Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче тӗрлӗ пултарулах ушкӑнӗ чылай. Хӑшӗсене юрлама ҫӳреҫҫӗ, теприсене — ташлама, виҫҫӗмӗшӗсене — алӑ ӗҫӗ тума. Асӑннӑ ушкӑнсене ҫӳрекенсем — тивӗҫлӗ канури хастар ватӑсем.
Центрӑн виҫӗ структура подразделенийӗнчен пӗри К. Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ. Унта «Лайӑх кӑмӑл» ташӑ ушкӑнӗ пур. Ватӑсем ташлаҫҫӗ ҫеҫ мар, куракан умне тухмалли хитре сцена тумтирне те хӑйсемех ҫӗлеҫҫӗ.
Светлана Романова тата Галина Иванова нумаях пулмасть «Хурӑн» ташӑ валли тум ҫӗленӗ.
Машина тӑвакансен техникумӗнчен вӗренсе тухсан Светлана Романова Трактор заводӗнче ӗҫленӗ. Паян вӑл ал ӗҫӗпе аппаланать, салтаксене те пулӑшать.
Галина Иванова малтан ача пахчинче воспитательте ӗҫленӗ, кайран тиртен калпак ҫӗлеме хӑнӑхсан вӗренсен ательере тӑрӑшнӑ.
