Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Роман Яковлев 03.11.2024 11:16 | 2208 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» ятлӑ.

Кӗнеке пӗтӗмпех Ятарлӑ ҫар операцине тата патриотизм темине халалланӑ сӑвӑсенчен тӑрать. Чӑваш поэчӗн ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑввисен пӗр пайне вырӑсла Владимир Грибанов (Чӑваш Ен), Николай Михин (Питӗр) тата Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан) куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекен «На войне многим хочется читать стихи» ятлӑ умсӑмахне пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫырнӑ.

Валери Туркай хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекин ытларах пайне ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан паттӑр ентешӗсене парнелеме палӑртать. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче поэтӑн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнелте пурӑнакан хастар ентешӗсем «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» кӗнекене, ытти гуманитари пулӑшӗвӗпе пӗрле, Запорожье тӑрӑхне илсе кайнӑ та ӗнтӗ.

Валери Туркайӑн ҫак пӗртте ансат мар саманара пурне те питӗ кирлӗ кӗнекине вулакан патне ҫитерме Чӑваш Енре тата Мускавра пурӑнакан Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пулӑшнӑ.

#кӗнекесем, #Хырай Ӗнел, #Комсомольски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2112.36.5932
2024.11.03 11:27
Agabazar
Статьяна Роман Яковлев çырнă.
Микулай // 9439.8.5559
2024.11.03 13:53
Мӗн сӑлтава пула ҫӗнӗ кӗнеки виҫӗ чӗлхеллӗ (акӑлчан) кун ҫути курман?
Валери ТУРГАЙ // 3081.9.2560
2024.11.03 15:05
"Миккулая": Виçĕ е вунвиçĕ чĕлхеллине эс кăлар, хаклă çыннăм!.. Кăларайсан...
Agabazar // 2682.92.5283
2024.11.04 19:40
Agabazar
Мĕншĕн виçĕ чĕлхелле кăнаç пулмалла? Пултăр 100 чĕлхепе. Вăл шутра киттай чĕлхине те манса каймалла мар.
Микулай // 9439.8.5559
2024.11.04 21:38
Ман шутпа чӑвӑш кӗнеки чӑвашла ҫеҫ пулмалла. Ют чӗлхесемпе хутӑштармалла мар.
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.05 06:59
"Микулай": "Ман шутпа чӑвӑш кӗнеки чӑвашла ҫеҫ пулмалла (...)
Эс, тăванăм, хăçан кун пекех ăсланса кайнă?..
Тен, ку тĕлĕшпе ятарлă саккун йышăнатпăр?..
Эс ху пĕр кĕнеке те пулсан парнеленĕ-и хуть вулакана?..
Питĕ иккĕленетĕп!
Валери ТУРКАЙ.05.11.24
Микулай // 9439.8.5559
2024.11.05 16:55
Эпӗ ниҫта та кӗнекесене 2 чӗлхепе кӑларнине ку таранччен курман. Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекене тата ют чӗлхепе хушса кӑларни чӑваш чӗлхине мӗнле усӑ парать?
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.05 17:14
"Микулай": "(...)Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекене тата ют чӗлхепе хушса кӑларни чӑваш чӗлхине мӗнле усӑ парать?"
Эс, шел пулин те, ÇАКНА нихăçан та ăнланаймастăн!
Валери ТУРКАЙ. 05.11.24
Валери ТУРКАЙ // 3081.9.2560
2024.11.09 06:54
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.10-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем