Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Пирӗн ҫӗршыва чикӗ леш енчен пысӑк партипе наркотик илсе килме тӑнӑ.

Эквадортан килекен карап ҫинче 1,5 тонна ытла кокаин тупса палӑртнӑ. Ӑна Питӗр хулинчи портра асӑрханӑ. Наркотика бананпа пӗрле тиесе янӑ. Укҫа ҫине куҫарсан кокаин 20 миллиард тенкӗ ытла тӑрать иккен.

Наркотика тытса чарни пирки Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/215627?single
 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ӗҫченӗн Галина Зотован юбилей иккен. Культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗчи хыпарта хӗрарӑм миҫерине каламан.

Галина Зотова бутафори хатӗрлекен ӳнер мастерскойӗн ертӳҫинче тӑрӑшать иккен.

«Галина Николаевна, сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх-пурлӑх, телей, савӑнӑҫ тата вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр! Сирӗн ӗмӗтӗрсем яланах пурнӑҫланччӑр, пурнӑҫӑрта савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ самантсем кашни кун пулччӑр.

Ӗҫре ҫитӗнӳсем хавхалантарччӑр, ҫемьере юратупа татулӑх хуҫаланччӑр», — саламласа ҫырнӑ хыпарта.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Улатӑрти нимеҫӗ Зоя Бусоргина 60 ҫултан иртнӗ пулсан та ҫамрӑксенчен юлмасть. Вӑл вӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.

Хальхи вӑхӑтра ав Зоя Витальевна Чулхулара иртекен Ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнать. Унта 450 яхӑн нимеҫӗ мероприятие ирттерме пулӑшать. Ҫав шутра – пирӗн ӗнтеш те.

Зоя Витальевна унта хӑнасене кӗтсе илет. Вӑл обществӑшӑн питӗ усӑллӑ пуласшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23911
 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар депутачӗсем ларура хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухассине пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Лару иртнӗ, йышӑну тунӑ.

Должноҫрен каяссине Владимир Доброхотов хӑй та халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Ку «ҫӗнӗ тӗллевсем пулнипе» ҫыхӑннине пӗлтернӗ, пӗр командӑра ӗҫленӗ ҫынсене тав тунӑ.

Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн страницинчи постӗнче Олег Николаева суйлавра ҫӗнтернӗ ятпа тав тунӑ. «Республика управленийӗн структуринче стабильлӗх сыхланса юлни питӗ пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, кӑнтӑрла, Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче пӗрисен пӳртӗнче пушар тухнӑ.

Колхоз урамӗнчи ҫуртри пушара сӳнтерме 7 специалистпа 2 техника пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ автана лӑплантарнӑ хыҫҫӑн 37 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Инкек вырӑнне вырӑнти районӑн прокурорӗ те пырса ҫитнӗ. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӳрте ятарласа чӗртсе янине асӑрхаман.

Арҫын пирус туртнӑ чухне асӑрханман тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/6452
 

Ҫутҫанталӑк
fotokto.ru сайтри сӑн
fotokto.ru сайтри сӑн

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр эрнере ҫуллахи ҫанталӑк хӗллехине ҫаврӑнӗ.

Паян республикӑра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Канмалли кунсенче хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ: термометр 17-22 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Вырсарникун ҫил вӑйланӗ.

Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫуллахи пек ӑшӑ та уяр ҫанталӑк савӑнтарӗ: тунтикун - 20-25 градус, ытларикун 24-29 градус ӑшӑ пулӗ.

Кайран вара ҫанталӑк тӑрук сивӗтсе ярӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫума пуҫлӗ, унтан пирӗн пата сивӗ сывлӑш килӗ: кӗҫнерникун кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 2-7. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрнӗрен тата сивӗрех пек туйӑнӗ.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ текех таврӑнмӗ. Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче вара пӗрремӗш юр ҫӗр ҫине ӳкме пултарӗ.

 

Политика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Паян депутатсем Шупашкар хула администрацийӗн пысӑк залӗнче икӗ ыйтӑва пӑхса тухма пухӑнӗҫ. Пӗри – хула пуҫлӑхне Владимир Доброхотова срок тухичченех должноҫрен хӑтарасси.

Аса илтерер: уйӑха яхӑн ӗнтӗ хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Станислав Трофимов пурнӑҫлать. Сӑмах май, ҫак схемӑпах 2024 ҫулта Владимир Доброхотов Денис Спирин пуканне йышӑннӑ.

«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Доброхотов «Дорэкса» таврӑнма пултарать.

 

Культура
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/chuv_kray пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш актёрӗсем Андрей Кончаловский сериалӗнче ӳкерӗннӗ.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче «Раҫҫей 1» телеканалпа Андрей Кончаловскийӗн «Хроники русской революции» сериалне кӑтартӗҫ. Унта пирӗн икӗ ентешӗмӗр Дмитрий Матвеев тата Даниил Иванов ӳкерӗннӗ.

Дмитрия куракансем «Чернобыль», «Империи: Александр I», Даниила – «Слово пацана. Кровь на асфальте», «СашаТаня» тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.

II Николай патша сӑнарне Никита Ефремов калӑплать. Вӑл — чӑваш букварӗн авторӗн Иван Яковлевӑн тӑванӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, «Нацисен кросӗ» пулӗ. Кӑҫал ӑна Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта спорта юратакансем Мускав ҫыран хӗррине пухӑнӗҫ. Спорт уявӗ кашни муниципалитетрах иртӗ. Чи пӗчӗккисем 1 ҫухрӑм чупӗҫ, шкул ачисемпе студентсем – 4 ҫухрӑм. Спортсменсем вара 6, 8 е 12 ҫухрӑм суйлама пултарӗҫ.

Ку таранччен республикӑра «Нацисен кросне» 14 пин ҫын хутшӑнма заявка панӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Суйлав иртсе кайрӗ, ЧР Элтеперӗ малашне те Олег Николаев пулӗ. Инаугураци аванӑн 26-мӗшӗнче пулӗ.

Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Ҫавна май ҫав кун кӑтартма палӑртнӑ спектакле аванӑн 30-мӗшӗ ҫине куҫарӗҫ. Ун чухне вӑл 15 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: суйлавра Олег Николаевшӑн суйлава пынисен 67,06 проценчӗ сасӑланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, [77], 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, ... 4065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 734 - 736 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗнче тимлӗ пулмалла, тӑкакланма васкамалла мар. Унччен алӑ ҫитмен ӗҫсем юлнӑ тӑк халӗ шӑпах вӗсене пурнӑҫламалла. Ҫитес вӑхӑта плансем хатӗрлӗр, анӑҫлӑ самантсене ан вӗҫертӗр.

Раштав, 31

1898
127
Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ ҫыралнӑ.
1980
45
Шупашкар ГЭСӗн пӗрремӗш гидроагрегатне хута янӑ.
1995
30
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2012
13
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...