. Пысӑк операторсенчен пӗринпе пӗрле ҫӗнӗ проект ӗҫлеттерсе ярасшӑн имӗш. Ҫапла вара авторезинӑна тӳлевсӗр пырса хумалли ятарлӑ лапамсем пулӗҫ. Вӗсене хулари кашни управа территорийӗнче вырнаҫтармалла.

Унсӑр пуҫне Шупашкар хулин администрацийӗ «Зеленая покрышка» (чӑв. Симӗс покрышка) акци пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_113762
 

Персона
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Нина Димитриева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри философ Питӗрти конгреса хутшӑннӑ. Кун пирки эпир хулари ветерансен канашӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Януш Корчак премийӗн лауреачӗ Нина Димитриева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

Сӑмах Эрбина Никитина пирки пырать. Вӑл Питӗр хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери философи конгресне хутшӑннӑ. Унтан килсен, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Эрбина Витальевнӑпа Чӑваш Енӗн наци конгресӗ тӗлпулу йӗркеленӗ.

Философи дискусси клубне тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тата тӗрлӗ темӑпа кӑсӑкланакансем пуҫтарӑннӑ.

«Клуб ларӑвӗ яланхиллех ӑшшӑн тата яланхиллех хӗрӳ иртрӗ. Эрбина Витальевнӑна итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ», — хыпарланӑ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Нина Ивановна.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.

Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Мари Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ ав. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Мари Эл, пирки манмасть.

Палӑртса хӑварар: официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье парадне хутшӑнӗ. Ҫак пысӑк мероприятие Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне халалланӑ.

Ӑна 2023 ҫулта Раҫҫейри «Ҫемье» общество юхӑмӗ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне тата ҫветтуй Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ парад вӑл.

Парад Ҫветтуй Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Патриархӗ Кирилл пилленипе иртет. Пӗлтӗр унта Раҫҫейри 100 ытла хула хутшӑннӑ.

Кӑсал Шупашкарта мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫтарӑнма тытӑнӗҫ. Парад 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Пирӗн республикӑри спортсменка Варвара Зайцева Эренпур хулинче пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура харӑсах икӗ рекорда ҫӗнетнӗ!

Унта Раҫҫейри 50 регионти 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 47 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.

Варвара штангӑна выртса 97,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ тата Чӑваш Енри юниоркӑсен хушшинче рекорда ҫӗнетнӗ.

Штангӑна классика мелӗпе йӑтса пирӗн ентеш 70 килограма парӑнтарнӑ. Ку категорире вӑл пӑхӑр медаль илнӗ, хальхинче вара Чӑваш Енри хӗрарӑмсен хушшинчи рекорда ҫӗнетнӗ.

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туса Варвара Зайцева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ тӗп команди йышне кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар: спортсменкӑна Дмитрий Соловьев тренер ӑмӑртусене хутшӑнма хатӗрлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_30047
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑр хулинче пурӑнакан пӗртӑвансем «Эпир хуласене хӗвелпе тултаратпӑр!» гитара юррин фестивалӗнче тӗп парнене тивӗҫнӗ.

Сӑмах – Вячеслав тата Юрий Ситниковсем пирки. Вӗсем «Чӑвашэнерго» организацире ӗҫлеҫҫӗ. Конкурсра вара энергетиксем тупӑшнӑ. Пӗтӗмпе унта Раҫҫейри ҫичӗ регионти специалистсем хутшӑннӑ.

Ситниковсем сцена ҫине «Все будет хорошо!» (чӑв. «Йӑлтах лайӑх пулать!») юрӑпа тухнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем ҫырнӑ. Жюри пайташӗсене пирӗн ентешсен юрри килӗшнӗ. Ҫапла вӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗп парне гитара пулнӑ. Ӑна ҫӗнтерӳҫӗсене «Россети Волга» тӗп директорӗ Александр Гаврилов панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30041
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар хулинче тепӗр арт-объект пулассине пӗлтернӗ. Ку ӗҫ Алексей Чернов ӳнерҫӗн пулӗ.

Атӑлҫи федераци округӗнче «ФормАРТ» фестивале пӗтӗмлетнӗ. Палӑртса хӑварар: кӑҫалхипе вӑл улттӑмӗш хут иртнӗ.

Хальхинче фестивале 400 заявка килнӗ. Жюри пайташӗсем вӗсенчен 14-шне кӑна суйланӑ. Пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ: финала пирӗн ентеш те лекнӗ. Унӑн проекчӗ – «Лаша – пӗрлӗх символӗ» ятлӑ.

Ҫакнашкал мурал ӳкерсе Алексей Чернов ҫак шухӑша илсе ҫитересшӗн: мӗнпур халӑха ҫутҫанталӑка хисеплени, ҫемьепе тачӑ ҫыхӑнни, ирӗклӗх патне талпӑнни тата хамӑрӑн тымарсене упрани пӗрлештерет.

Мурал Граждан урамӗнче 83-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30043
 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Чӑваш Енре БПЛАсенчен шар курнисене ҫӗнӗ тӳлев пама йышӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ку укҫана шар курнӑ ҫынсем хваттерсене хӑвӑртрах туса пӗтерччӗр тесе параҫҫӗ. Кашни пӗр тӑваткал пуҫне 9 пин тенкӗ пама йышӑннӑ.

Заявленисене утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче йышӑнма пуҫлӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен вара заявление нумай функциллӗ центрсенче пама май килӗ. Ыйтусем пур тӑк вӗсене ЧР Строительство министерствин патшалӑх программисене пурнӑҫлакан пайра уҫӑмлатма пулать.

Укҫа-тенке республикӑн резерв фондӗнчен уйӑраҫҫӗ.

 

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 4203
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 06

1897
129
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
30
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...