Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Медиахолдинг тӑвассине сӳтсе яврӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.08.2023 13:13 | 655 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Стратегиллӗ сесси вӑхӑтӗнче
Стратегиллӗ сесси вӑхӑтӗнче

Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче паян стратегиллӗ сесси ирттерчӗҫ — Чӑваш Республикин медиахолдингне мӗнле хатӗрлессине сӳтсе яврӗҫ.

Мероприятие тӗрлӗ ҫынсене йыхравланӑ: общество хастарӗсене, экспертсене, МИХсенче ӗҫлекенсене тата культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсене. Стратегие сӳтсе явакан сесси тӑватӑ сӗтел тавра пухӑнса ӗҫлерӗ. Кашниех медиахолдинг тӑвас ӗҫре мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. Пӗрисем республика тулашӗнчи чӑвашсен пурнӑҫне ҫутатма ыйтрӗ, теприсем МИХсемпе халӑх хушшинче шанӑҫа ӳстерме сӗнчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем холдинг ӑсталанин усси мӗн тери лайӑх пулни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тухса калаҫакансем Татмедиа холдинга йӗркеленӗ чухне те, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн ҫунатти айне чӑвашла тухакан пӗтӗм республика кӑларӑмӗсене пухнӑ чухне те ҫак ӗҫ ыррине кӑна кӑтартрӗ тесе пӗтӗмлетрӗҫ.

Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйне пӑхӑнакан мӗнпур кӑларӑмсене пӗр холдинга пухас шухӑшлӑ пулас. Ку ыйтӑва малалла сӳтсе явӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе усӑ курӗҫ. Холдинг йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта мӗнпур район хаҫачӗ, чӑвашла та вырӑсла та тухакан кӑларӑмсем кӗрӗҫ. Административлӑ тата укҫа-тенкӗ функцине пӗрлештерни редакцисене ҫӑмӑллӑх парӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

#хаҫатсем, #ЧПУ КК, #пухусем, #политика, #МИХсем, #журналсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем