Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын пушарта вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхине пулса иртнӗ. Куславкка районӗнчи Паланкасси ялӗнче 55 ҫулти арҫын йывӑҫ пӳртре пӗчченех пурӑннӑ. Килӗнче унӑн ҫутӑ та, газ та пулман. Пӳрте вӑл кӑмака хутса ӑшӑтса пурӑннӑ. Пушара сӳнтерме виҫӗ техника пырса ҫитнӗ. Ҫапах та йывӑҫ пӳрт пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ, кил хуҫи вара вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗнче нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре кроссовер кӗпер ҫинчен вирхӗнсе аннӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑран, ӑна тасатманран, водитель руле итлеттереймен – кӗпер ҫинчи тимӗр картана пырса тӑрӑнса ҫырманалла ӳкнӗ. Аманнӑ водителе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫула тасатмаҫҫӗ. Районти ытти ҫул тӗлӗшпе те ҫӑхавсем килеҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗ саккун проектне сӗннӗ: иноагентсене Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ пулма чармалла. Ку проекта ырласан Тӗп суйлав комиссийӗн пайташне иноагентсен йышне кӗртсен вӑл тӳрех ӗҫлеме пӑрахӗ. Сӑмах май, Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ нарӑсӑн 16-мӗшӗнче пулӗ. Ку саккун проектне унта пӑхса тухӗҫ-и е ҫук-и - паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() poembook.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк сивӗрех пулӗ. Эрне 7 градус сивӗрен пуҫланӗ. Ҫӗрлесерен 9 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсем тӗлне палӑрмаллах сивӗтӗ. Кӑнтӑрла термометр 8 градус кӑтартӗ, ҫӗрле - 15 градус. Ҫил ҫеккунтра 6 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Советский Чувашия" хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Виктор Чугаров-Чалтӑр Чӑваш чӗлхи клубне ертсе пыма пӑрахнӑ. Ку хыпара Игорь Алексеев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Игорь хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ку яваплӑха хӑй ҫине илме темиҫе ҫынна сӗнсе пӑхнӑ, анчах килӗшекен хальлӗхе тупӑнман. Игорь Алексеев «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ку яваплӑха хӑйсем ҫине илмӗҫ-ши тесе тӗмсӗлнӗ. Клубра хаҫат-журналта пичетленнӗ статьясене тишкерме пулать тесе шухӑшлать вӑл. Поста вуланисем тӳлевсӗр ӗҫе туса пыма ҫӑмӑл маррине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарта Алькешре тата Кӑнтӑр поселокӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри - икӗ поселока ҫыхӑнтаракан ҫул. Вӑл хӑҫан пулӗ? Нумаях пулмасть тӳре-шара унти халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем вӗсенчен ҫул хӑҫан пуласси пирки ыйтнӑ. Проект экспертиза витӗр тухнӑ-мӗн. Кӗҫех "Стройка 21" фирмӑпа килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫула 2025 ҫулччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() sreda24.ru сайтри сӑн Шупашкарти 32 ҫулти таксист ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ун патне саккас килнӗ: хӗре Канаша леҫсе ямалла. Клиента кӗтсе ларнӑ чухне ун патне шӑнкӑрав килнӗ - хӗрӗн ӗҫри пуҫлӑхӗ-мӗн. Хайхискер уншӑн укҫа куҫарса парассине каланӑ. Ҫапла таксист картта номерне те, смспа килнӗ кодсене те пӗлтерне. Кун хыҫҫӑн унӑн номерӗ ҫинчен 24 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ултавҫӑ кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл каллех шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн картта ҫинчен тепӗр 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Вӑрмар районӗнчи 51 ҫулти арҫын ачишӗн алимент тӳлеменнипе явап тытнӑ. Алимент тӳлеменшӗн малтан ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. Хайхискер ӗҫ тупма та тӑрӑшман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион та 100 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. Хальхинче те ӑна суд тунӑ. Ӑна 6 уйӑх ӗҫлесе татмалла тунӑ. Шалӑвӗн 5 проценчӗ патшалӑх хыснине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата республика тулашӗнчи шкулсенче вӗренекенсем валли «Упрар тӑван чӗлхемӗре» оратор ӑсталӑхӗн конкурсне иртет. Унта 5-6-мӗш класӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнмалли темӑсем: «Тавах сана, вӗрентекенӗм», «Ачалӑх – телейлӗ тӗнче», «Тӑван енӗм паттӑр ҫынсемпе пуян». Видеокалаҫу 2–4 минут тӑсӑлмалла, ӑна чӑвашла ҫырса илмелле. Материалсене республикӑн Вӗренӳ институтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |