Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Наци вулавӑшӗн пысӑк акт залӗнче Таврапӗӳҫӗсен кунне уявласа тата Иван Яковлев чӑваш халӑхне ҫутта аларакан Вӗрентӳҫӗ, Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине аталанма пулӑшакан Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа таврапӗлӳҫӗсен регионсем хушшинчи форум (съезд) иртрӗ. Съездра калаҫу кулленхи тата малашлӑхри таврапӗлӳлӗх ӗҫ-хӗлӗпе тӗллевӗсем тавра пычӗ. Съезд делегачӗсене саламласа Республикӑри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сорокин С.Л., ЧНК вице-президенчӗ Тяпкин В.Г., Наци вулавӑшӗн директорӗ Лизакова Р.М., Наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Соловьева Г.П., Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Ерагин Е.Е., Чӗмпӗр облаҫӗнчи таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Казаков Н.А. тухса калаҫрӗҫ. Тӗп доклада – "Иван Яковлевич Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан" темӑпа – Иван Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗн профессорӗ, истори наукисен тухтӑрӗ Л.А. Ефимов вуларӗ. Доклада сӳтсе явакансем Аслӑ Вӗренткенӗмӗр ӗҫӗ ӗмӗрсем хушшинче те сӳнменнине, наци юхӑмӗн ҫӗкленӗвне хавхалантарса тӑнине палӑртрӗҫ. Съезд ӗҫне пирӗн округри таврапӗлӳҫӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: округри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи, тӗп вулавӑш ӗҫченӗ Гурьева С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Марат Михайлов. гибдд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ватӑсем Мари Элти пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн «Калинушка» ансамблӗ Йошкар-Олара иртнӗ «Сокровища наций» (чӑв. Нацисен пуянлӑхӗ) фестиваль-конкурса хутшӑннӑ. Унта Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри коллективсем хутшӑннӑ. Чӑвашсем «Мӗншӗн-ши эп сана пит юратрӑм» юрӑпа сцена ҫине тухса виҫҫӗмӗш степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. «Калинушка» ансамбле тивӗҫлӗ канури ватӑсем юрлама ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки — 63 ҫулти Ирина Яковлева, чи асли — 86 ҫулти Валентина Александрова. «Ватӑлма пирӗн вӑхӑт ҫук», — тет иккен ушкӑна ҫӳрекен 73 ҫулти Николай Фролов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() images.hub.ldpr.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗ 2-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку улшӑнусем Шупашкара та пырса тивеҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин тарифсене пысӑклатасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла акан 1-мӗшӗнченпе троллейбусра билет 30 тенкӗ пулӗ, карттӑпа тӳлесен – 27 тенкӗ. Автобусра билет хакӗ 31 тенке ҫитӗ, карттӑпа тӳлесен – 28 тенкӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен проездной хакӗ 1215 тенкӗ пулӗ /халӗ – 1135 тенкӗ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче мана ЧНКри ҫамрӑксен Алексей Енейкин ушкӑнӗ Иван Яковлев 175 ҫулне халалланӑ форума илсе кайса хисеп турӗ. Ватӑ та чӑлах тесе пӗри те кӳрентермерӗ, пӗтӗмлетсе вӑрах каланӑ е йӑнӑшнӑ чухне те чармарӗ. Манӑн Кӗреке сӑмахӗн пуҫламӑшне ҫеҫ калама май пулнӑран, вӗҫӗнчи пӗтӗмлетӳре ҫав шухӑшсене хушса хутӑм, Интернетра К.Малышев, В.Тяпкин тата ыт. форумра пулман ҫывӑх ҫынсемех тиркесе ҫырнисене вуларӑм та, Ҫамрӑксен Кӗрекинче каланӑ сӑмахсене сайтра пичетлесех хуравлама шутларӑм. Тӗрӗс-и, мар-и ман сӑмах - акӑ вӑл. «Эй, тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем! Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах сире каласа хӑварас терӗм», - куҫҫулӗ витӗр ҫырнӑ Чӗмпӗрти тӑван шкулӗнчен хӑваласа янӑ хыҫҫӑн аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Чӑваш намӑсӗ кунта ҫакӑ - хӑйӗн вӗренекенӗсемех таптанӑ ӑна, ютсем хыҫҫӑн сӳтӗлекен чӑвашсемех вӗлерме шутланӑ! Терчӗ Иван Яковлевичӑн малтан та, кайран та ытлашшипех пулнӑ. |
Республикӑра
![]() Канмалли кунсем чӑн-чӑн ҫуркунне пекех ӑшӑ пулчӗҫ. Паян ҫӗрле те ҫумӑр ҫурӗ. Республикӑра юр нумай та юлмарӗ. Юлашки кунсенче ейӳ самай вӑйлӑ саралнӑ. Ҫакна кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетлне вырнаҫтарна. "Ҫыхӑнура" форумра Ҫӗрпӳри паркра шыв сарӑлнине сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Унта пӗчӗк юханшыв пуҫланать, кайран вӑл Мӑн Ҫавала лекет. Паркра пӗчӗк пӗве те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать. «Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли). «Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта. Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Леонид Черкесов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршыври театрпа кино ӑсти Николай Дупак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку хыпара чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ май Леонид Дупак пирки «чӑваш халӑхӗн пысӑк тусӗ» тесе палӑртнӑ. Николай Лукьянович 102-мӗш ҫула кайнӑ. Вӑл — Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Мускаври Таганкӑри театра 30 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. РСФСР халӑх артисчӗ вуншар фильмра ӳкерӗннӗ, ҫав шутра — «Сорок первый», «Служили два товарища», «Интервенция», «Бумбараш», «Капитан Немо», «Война на западном направлении» ятлисенче. Николай Дупак Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Мускавра ирттерекен мерприятисене пӗрмай хутшӑннӑ. Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, артист ҫӗршыври халӑхсен культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑкланнӑ. Чӑвашсем уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Василий Чапаев хӗрӗн упӑшки пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакансем те ейӳрен шар курма пуҫланӑ. Унта Ункӑ юханшывӗ ҫыранран тухнӑ. Пӗр хуҫалӑхра ейӳ анкартинче сарӑлнӑ. Теплицӑсем ҫурри таран шыв айне пулнӑ. "Шыв татах килет. Нӳхрепе, тӗп сакайне шыв кӗнӗ", - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мари Эт прокуратури тунӑ сӑн Паян Мари Элте "Звенигово - Шелангер - Морки" ҫул ҫинче трассӑн пӗр пай ишӗлсе аннӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна ейӳ шывӗ татса янӑ. Ҫав вырӑнтан халӗ машинӑсем ҫӳреймеҫҫӗ, ӑна хупса хунӑ. Ҫул 6-10 метр тӑршшӗ ишӗлнӗ. Тарӑнӑшӗ - 6 метр. Машинӑсене вӑхӑтлӑха Волжск районӗнчен "Помары - Коркатово" ҫулпа яраҫҫӗ. Ҫула юсас ӗҫ пырать-ха. Анчах юр шывӗ йӑлтах кайса пӗтмен, тепӗр талӑк вӑйлӑ анмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |