Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Экономика министрӗ пулнӑ Владимир Аврелькин юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ирӗке пӗр эрне каялла тухнӑ. Аса илтерер: 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче экс-министра ҫирӗп режимлӑ колоние 6 ҫул ҫурӑлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 3 ҫул ертӳҫӗ должноҫне йышӑнма юрамасть. Ӑна сӗтев илнӗшӗн тата улталанӑшӑн суд тунӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Аврелькин УДОпа тухма икӗ хутчен ходотайство ҫырнӑ. Иккӗмӗшӗнче тин ӑна колонире кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Шупашкарта Варнава митрополита халалласа палӑк лартӗҫ. Вӑл Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче пулӗ. Варнава владыка вилнӗренпе ӗнер 3 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мӑнастирте асаилӳ каҫӗ иртнӗ. Василий Паскье архимандрит палӑка утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен лартассине каланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан. 1993 ҫулта Введени соборӗн священникне Савватий Антонова (вӑл халӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ) мӑнастирь наместникне лартнӑ. Ун чухне обитель пуҫлӑхӗ Варнава ерхиепископ пулнӑ. 2001 ҫулта вара вӑл митрополит пулса тӑнӑ. Палӑка пӑхӑртан тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ пысӑк концерт хатӗрлет. Куракансем ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче хаклама пултарӗҫ. Ӑна валли вӑл республика Элтеперӗн укҫипе (халь сак сӑмаха грант теме юратаҫҫӗ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) усӑ курӗ. Пурӗ 5 милллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Ҫӗнӗ программӑна «Ҫул хыҫҫӑн — ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» ят панӑ. Ӑна пултарулӑх ушкӑнне йӗркеленнӗренпе пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ. Ҫӗнӗ программӑпа Мускав патшалӑх культура институчӗн педагогӗ, сценарист тата режиссер Анна Ангарова ӗҫлӗ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗ Александр Ангаров чӑваш халӑх ташшине аталантарассипе нумай тӑрӑшнӑ иккен, патшалӑх ансамблӗнче тӗп балетмейстерта 30 ҫул ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Хӗрле Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсен хушшинчи 1600 метрлӑ ҫула юсӗҫ. Ҫавӑнпа аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку ҫула 115 миллион та 131 пин те 509 тенкӗпе юсама палӑртнӑ. 1 ҫухрӑм ҫул 72 пин тенке ларӗ. Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчик ӗҫсене 3 ҫулта пурнӑҫлӗ. Ҫакна палӑртмалла: ҫак ҫул ҫинче асфальт юлманпа пӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 21 сехет иртсен Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫын ӑнсӑртран Атӑла кӗрсе ӳкнӗ. Юрать, ҫывӑхра шӑпах полицейскисем тата Рыбохрана инспекторӗсем ишсе иртнӗ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ. Унта Атӑл хӗрринче ҫын пухӑнакан вырӑн пур. Шывран вӑл 5-6 метр ҫӳллӗшӗнче. Арҫын ҫавӑнтан ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ. Катерпа пынӑ полицейски тата патшалӑх инспекторӗ ҫав арҫынна ҫыран хӗррине илсе тухса тухтӑрсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Арҫын хырӑм ыратнипе аптӑранӑ. Вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницине пулӑшу ыйтма пынӑ. Шурӑ халатлисем рентген тунӑ та хырӑмра темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Консилиум пухса ӑна эндоскопи технологийӗпе кӑларма йышӑннӑ. Операцие эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Владимир Антонов тата Александр Бахтин эндоскопист тунӑ. Пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк пайне кӑларнӑ. Вӑл 12 сантиметр тӑршшӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, кун тӑршшӗ япала пациентӑн хырӑмне лекни сайра-хутра кӑна тӗл пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑрсак ялӗнче 56 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Вӑ – 23 ҫулти арҫын, ҫак ялтах пурӑнать. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине вӑл 56-ри арҫын патӗнче пулнӑ. Хайхискер ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ. Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ. Вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ку эрнере ҫӑлавпа шырав служби республикӑри икӗ ҫынна пӳрнинчен ҫӗрре хывма пулӑшнӑ. Пӗр хӗрарӑм ятсӑр пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман. Ирӗксӗрех специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ унӑн. Кун хыҫҫӑн службӑна тепӗр шӑнкӑрав ҫитнӗ: ача пӳрнинчен ҫӗрӗ хываймасть-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех пулӑшнӑ: ҫӗрре ятарлӑ хатӗрпе асӑрханса каснӑ. Ачан пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Батырево sos» пабликри сӑнӳкерчӗк Пӑла юханшывӗпе мӗн пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Батырево sos» пабликра сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ: Пӑла юханшывӗ сӗт тӗслӗ. Ку – Елчӗк районӗнче. Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Палӑртмалла: Пӑла юханшывне 2020, 2021, 2022 ҫулсенче таса мар шыв юхнине палӑртнӑ. Кӑҫал та ав ҫав лару-тӑрӑвах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан республикӑри тин ҫуралнӑ ачасене чӑааш тӗрриллӗ парне пама тытӑнмалла. Аса илтерер: ҫак йыша кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем те кӗреҫҫӗ. Ӗнер, уяв умӗн, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталия Николаевӑпа тин кун ҫути курнӑ пепкесене ҫак парнепе пӗррӗмӗш хут чысланӑ. Чыслав Президент пепекелӗх центрӗнче иртнӗ. Аса илтерер: "Тӗрӗллӗ парне" йышне чӑваш тӗрриллӗ таврашӗ, алшӑлли тата "Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем" кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |