Культура
Чӑваш наци радиовӗн сӑнӳкерчӗкӗсем Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики — 2022» конкурс иртнӗ. Ҫав ята хальхинче Муркаш районӗн хӗрӗ Анастасия Поркина тивӗҫнӗ. Конкурса республикӑри районсенчен тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчен 21 пике хутшӑннӑ. Чӑваш Ен наци радиовӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Вице-чӑваш пики» ята Тутарстан хӗрӗ (хыпарта хӗрсен ячӗсене асӑнман. — Т.Т.) ҫӗнсе илнӗ, «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» номинацире Йӗпреҫ район хӗрӗ ҫӗнтернӗ. «Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ. Шупашкар хулинчен хутшӑннӑ хӗр «Чи тараватли» пулса тӑнӑ. Елчӗк район хӗрне «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» тесе йышӑннӑ. «Чӑваш Ен тулашӗнчи пике» ята Пушкӑрт, Пенза тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хӗрсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
nasledie.nbniki-i-arkhitektory сӑнӳкерчӗкӗсем Паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Анатолий Миттов (1932-1971) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Анатолий Миттов чӑн-чӑн чӑваш ӳнерне пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Художникӑн хӑйне евӗр стилӗ тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине уҫса пама пулӑшать. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче символсемпе усӑ курма пӗлнӗ, чӑвашӑн чунне таҫтан темле майпа тарӑннӑн курса-туйса тӑнӑ. Анатолий Миттов — Канаш чӑвашӗ. Вӑл унти Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнипех ҫырлахман, Ленинградри (халӗ — Питӗр) И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренме кӗнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ, Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «2022 ҫулхи чӑваш литератури: кун ҫути курнӑ кӑларӑмсен илемлӗх шайӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗ йӗркелӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗлпулура Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова (Васильева), «Тӑван Атӑл» журналӑн редакторӗ Арсений Тарасов, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ, Юрий Артемьевпа Виталий Родионов профессорсем, Вера Никифоровӑпа Ирина Кириллова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем тата ыттисем тухса калаҫӗҫ. Тӗлпулу 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Республикӑра
Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулӗсенче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласемпе ялсенче преступлени тӑвасси ӳссех пынӑ, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те вӑрӑ-хурах бандисем халӑха лӑпкӑ пурӑнма паман. Пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисенчен ялсенче лаша вӑрласси уйрӑмах сарӑлнӑ пулнӑ. Ульяновск, Шупашкар тата Хусан хулисенчи патшалӑх архивӗсенче ӗҫлеме тивнӗ май, эпӗ ӑнсӑртран тенӗ пекех Шаккур Карак банди ҫинчен ҫырнине тӗл пултӑм. Мана уйрӑмах Хусан архивӗнче Г.М.Ломоносов юристӑн аса илӗвӗ интереслентерчӗ. Георгий Михайлович Ломоносов 1905 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Юрист тата таврапӗлӳҫӗ пулнӑ. Следовательте, прокурорта, халӑх судйинче, СССР Юстици министерствин аппаратӗнче ӗҫленӗ. «1923-1924 ҫулсенче эпӗ Хусан университечӗ ҫумӗнчи юридици курсӗнче вӗрентӗм, — ҫырать Г.М.Ломоносов. — Ун хыҫҫӑн мана Патӑрьел, Пӑрачкав тата Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче халӑх следователӗ пулма ҫирӗплетрӗҫ. Шӑпах ҫав ҫулсенче ӗнтӗ Шаккур Карак ертсе пыракан вӑрӑ-хурах банди алхасатчӗ. Шаккур Карак бандинче, пулӑшакансене те шута илсен 100-е яхӑн ҫын тӑнӑ. |
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта громкоговорительпе калакан автобус иртсе ҫӳренине асӑрхаман-и? Нумайӑшӗ илтнӗ пулӗ. ҪҪХПИ ку эрнере хӑйне евӗр акци ирттерет. Шупашкарта 15-17 сехетсенче ятарлӑ автобус ҫӳрӗ. Унта вырнаҫтарнӑ аппаратурӑпа аудиоролик ярӗҫ. Вӑл - ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки. Ҫавӑн пекех автобусри инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене хытӑ илтӗнекен ҫыхӑнупа ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки асӑрхаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Етӗрне районӗн администрацийӗ подряд организацийӗпе коммуналлӑ каяшсен свалкине рекультивацилеме килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне подряд организацийӗ йӳнӗрех материалсемпе усӑ курнӑ. Ӗҫе йышӑннӑ чухне вара урӑхла кӑтартнӑ. Ҫавна пӗлсе тӑрсах пуҫлӑхӑн заместителӗ документсене алӑ пусса панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн бюджетран укҫа куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Арлашкин урамӗнчи кирпӗч-йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шел те, вилесӗр пулман. Пушара сӳнтернӗ хуҫҫӑн 1974 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ. Ҫулӑм йывӑҫа, хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Етӗрне районӗнче пушар пулнӑ. Унта 3 ҫын ҫунса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Паян республикӑра хӑйне евӗр ҫанталӑк: пӗлӗтсен ҫӳллӗшӗнче – 0 градус, ҫӗр ҫийӗн вара сывлӑш сивӗнме тытӑннӑ. Халӗ ҫулла пулнӑ тӑк шӑрӑх хуҫланӑччӗ. Хӗлле вара тӳпе ҫутални – сивӗтессе. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, паян каҫхине шӑнтать, 12 градус сивӗ пулӗ. Ыран хӗвел пӑхӗ, 3-8 градус таран сивӗтӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 11-16 градус сивӗ пекех туйӑнӗ. Юнкун ҫил пушшех те вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Канмалли кунсенче лӑпланӗ, анчах вӑйлӑрах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине 20 градус таранах сивӗ пулмалла. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавра урӑх кун пек вӑйлӑ юр ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет тӗлӗнче Вӑрнар поселокӗнче 86 ҫулти кинемей машина айне пулнӑ. Карл Маркс урамӗнчи 49-мӗш ҫурт тӗлӗнче 28 ҫулти водитель «Шевроле-Клан» машинӑпа ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Кинемей ятарласа каҫмалли вырӑн ҫук ҫӗрте ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Суранланнӑ ватта пульницӑна ӑсатнӑ, анчах вӑл унта вилсе кайнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче водитель урах пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра ҫул ҫинче 4 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче иккӗн вилнӗ, виҫҫӗн аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ. Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать. Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |