Персона
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче мухтавлӑ режиссёра Иосиф Дмитриев-Трера асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлалласа ӳнер учрежденийӗ «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫне ирттерме палӑртса хунӑ. Пултаруллӑ артистӑн, режиссёрӑн, поэтӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем театра раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Ҫав каҫ Лолита Чекушкина композитор ҫырнӑ ораторипе паллашма май килӗ. Унӑн никӗсӗнче — Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми. «Иосиф Александровичпа эпир пӗрле нумай ӗҫленӗ. Вӑл маншӑн пулӑшуҫӑ тата юлташ пулса тӑнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл мӗн тери йӗр хӑварнине каласа пӗтерме те ҫук», — тет композитор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |