Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗн сивӗ е ӑшӑ пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлӗн юлашки уйӑхӗнче нӳрӗк сахал пулӗ. 11 ҫул каялла нарӑсра 9 мм нӳрӗк пулнӑ, норма – 22 мм. Хальхинче те ҫаплах пулма пултарать. Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 29 сантиметрпа танлашать. Нарӑс вӗҫнелле 40 сантиметр таран ӳсӗ. Нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен сивӗтме пуҫлӗ. Унччен ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ. Тепӗр хутчен юлашки декадӑра сивӗтӗ. Ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ проекчӗ Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑ хула тума пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене кӑҫал ҫӗнетсе илемлетӗҫ. Кашни муниципалитета 70-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Ыттине - регион хыснинчен. Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Проекта ырланӑ ӗнтӗ. Пӑрачкав тӗлӗшпе вара документаци хатӗр мар. Ӑна ЧР Строительство министерствипе пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑтра кирек епле учрежденин те ҫӗнӗлле ӗҫлеме тивет. Ҫакӑ культурӑпа ӳнере те пырса тивет. Чӑваш Енӗн наци музейӗ, ав, «День музея в школе» (чӑв. Шкулти музей кунӗ) ҫутӗҫ проекчӗ пуҫарса янӑ. Проектпа килӗшӳллӗн музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем чӗрӗ урок ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек заняти ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тӑрӑх историйӗпе кӑсӑклантарса ярасса шанаҫҫӗ. «Шкулти музей кунӗ» проекта хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗсен музейҫӑсене систермелле ҫеҫ — вӗсем шкула пырса та ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ангелина Павловская. Вера Воронова халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшенче, хальхи вӑхӑтри паллӑ чӑваш прозаикӗн Ангелина Павловскаян ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Вӑл 1939 ҫулхи Вӑрмар районӗнчи Пӗчӗк Енккассинче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри библиотекарьсем хатӗрлекен техникумра, Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Чылай ҫул шкул ачисене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Авторӑн «Ярӑм-ярӑм явӑнать тӗтре» повеҫӗ 1983 ҫулта «Ялав» журналта пичетленсе тухнӑ. 2010 ҫулта унӑн «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем кун ҫути курнӑ. 2013 ҫулта вулакансем ҫыравҫӑн «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ, 2014 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2-мӗш кӗнеки кун курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Марина Карягина. culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, паллӑ режиссёр-документалиста, поэта, драматурга, прозаика, куҫаруҫӑна, ӑста тележурналиста Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнине ӗнентерекен удостоверени панӑ. Аса илтерер: ӗнер Марина Карягина Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Галина Евтушенко кинорежиссёрӗн, продюсерӑн тата сценаристӑн, искусствоведени кандидачӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине хутшӑннӑ. Раҫҫейри кинематографистсен союзӗн йышне илнӗ ятпа Марина Карягинӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви те саламлать. Ун пек хыпара ведомствӑн сайтӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() https://chgtrk.ru/novosti/obrazovanie/v-cheboksarah-vybrali-luchshego-uchitelya-rodnogo-yazyka/ Шупашкарта тӑван чӗлхен чи лайӑх вӗрентекенне суйланӑ. Конкурсра педагогсем профессионаллӑхне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ: юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑсем каланӑ. Финалта вара наци чӗлхине вӗрентессинче шухӑшласа кӑларнӑ инноваци ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. 48-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Храмова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 33-мӗш шкулӑн педагогӗ Ирина Диарова иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 40-мӗш шкулти Лилиана Романова тата 62-мӗш шкулти Марина Мурзакаева виҫҫӗмӗш вырӑна пайланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван чӗлхепе тата литературӑпа федераци шайӗнче олимпиада иртет. Чӑваш Енӗн Культура тата ӳнер институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче одимпиадӑн инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ пӗрремӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш чӗлхи тата литератури енӗпе Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Донецк Халӑх Республикинчи 350 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсенчен 172-шӗ иккӗмӗш тура лекнӗ. Иккӗмӗш тапхӑр нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре Чӑваш патшалӑх университетӗнче куҫӑн мелпе иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Светлана Макарова музоковеда асра тытса пухӑнӗҫ. Вӑл пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ. «Ее второе имя — вдохновенье» (чӑв. Унӑн тепӗр ячӗ — хавхалану) астӑвӑм каҫӗ нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Пысӑк концерт залӗнче ҫав каҫ аса илӳсемпе пӗрлех классика хайлавӗсем янӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() informing.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫулхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче пирӗн республикӑран ют ҫӗршыва 5 пин те 28 ҫын тухса кайнӑ. Ун пекки 2011 ҫултанпа та пулман иккен. Ют ҫӗршыва тухса кайнисенчен 71,3 проценчӗ, е 3 пин те 587 ҫын, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсене тухса кайнӑ, ыттисем (1 441 ҫын) — аякри ют ҫӗршывсене. Ют ҫӗршыва чылай чухне вӑйпиттисем тухса каяҫҫӗ. Пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ, хӑйсен вӑйне, ӑс-тӑнне шанакан ҫамрӑксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ скриншот Шупашкарти Кадет корпусӗнче ачасене географи вӗрентнӗ учительницӑран пӗр яш тӑрӑхлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пӗр яш хӑйӗн учительне машинӑпа йӗрлесе пынӑ май ун пирки килӗшӳсӗр сӑмахсемпе перкелешнине сӑнлакан видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ача республикӑри Кадастр палатин директорӗн ывӑлӗ иккен. Кайран каччӑ учительтен каҫару ыйтса видео ӳкерсе илнӗ, ашшӗ каҫару ыйтса СМС-ҫыру янӑ-мӗн. Хӗрарӑм хӑйне кӳрентернӗшӗн каччӑпа судлашасшӑн та пулнӑ-мӗн, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче учитель те, Кадет корпусӗн директорӗ Наталья Тимофеева та (вӑл учителе хӳтӗленӗ иккен) ӗҫрен кайнӑ. Вӗрентекен заявлени ҫырса панӑ иккен, директорӑн вара ӗҫ килӗшӗвӗнче палӑртнӑ вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |