Культура
![]() culture.cap.ru портала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 55-мӗш концерт сезонне уҫӗ. Культура мероприятийӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртӗ. Куракансене ҫав кун «Симфо — фолк — музыка на все времена» (чӑв. Симфо — фолк — пур саманари музыка) программӑна чӗнеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка проекчӗ симфони музыкине тата чӑваш халӑх юррине, чӑваш фольклорне тата халӑх пултарулӑхне пӗрлештерӗ. Симфони музыки ҫӗнӗлле, этно стильпе, янӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри шкулсене хамӑр ҫӗршыври офис программи ҫине куҫӗҫ. «МойОфис Образование» преподавательсемпе шкул ачисемшӗн питӗ меллӗ, вӑл текстсем наборласа редакцилеме, электрон таблицӑсемпе презентацисем хатӗрлеме меллӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ продукт йышӗнче — XO_Fonts шрифтсен пуххи. Вӑл — ют ҫӗршыв шрифчӗсен метрика аналогӗ. «МойОфис Образование» документсен кивӗ тата хальхи вӑхӑтри формачӗсене те ӑнланать, анлӑ сарӑлнӑ мӗнпур операци тытӑмӗпе ӗҫлет. Вӗрентекенсем валли ҫӗнӗ офис программине ӑша хывма вебинарсем ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022-2023 ҫулсенче тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне уявлама ЮНЕСКО шайӗнчех йышӑннӑ. Пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енӗмӗрте те ку датӑна сума сӑвӗҫ. Асӑннӑ вунӑҫуллӑха ирттерме республика Правительствин ларӑвӗнче йӗркелӳ комитетне ҫирӗплетнӗ. Мероприятисен планне шкул ачисен чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадине, «Тӑван чӗлхепе литературӑн уҫӑ урокӗ» регионсем хушшинчи фестивальне, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсне, чӑваш чӗлхин орфографи словарьне тата чӑваш чӗлхипе тата литературипе справка материалӗ пичетлесе кӑларассине тата ыттине те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Стопкоронавирус.рф пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман. Юрать-ха, иртнӗ талӑкра вилекенсем пулман. 27 ҫынна пульницӑна сипленме вырттарнӑ. 83 ҫын вара сывалнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 83,1 пин ытла ҫын чирленӗ. Вӗсен 93,6 проценчӗ сывалнӑ – ку 77,9 пин ҫынпа танлашать. 4,7 пине яхан пациент кӑшӑлвируса парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа вара Чӑваш Енре 5 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри полицейскисем пулӑсене сыхлакан инспекторсемпе пӗрле путма пуҫланӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех пулнӑ ку. Паттӑрлӑхӗ пирки вара паян тин тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Сергей Ежовпа Сергей Кондратьев Куйбышев шыв управӗнче катерпа патрульте пулнӑ. Унччен те пулмасть – вӗсем ҫыранран 10 метр аяккарах ҫын темле хӑлаҫланса ишнине асӑрханӑ. Хушӑран шыв айне те кайнӑ, аллине ҫӳлелле ҫӗкленӗ. Инспекторсем часрах ун патне вӗҫтернӗ. Хайхискерсем путма пуҫланӑ ҫынна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн «Манӑҫми ят: Нелли Петровская 90-ра» - ҫакнашкал ятпа Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва вулавӑшӗнче калаҫу ирттернӗ. Унта ял тӑрӑхӗнчи депутатсене, вулавӑша тӑтӑшах ҫӳрекенсене ченнӗ. Пухӑннисем Нелли Петровскаян пултарулӑхӗ, пурнӑҫӗ пирки калаҫнӑ, хӑйсем вуласа тухнӑ кӗнекесене сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Нелли Петровскаян юлашкинчен тухнӑ «Ылхан» кӗнекине тишкернӗ. Нелли Андреевна ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа вулавӑшра курав та йӗркеленӗ. Унта унӑн биографийӗпе, хайлавӗсемпе паллашма пулать. Палӑртмалла: Нелли Петровская 1932 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районӗнчи Альших ялӗнче ҫуралнӑ. 2001 ҫулта Звенигово хулинче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Космонавтсен саламӗ. Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳссе тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ Андриян Николаев космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ. Чӑваш Енре паян сумлӑ ҫынсем чылай пухӑннӑ. Паллӑ кунпа Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчи космонавтсем: Олег Артемьев, Денис Матвеев, Сергей Корсаков — видеосалам ҫитерчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Андриян Николаевӑн юратнӑ юррине, «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра, «ARTICLE» вокал ушкӑнӗ юрларӗ. Андриян Николавӑн амӑшӗн хӑй вӑхӑтӗнче ывӑлӗ ячӗпе каланӑ сӑмаха ҫырса илнине те итлеме май килчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nbchr.ru сайтри сӑн Паян – Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ Андриян Григорьевич Николаев космоса пӗрремӗш хут вӗҫнӗ кун. Вӑл унта 1962 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫӗкленнӗ. Унтанпа 60 ҫул ҫитнӗ. Ҫак пулӑма халалласа республикӑра меропряитисем иртӗҫ. Вӗсем Шупашкарта тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пулӗҫ. Митинг, велочупу, курав тата ытти мероприяти иртӗ. Паян республикӑра сумлӑ хӑнасем пулӗҫ: РФ Паттӑрӗ, летчик-космонавт Юрий Маленченко, РФ Паттӑрӗ, летчки-космонавт Олег Скрипочка, Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗ Анатолий Григорьев, Павел Попович космонавтӑн хӗрӗ Наталия Березная, ҫар ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ кӗнеке премьерипе паллаштарӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов пухӑннисене «Календарь знаменательных и памятных дат землячества Санкт-Петербурга и Ленинградской области», А.К. Салминӑн «Древние праздники чувашей» тата А.Г. Арсентьевӑн «На одном дыхании» кӗнекисем ҫинчен каласа кӑтартӗ. Антон Салмин — этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗн этнологине, религине тата фольклорне тӗпчет. 70 ҫулти Александр Арсентьев — Мурманскри скульптор. Вӑл унти чӑвашсен «Чувашский край» (чӑв. Чӑваш ен) общество оргнаизацине ертсе пырать. Кӗнекесен хӑтлавӗ 11 сехетре пуҫланӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон 23-02-17 (хушса наборламалли номер 147). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел район администрацийӗ сӑранран ҫӗленӗ 27 кресло туянасшӑн. Ку тӗллевпе 567 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗри 21 пин тенке кайса ларӗ. Кресло туянас тесе аукцион ирттерӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Пур креслӑн та пӗр пек пулмалла. Сӑран тӗсӗ ҫеҫ уйрӑлса тӑма пултарать. 2-шӗ – хура, 25-шӗ ҫутӑ сӑрӑ тӗслӗ кирлӗ. Каркасӗ йывӑҫран пулмалла. Кресло ятарласа ертӳҫӗ валли туни кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |