Красноармейски районӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ватӑ ҫынна ҫаратма шут тытнӑ.
Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын усал ӗҫе хӑйӗн 15-ри ывӑлне явӑҫтарнӑ.
Ырӑ мар шухӑш тытнӑ ҫак ҫемье ялта пӗччен пурӑнакан 88 ҫулти кинемейӗн укҫа пурах тесе шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем ватӑ патне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехет иртсен кайнӑ. Алӑка ватса кӗрсе кинемее тапӑннӑ, унӑн 200 пин тенкине илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки кинемей кӑштах пурӑнсан ҫеҫ кӳршисене каласа панӑ, леш йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хайхи пуҫтахсем ватта тавӑрассипе хӑратнӑ иккен, вӑл ҫавӑнпа каласа кӑтартма шикленнӗ.