Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Культура учрежденийӗсен те укҫа-тенкӗ туса илесшӗн, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересшӗн тапаҫланма тивет. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ҫеҫпӗл картти» проект пуҫарса янӑ. Культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче театр 90 ҫул тултарать. Ҫавна май черетлӗ сезон тӗрлӗ премьерӑпа, концертпа, пултарулӑх каҫӗпе, конкурссемпе акцисемпе пуян пулӗ. «Ҫеҫпӗл карттине» спектакль курма пынӑ 14 ҫулчченхи ачасене парӗҫ. Унпа нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен театрти 6 спектакле 20 процент йӳнӗрех тӳлесе курма май килӗ. Карттӑна илес тесен театра ачасемпе аслисен пӗрле пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен конкурсне халалласа шӑнкӑрч вӗллисен конкурсне ирттереҫҫӗ. «Ҫӗнӗ пӳртпе» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращин администрацийӗ ирттерет. Унта шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пушӑн 15-мӗшӗччен хӑвӑр алӑпа тунӑ шӑнкӑрч вӗллине илсе килмелле. Жюри ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ номинацире палӑртӗ: чи тӗрӗс те хӑтлӑ вӗлле, чи хитре те оригиналлӑ вӗлле, чи креативлӑ дизайнлӑ вӗлле. Тӗплӗнрен ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин сайтӗнче пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑс уйӑхӗ ӑшӑ килчӗ. Халӗ вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшт сивӗтет. Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ. Ыран 9-14 градус сивӗ тӑрӗ. Ытларикун каҫхине 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ку эрнери чи сивӗ ҫанталӑк пулӗ вӑл. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Иккӗмӗш ҫурринче вара ӑмӑрланӗ, ӑшӑтма пуҫлӗ: юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 2-7 градус сивӗ тӑрӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, сивӗтме пуҫлӗ. Анчах ку – уҫӑлса ҫӳремелли лайӑх ҫанталӑк кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rmi.org сайтри сӑн ЧР Цифра министерстви 543 пин те 33 тенкӗлӗх 7 аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене выляса илнӗ подрядчикӑн регионти влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатакан 10 телепрограмма хатӗрлемелле. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Тӗслӗхрен, туризм аталанӑвӗ, ял хуҫалӑх, бизнес, транспорт тытӑмӗ, культура, халӑха хӑтлӑ тавралӑх туса пани тата ытти пирки программӑсем хатӗрлемелле. Чӑваш Енри халӑхӑн 50 проценчӗ курма пултаракан телеканалсем кӑна аукциона хутшӑнма пултараҫҫӗ. Программӑн 10 минутран сахалрах пулмалла мар. Кашнине 3 хутчен кӑтартмалла. Аукцион ҫӗнтерӳҫисем программӑсене 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗччен кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ryazannews.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 39-ти арҫын ывӑлӗшӗн алимент тӳлеменшӗн 2021 ҫулта административлӑ майпа явап тытнӑ. Вӑл 40 сехет ӗҫлесе татнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын алимента туллин тӳлемен, кӑштахшар кӑна укҫа куҫарса тӑнӑ. Унӑн яланхи ӗҫ вырӑнӗ пулман, ҫӗнӗ ӗҫе вырнаҫсан та яланах кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, тупӑшне пытарса укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Ҫапла унӑн 505 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах арҫыннӑн алимента туллин парса татма май тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юрий Сементер. ВКонтакте халӑх тетелӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юрий Сементер чӑваш халӑх поэчӗ ҫырнисен черетлӗ: улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗш томӗсене — кӑларма хатӗрленет. Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи Леонид Петров халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть вӑл Юрий Сементер патӗнче ӗҫпе пулнӑ. «Поэтӑн ӑс-хакӑлӗ – янкӑр, ҫав хушӑрах чуна ҫунатлантаракан темле ачаш хӗлхемӗ – чӑппи таранах тулли. Вӑл пӗр чарӑнми, пӗр кун сиктерми халӗ те ҫаплах сӑвӑ тӗнчинче ҫине тӑрса ӗҫлени питӗ тӗлӗнтерчӗ. Теме те курать, темле илеме те шыраса тупма пӗлет унӑн туйӑмлӑ варкӑш ҫилӗ. Вӑйне шеллемесӗр ӗмӗрсен тӗтрийӗ витӗр таҫта та ҫитет, унталла-кунталла пӗрмай кумать…», — ытарлӑн ҫырса кӑтартнӑ Леонид Петров. «Тӗлӗнмелле те, унӑн чунӗ, чӗрийӗ, кӑмӑлӗ унчченхинчен те вӗрирех пулӗ. Пӗртте лӑпланса ларма пӗлмест, ыранхи пиркиех шухӑшлать. Ҫырнисен пуххин пит калӑплӑ улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш томӗсене (пиллӗкӗшӗ пичетленнӗ!) кӑларас пирки вӑй-халне шеллемесӗр малалла ӗҫлет», — пӗтӗмлетнӗ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владислав Кириллов старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ. Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти "Ковчег" зоокӗтесри Сеньӑпа Сима ятлӑ сӑвӑрсем кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑраннӑ. Халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, вӗсем ирех хӗл ыйхинчен вӑрансан ҫуркунне хӑвӑрт килӗ. Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче сӑвӑрсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем пӗлтӗр ҫак уявран ҫывӑрса юлнӑ, нарӑс уйӑхӗн варринче кӑна вӑраннӑ. Тепӗр халӑх сӑнавӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче сӑвӑр хӑйӗн мӗлкине курман тӑк ҫуркунне часах килӗ. Кӑҫал вара нарӑсӑн 2-мӗшӗнче уяр ҫанталӑк пулман. Эппин, ҫуркунне инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Етӗрне районӗнче Land Rover Discovery машина пӑр айне кайнӑ. Малти кустӑрми пӑр айне кайсан водитель салонран тухма, япалисене илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Кайран машина вӑйлӑрах путнӑ. Ку хыпара "Рыбалка Чувашии" ушкӑн пӗлтернӗ. Апла водитель пулла килнӗ пулнӑ. 17 сехет тӗлне машинӑна тракторпа туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче Куйбышев урамӗнчи харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм электропралукран тухнӑ. Шел те, пушарта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен ватӑ хӗрарӑм пушартан тухайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |