Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.9 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер тата виҫӗмкун республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Шел те, аҫа-ҫиҫӗм шар кӑтартмасӑр пулман.

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхине Йӗпреҫ поселокӗнче Почта урамӗнчи пӗр ҫурт тӑррине аҫа ҫапнӑ. Пушарнӑйсем хӑвӑрт ҫитнӗ, ҫулӑма 3 минутран сӳнтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гузовски ращинчи йывӑҫа аҫа ҫапнӑ. Ӑна та хӑвӑртах сӳнтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Видео скринӗ
Видео скринӗ

Ӗнер Красноармейски районӗнче тухтӑрсем пациента васкавлӑ медпулӑшу машини патне урапапа тӗксе тухнӑ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Красноармейское – Трак Ен» ушкӑнра пӗлтернӗ.

Ку Кӑлава Шетмӗ ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялти пӗр урама Шетмӗ юханшывӗ уйӑрать. Ун урлӑ йывӑҫ кӗпер сарнӑ. Анчах ҫырмана анса хӑпарма хытӑ сийлӗ ҫул ҫук. Тракторсем, паллах, лачакара та анса хӑпараяҫҫӗ. Анчах васкавлӑ медпулӑшу машини пылчӑка пула унта кайман. Тӗнче тетелӗнче вара кӗпер юсавсӑр тесе сӑмах сарӑлнӑ.

Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех ку кӗпере пуҫарупа пухнӑ укҫа программипе юсамалла. Документсене хатӗрлесе ҫитернӗ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсене Ял хуҫалӑх министерствине ҫитермелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-137663275_20151
 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере пирӗн республикӑра циклон хуҫланать. Пирӗн пата ҫурҫӗр енчен уҫӑрах сывлӑш килнӗ. Ҫак кунсенче кӑнтӑрласерен те уҫӑрах пулӗ: термометр 20-22 градус кӑна кӑтартӗ.

Юнкун ҫумӑр вӑйлах ҫума пултарать. Кӗҫнерникунран пуҫласа шӑматкунччен уяр тата ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ.

Вырсарникун, Ҫимӗкре, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енчен самай вӑйлӑ вӗрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Шыравпа ҫӑлав служби тунӑ сӑн
Шыравпа ҫӑлав служби тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.

Арҫын 1996 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Унӑн виллине вырӑна ҫитнӗ водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.

 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи халӑх театрӗ Б.Васильевӑн «А зори здесь тихие...» повеҫӗ тӑрӑх спектакль ят панӑ. Ӑна «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ...» ят панӑ.

Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, И. Максимов-Кошкинский ячӗпе хисепленекен халӑх драма театрне Нина Панина режиссёр ҫут тӗнчерен кайнӑранпа Владимир Егоров ертсе пырать.

Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ ӗҫпе «Раҫҫӗй 1» телеканалпа эфира тухакан хыпарсен кӑларӑмӗнче каласа кӑтартнӑ. Владимир Егоров режиссёра вара ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра уҫӑ эфира тухакан «Ирхи тӗпеле» йыхравланӑ.

 

Сывлӑх
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпӳ районӗнчи тухтӑрсем утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Арҫынна вӗлле хурчӗ сӑхнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ял ҫынни тӑн ҫухатнӑ. Ун патне, юрать, вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини пырса ҫитнӗ.

Анафилакси шокӗ пулнӑ этем тухтӑрсем пырса ҫитнӗ ҫӗре сывлама пӑрахса ӗлкӗреймен, юн тымарӗсем те ҫывӑрса каяйман. Шурӑ халатлисем ятарлӑ катетер лартса гормонсем янӑ, кислородпа сывлаттарма тытӑннӑ, унтан тӗрлӗ эмел шӗвекӗ тумлатма пуҫланӑ. Юн пусӑмӗ 90/55-е хӑпарса ҫитсен сывлӑш ҫулне уҫса ярса аллергирен препаратсем янӑ.

Ҫапла вара Дина Никитина фельдшерпа Раиса Иванова медсестра ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5153
 

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Вӑрнарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын вырӑнти пасарта 5 пин тенкӗлӗх шӳтлӗ укҫа тупнӑ та ҫав вӑхӑтрах унпа лавккана кайма шатланӑ.

Арҫын лавккара 8 килограмм какай туяннӑ. 58 ҫулти сутуҫӑ укҫа суя шӳтлӗ пулнине асӑрхаман та - каялла 2700 тенкӗ панӑ. Укҫа суя пулнине вӑл каярахпа кӑна асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ.

Арҫынна кӗҫех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи.

 

Персона
Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ космонавта орден пама йышӑннӑ.

Николай Бударин — Раҫҫей Геройӗ, Раҫҫейри чӑвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн пайташӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл иртнӗ эрнере, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑччӗ.

Николай Михайлович 1953 ҫулхи ака уйӑхӗн 29-мӗшенче Улатӑр районӗнчи Киря посёлокӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл пуҫласа тӗнче уҫлӑхне 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшнче хӑпарнӑ. «Мир» орбита комплексӗн бортинженерӗ пулса Николай Бударин тӗнче уҫлӑхӗнче ҫавӑн чухне 75 талӑк ирттернӗ.

Пӗтӗмпе вӑл тӗнче уҫлӑхне виҫӗ хутчен улӑхнӑ, уҫӑ космоса сакӑр хутчен тухнӑ.

 

Чӑвашлӑх
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Нарспи сӑнӗ ҫухални ҫынсене тӗлӗнтернӗ ҫеҫ мар, кӑмӑлсӑрлантарнӑ та.

Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине каярах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑччӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Халӗ, чӑн та, «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ тӗлӗнче каллех Нарспи сӑнӗ пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/5140
 

Страницӑсем: 1 ... 536, 537, 538, 539, 540, 541, 542, 543, 544, 545, [546], 547, 548, 549, 550, 551, 552, 553, 554, 555, 556, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...