Культура
![]() balakovo.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре культурӑри тата ӳнерти ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне уйӑрса парӗҫ. Укҫана Патӑрьелӗнчи клуб тытӑмне «Анатри чӑвашсен тӗпелӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме 100 пин тенкӗ парӗҫ; Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрне «Нумай енлӗ Чӑваш Ен» мода ART-фестивальне ирттерме — 200 пин тенкӗ; Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Чӑваш Енӗн литература маршручӗсем» проект валли — 200 пин тенкӗ, Вӑрмарти ача-пӑчан ӳнер шкулне «РемеслоKreatiff» арт-мастерской валли — 100 пин тенкӗ; «Акация» культура керменне «Пуҫарусен курупки. Ача-пӑча фольклорӗ. Килӗштерсе усӑллӑ ӗҫлекен территори» пӗчӗк халӑхсен фольклор фестивалӗ валли — 100 пин тенкӗ; Сӗнтӗрвӑрринчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Шӗнерпуҫпе паллаш» проекта пурнӑҫлама — 100 пин тенкӗ; Етӗрне районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне «Ҫӗнӗ ҫӗр хывакан: Аркадий Павлович Айдак» проект валли — 100 пин тенкӗ; Пӑрачкав районӗнчи тӗп клуб тытӑмне «Пӑрачкав парӑсӗсем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен регионсем хушшинчи М. Бочкарев ячӗллӗ фестиваль-конкурсне ирттерме —100 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре чи вулакан ҫемьесене палӑртнӑ. Конкурса республикӑн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ирттернӗ. «Вулакан ҫемьепе палаштарни» номинацире Муркаш районӗнчи Васильевсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Вӑрмар районӗнчи Артюковсем — иккӗмӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти Павловсем — виҫҫӗмӗш. «Илемлӗ хайлав тӑрӑх инсценировка» номинацире Канашри Николаевсене ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Улатӑрти Логиновсем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Степановсем. Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата сарас енӗпе Комсомольски районӗнчи Петровсене палӑртса хӑварнӑ, Муркаш районӗнчи Кузьмичевсем конкурс материалӗсене хӑйне евӗр хатӗрленипе ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче куракансем патне нумаях пулмасть ҫӗнӗ спектакль ҫитернӗ. «Чунӑм, Лиза-Акулина» премьерӑна Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. «Пушкин хайлавӗсемпе театрсем тӗрлӗ ӗҫсем лартаҫҫӗ. Пирӗн театрта та Пушкин хайлавӗсене пӗрре кӑна мар суйласа илнӗ. Ырӑ, романтикӑлла камите Светлана Зверева художникпа, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Андрей Галкин композиторпа, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Зоя Александрова хореографпа лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ спектаклӗн режиссёрӗ Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Час-часах ҫумӑр ҫунӑран республикӑри аграрисем ҫуракине ниепле те вӗҫлеймеҫҫӗ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш декадӑри пек сивӗ 15 ҫул пулман. 20 градус ӑшӑ килесси пирки хальлӗхе шарламаҫҫӗ те. Ҫумӑрӗ вара час-часах ҫӑвать, хуҫалӑхсем ӗҫсене пурнӑҫлаймаҫҫӗ. Кӑҫал ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ ытларах лартма палӑртнӑ. Ҫӗрулмине паянхи куна 260 гектар ҫинче лартнӑ. Пӗтӗмпе вара 20 пин гектар лартма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех сахӑр кӑшманӗ, пахча ҫимӗҫ туса илме палӑртнӑ. Кӑҫал республикӑра ҫураки ӗҫӗсене 545 пин гектар ҫӗр ҫинче ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() stihi.ruсайтри сӑн Малтан шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртет тесе пӗлтернӗччӗ. Анчах нумаях пулмасть хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ РФ ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов сӗннипе уява куҫарма йышӑннӑ: вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Ку хыпар чылай ашшӗ-амӑшне савӑнтарман. Мӗншӗн тесен вӗсем уява паллӑ тумалли кафе-ресторана суйласа хунӑ-ҫке-ха. Ҫавна май Раҫҫӗйри ведомство Чӑваш Енре уява ашшӗ-амӑшӗн шухӑшне шута илсе йӗркелеме ыйтнӑ. Министр хӑш шкулта уява ирттерессипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнине кура вӗсене пулӑшма каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() favim.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗнче Светозар ятлӑ арҫын ачана регистрациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн вӗҫенчех ҫут тӗнчене килнӗ Светозар - ҫемьери виҫҫӗмӗш ача. Ун валли ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят суйланӑ. Ҫак ятпа пирӗн несӗмӗлсем тӗне кӗмен чухнех усӑ курнӑ-мӗн. Светозар "ҫутӑ сапалакан" тенине пӗлтерет. Аса илтерер: Шупашкарта Космос ятлӑ ача та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chnmuseum.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшенче, 18 сехетре, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тенчери кинофестваль уҫӑлӗ. Ҫав каҫ сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Кабо тата Нина Шацкая «Пятое время года... Любовь» (режиссёрӗ – Юлия Жженова) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ тата поэзи спектаклӗпе сцена ҫине тухӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн оркестрӗ эстрада тата халӑх юррисене илем кӳрӗ, авалхи романссем янӑрӗҫ. Артситсем Александр Пушкин, Сергей Есенин, Василий Жуковский, Афанасий Фет, Борис Пастернак, Игорь Северянин, Белла Ахмадулина сӑввисене вулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ кунсенче Красноармейски муниципалитет округӗн социаллӑ аталану тата архив ӗҫӗсен пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски округӗнчи уйрӑмӗ тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленипе Интернет урлӑ "Улӑп – 2022: Эпир – Улӑп йӑхӗнчен!" инҫет вӑйӑ конкурс вӗҫленчӗ. Ӑна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса пурӗ 74 ача хурав ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак шкулсен вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ: Красноармейски шкулӗ – 44, Чатукасси шкулӗ – 5, Карай шкулӗ – 4, Упи шкулӗ – 4, Трак шкулӗ – 4, Пикшик шкулӗ – 5 ача, Кӗҫӗн Шетмӗ – 2, Мӑн Шетмӗ – 3, Еншик Чуллӑ – 2. Пӗр ача Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗнчен пулчӗ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупма йывӑртарах пулчӗ пулин те, вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Чӑннипех маттур пулчӗҫ ачасем. Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ тата тӳресен йышӗ 36 ачан ӗҫне тивӗҫлипе хакларӗ: 1-мӗш вырӑна 12 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 8 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 16 ача йышӑнчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Тӗнчере
Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм, Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм. Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ… Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ. Ҫеҫпӗл Мишши. Йӑвӑр шухӑшсем
Не могу молчать! Лев Толстой
Кто послал их на смерть недрожащей рукой? Александр Вертинский
Звезды смерти стояли над нами Анна Ахматова. Реквием Хурлӑхлӑ хыпарсемИртнӗ хальхи ҫуркунне уйӑхӗсенче ирхине Чӑваш радио итлерӗм: «Украинӑра «ятарлӑ ҫар оперцийӗнче» 8 чӑваш салтак вилнӗ», — пӗлтерчӗ диктор. — Анчах, интернетра Чӑваш Енри 12 салтак вилнӗ тесе, пӗлтереҫҫӗ. Сирӗн хыпар кивелнӗ, — хурланса шухӑшларӑм эпӗ. Оборона министерстви пуш (март) уйӑхӗн вӗҫӗнче, тахҫан, вилнисен пӗтӗмлетнӗ шучӗ анчах пӗлтерчӗ. Ҫу (май) уйӑхӗн 9-мӗшӗнче интернетра ҫак хурлӑхлӑ цифра 28 ҫитрӗ. «Тетелӗнче» халь ҫак йышӗ «для служебного пользования» пӗлтереҫҫӗ, — ҫыраҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |