Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
ursassi.ru сайтри сӑн
ursassi.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пысӑк проза жанрӗпе чӑвашла хайлавсем ҫыракан писательсен хушшинче конкурс иртнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Жюри ҫӗнтерӳҫе суйланӑ. Вӑл - Аркадий Русаков. Унӑн хайлавӗ «Турхан сӑмахӗ» ятлӑ.

Аркадий Русаковӑн хайлавӗ ҫитес ҫул кун ҫути курӗ. Аркадий Никандрович - Раҫҫей писателӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Вӑл темиҫе кӗнеке кӑларнӑ. Хӑй медицинӑра 40 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл профессипе - невролог.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин Пысӑк концерт залӗнче «Час барокко» (чӑв. Барокко сехечӗ) симфони оркестрӗн концерчӗ иртнӗ.

Оркестрта – ҫамрӑксем. Вӗсем авалхи музыкӑна халӑх патне ҫитереҫҫӗ. Шупашкар ҫыннисем ушкӑн пултарулӑхне хаклаҫҫӗ – куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Концерт программине Генри Пёрселлӑн «Дидона и Эней» оперинчи сюитӑпа уҫнӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки, Чӑваш АССРӗн Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Григорьева 85 ҫул тултарнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫак самантра унӑн юбилей каҫӗ пырать.

Пулас артистка Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ малтанласа хирӗҫленӗ пулин те артист пулас ӗмӗтпе хавхаланса-ҫунатланса пурӑннӑскер Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренме кӗме пултарнӑ. 1961 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрут автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри шосси урамри 25-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.

«КамАЗ» автомбиль умра пыракан «Форд Транзит» микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Пассажирсене турттаракан транспорт «Йошкар Ола-Шупашкар» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Микроавтобус унтан «Хавейл» машина ҫине пырса кӗнӗ.

Инкек вӑхӑтӗнче микроавтобусра 4 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Киров облаҫӗнче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑма, пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унта тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫемьене ҫӗнӗ кайӑк килсен ӑна кашниех илемлӗ ят пама тӑрӑшать. Шупашкар хулинчи Мускав районӗн ЗАГСӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйсен ачисене Араслан тата Леван ят паракансем те тупӑннӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен ҫапах та хӑйсен-ывӑл-хӗрне ытларахӑшӗ Анастасия тата Александра, Михаил тата София тесе чӗнме кӑмӑллать.

Маларах асӑннӑ Арасланпа Леван вара ҫак кунсенче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче — Леван, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче — Араслан.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне хупӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ыран, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ. Унта 1000 яхӑн ача хутшӑнӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уявра тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑннӑ ачасене тав тӑвӗҫ, республикӑри мероприятисенче хастар пулнӑ шӑпӑрлансене те хавхалантарӗҫ.

Аса илтерер: 2023 ҫул – Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче официаллӑ майпа уҫнӑ.

 

Хулара
"Википиедия" сайтри сӑн
"Википиедия" сайтри сӑн

Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнчи ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ывӑлне панӑ. Арҫын ачана Эней тесе чӗнеҫҫӗ.

«Эней» Авалхи Греци чӗлхинчен куҫарсан «паттӑр» тенине пӗлтерет. Авалхи Греци мифологийӗнче Эней Троян вӑрҫин паттӑрӗ пулнӑ.

Ҫак ят питӗ сайра тӗл пулать. Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкаллине пӗрремӗш хут регистрациленӗ.

 

Республикӑра

Ҫитес ҫул Чӑваш Енре – Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ тата девизӗ мӗнле пулассине палӑртнӑ.

Конкурса 130 ытла ӗҫ килнӗ. Комисси вӗсенчен Надежда Абдюшевӑн (Комсомольски), Екатерина Романовӑн (Шупашкар) тата Марина Черепановӑн (Шупашкар) логотипӗсене суйланӑ. Вӗсен шухӑшӗсене шута илсе профессионал дизайнерсем логотип хатӗрлӗҫ.

Ҫавӑн пекех чи лайӑх виҫӗ девиза суйланӑ. Вӗсем – Шупашкарти Даниил Петровӑн, Шупашкарти Полина Титовӑн, Шупашкарти Юлия Исаевӑн.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР транспорт министрӗн ҫумне Максим Петрова ӗнер ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара вӑл урӑх должноҫе йышӑннӑ. Максим Петров – транспорт министрӗ.

Вӑл транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипов ӗҫрен кайсан унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унччен вӑл унӑн ҫумӗ пулнӑ.

Максим Петров 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗччен автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Министр ҫумӗнче 3 ҫул ӗҫленӗ.

 

Политика
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче черетлӗ кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумне Максим Петрова ӗҫрен кӑларнӑ.

Хушӑва респуюлика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ пулса Максим Петров 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 425, 426, 427, 428, 429, 430, 431, 432, 433, 434, [435], 436, 437, 438, 439, 440, 441, 442, 443, 444, 445, ... 3938
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 14

1938
87
Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1959
66
Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...