Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.9 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӳршӗре

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнче 8 ҫын наркӑмӑшланса вилнӗ. Пӗтӗмпе наркӑмашланнӑ 14 тӗслӗхе шута илнӗ.

Вилнисем – 29-53 ҫулсенчи ҫынсем. Хальхи вӑхӑтра 6 ҫын реанимацире выртать. Ҫав шутра 16 ҫулти ҫамрӑк пур.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем «Мистер Сидр» ӗҫмене пула вилнӗ. Ӑна Самар облаҫӗнче туса кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 93 пэт-кӗленчене суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларнӑ. Пӗр верси тӑрӑх, ҫак ӗҫмере этил спирчӗ вырӑнне ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ метанол пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑматкун кӑна ӑшӑччӗ, ӗнер вара тӑрук сивӗтрӗ. Паян ҫӗрле 4-7 градус кӑна пулнӑ.

Ку эрнере сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Кӑнтӑрла нумайран та 20 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, аслати авӑтма пултарӗ.

Ҫӗртмен 9-мӗшӗ тӗлне самай ӑшӑтӗ. Анчах уяври канмалли кунсенче самай уҫӑ ҫанталӑк тӑрӗ – термометр кӑнтӑрла 15-17 градус кӑна кӑтартӗ, ҫӗрле – 4-5 градус ӑшӑ.

 

Республикӑра
"Малалла" хаҫат архивӗнчи сӑн
"Малалла" хаҫат архивӗнчи сӑн

Ҫӗмӗрлере Пионер организацийӗ йӗркеленнӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалланӑ парка хатлӑлатма пуҫланӑ. Ленин палӑкӗллӗ трибунӑна демонтаж тӑваҫҫӗ.

Ҫук, Ленин палӑкне вуҫех илсе пемӗҫ. Ӑна урӑх ҫӗре куҫарӗҫ - хырсен хыҫӗнчи стела ҫывӑхӗнче.

Проектпа килӗшӳллӗн хӑш-пӗр хыра касӗҫ. Ҫапла икӗ лапам пӗрлешӗ: парк тата тӳрем.

Палӑртмалла: 2016 ҫулта трибунӑна ҫӗнетнӗ, Ленин палӑкне сӑрланӑ.

 

Персона

Шупашкар прокурорӗ Александр Шабалкин чылай вӑхӑт йывӑр чирпе кӗрешнӗ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл 47 ҫулта пулнӑ.

Александр Владимирович 1996 ҫултанпа Чӑваш Ен прокураурин органӗсенче ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл пӗр наградӑна кӑна мар тивӗҫнӗ.

Александр Шабалкинпа ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 14 сехетре Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче сывпуллашӗҫ (Лениград урамӗ, 32-мӗш ҫурт-

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-213576372_1456
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейски район администрацине урӑх ҫын ертсе пыма пуҫланӑ. Ку пукана Павел Юрьевич Семенов йышӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче депутсем пухура унӑн кандидатурине пӗр саслӑн пулса ырланӑ.

Павел Семенов - 34 ҫулта. Унччен вӑл Канаш районӗнчи Сухайкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Ку должноҫе вӑл 27 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче ял тӑрӑхӗ Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурсра малтисен йышне кӗнӗ.

Палӑртмалла: Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ унччен Борис Клементьев пулнӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.

 

Персона
Тамара Тинникова. Ольга Федорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Тамара Тинникова. Ольга Федорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫак кунсенче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре кӗнеке куравӗ ӗҫлессине эпир унччен пӗлтернччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнать. Издательство ӗҫченӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл хакас хӗрӗпе ӑнсӑртран паллашнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм сӑвӑсем ҫырать иккен. Вӗсене вӑл ачаранпах шӑрҫалать. Тамара Тинникова «Прежде чем...» ятлӑ кӑларӑма Красноярскра кун ҫути кӑтартнӑ. Унта поэзие куҫакан прозӑна кӗртнӗ. Вӗҫӗнче шухӑша автор сӑвӑпа палӑртнӑ.

Тамарӑн амӑшӗ чӑваш иккен, Муркаш районӗнчи Калайкассинчен. Ашшӗ — хакас. Тамара Хакас Республикиинче ҫуралнӑ, халӗ Мускавра пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall100173041_16574
 

Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?

Ҫу уйӑхӗн 23-30 мӗшӗсенче ытларах кишӗр, ҫӑмарта, хура тул,ҫӗрулми, сухан, шурӑ ҫӑнӑх, ӗне какайӗ, рис, сӗт йӳнелнӗ.

Хакланнисен йышӗнче -

т-ахӑр, тӑвар, ҫӗрулт

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян республикӑра пулнӑ икӗ аварире ҫынсем вилнӗ.

Кӑнтӑрла Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ руле итлеттереймен - машина кювета чӑмнӑ. Пассажир вилнӗ. Икӗ ҫын аманнӑ: водитель тата 9 ҫулти ача.

Канаш районӗнче вара ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ.

 

Чӑвашлӑх
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.

Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 96 ҫулти ватӑ хӗрарӑма, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, сивӗтмӗш юсакансем улталанӑ. Кинемейӗн ҫак техника ҫӗмӗрӗлнӗ, вӑл тӗнче тетелӗнче телефон номерӗ шыраса тупса шӑнкӑравланӑ.

Икӗ арҫын килнӗ. Анчах вӗсем сивӗтмӗше юсайман. Ҫапах 38 пин тенкӗ ыйтнӑ. Кинемей 21 пин кӑна пуррине каланӑ. Арҫынсем ҫав укҫана илнӗ те татах килме, юсаса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ҫухалнӑ, телефонӗсене те тытман.

Полицейскисем мӗнле фирма пулнине палӑртнӑ, ҫав ҫынсене тупнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем сивӗтмӗше юсанӑ, укҫана тавӑрса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 532, 533, 534, 535, 536, 537, 538, 539, 540, 541, [542], 543, 544, 545, 546, 547, 548, 549, 550, 551, 552, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...