Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.1 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
progoroduhta.ru сайтри сӑн
progoroduhta.ru сайтри сӑн

Респбликӑна "Мистр Сидр" ӗҫмене официаллӑ майпа кӳрсе килмен пулсан та йӗрке хуралҫисем 800 ытла суту-илӳ вырӑнне тӗрӗсленӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере ҫак ӗҫмене сутнине тупса палӑртнӑ. Ӑна туртса илнӗ, экспертизӑна янӑ.

Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем сидр ӗҫсе вилнӗ. Ытти регионта та кунашкал тӗслӗхсем пулнӑ. Улатӑрта 19-ти каччӑ сидрпа наркӑмӑшланнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Телее, диагноз ҫирӗпленмен, унӑн тахҫанхи чирӗ хайӗн пирки аса илтернӗ-мӗн.

 

Хулара
incred.ru сайтри сӑн
incred.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын кредиткӑпа усӑ курман, анчах унтан унӑн укҫи ҫухалнӑ. 33 пин тенкӗпе такам усӑ курнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Уншӑн тӳленӗ чухне телефонӗнче тӗнче тетелӗ тытман та вӑл пӗлӗшне пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ кредиткӑна хӑйӗн телефонӗ ҫине ҫирӗплетнӗ, анчах каялла илмен. Хайхискер, унччен те вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ 20 ҫулти каччӑ, ҫав карттӑпа 2 уйӑх усӑ курнӑ: лавккара, кафере, хупахра. Ҫапла вӑл 33 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле районӗн арҫынни автомобилӗн ҫуллахи резинине сутма тесе тӗнче тетелӗнче пӗлерӳ вырнаҫтарнӑ. Илекен часах тупӑннӑ.

Хайхи ҫын укҫана банк картти ҫине куҫарма сӗннӗ. Вӑл сутуҫа каҫӑ ярса панӑ. Лешӗ унта банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ: счечӗ ҫинчи мӗнпур укҫине "хырса" кайнӑ. Пӗтӗмпе - 8 пин тенкӗ ытла.

Вӑрра тытса чарнӑ. Вӑл - Удмурт Республикинчи пӗр техникум студентки, 17 ҫулта кӑна. Укҫана хӗр каялла тавӑрса панӑ.Ӳ

 

Раҫҫейре
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей Почти чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конверт кӑларнӑ. Кӗҫех вӗсем сутлӑха тухмалла.

Конверт ҫине Иван Яковлев сӑнне тата «Букварь для чувашъ с присоединением русской азбуки» кӗнеке хуплашкине сӑнланӑ.

Сӑмах май, 2021 ҫулта Раҫҫей почти Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ конвертсем кӑларнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр районта - вӑйлах.

Шупашкар районӗнчи Вашук ялӗнче 16 сехетре пӑр ҫунӑ. Етӗрне районӗнче те пӑр ӳкнӗ.

Аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра, 16 сехетре, Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӳрте йӑлтах ярса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/87684
 

Республикӑра

Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юманшӑн сасӑлама ӗлкӗрӗр. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать.

Чӑваш Енри юман, 372 ҫул тултарнӑскер, «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Кӑҫал пирӗн юман сасӑлавра хальлӗхе 3-мӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 6 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Белгород облаҫӗнчи юман, иккӗмӗш вырӑнта – Питӗрти йывӑҫ.

Ильинкӑри юманшӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://rosdrevo.ru/.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Улатӑрти лесничествӑра тухнӑ пушара специалистсем 3 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехет те 53 минутра видиомониторинг пулӑшнипе вӑрманта пушар тухнине асӑрханӑ. Ҫулӑм вӑрман ҫулӗ хӗрринче сарӑлма пуҫланӑ. Ҫавна май пушар мӗншӗн тухнине малтанлӑха пӗлтернӗ: пирус туртнине пула.

16 сехет те 5 минутра ҫулӑма сӳнтернӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли.

Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур.

 

Персона

Красноармейски районӗнчи Тури Чуракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Павлова контр-адмирал ятне панӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Вӑл Киеври аслӑ ҫарпа тинӗс политика училищинчен вӗренсе тухсан Лӑпкӑ океан флотӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулта 1 ранг капитанӗн ятне илнӗ. Кайран Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗн ҫумӗ пулнӑ, тепӗр 2 ҫултан РФ Ҫар вӑйӗсен командующийӗн ҫарпа политика ӗҫӗ енӗпе ҫумӗ пулнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cultobzor.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cultobzor.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансене сума сунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 70-мӗш номерлӗ хушура вӑл республикӑри тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Муркаш тӑрӑхӗнчи Е. Андреев ячӗллӗ ӑратлӑ заводра ӗҫлекен Владимир Морозова тата Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирмӑри Мария Яковлевӑна пама йышӑннӑ.

Владимир Ильич машинӑпа трактор мастерскойӗн заведующийӗнче тӑрӑшать, Мария Николаевна пӑру пӑхать.

 

Страницӑсем: 1 ... 529, 530, 531, 532, 533, 534, 535, 536, 537, 538, [539], 540, 541, 542, 543, 544, 545, 546, 547, 548, 549, ... 3895
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 18

1987
38
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...