Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran каналта вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ. Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ. Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри студентка «Мисс топ мира России — 2023» ята ҫӗнсе илнӗ. «TOP BEST RUSSIA» илем тата ҫулталӑк премийӗн конкурсӗ ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Раҫҫейри конкурса Ҫӗнӗ Шупашкарти Диана Яковлева та хутшӑннӑ. Ҫӗршыври хитре хӗрсен хушшинче вӑл хӑйне тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче укҫа ӗҫлесе илес тесе улталаннӑ. Паллӑ мессенджерсенчен пӗринче вӑл укҫа ӗҫлесе илмелли май пурри ҫинчен вуласа пӗлнӗ. Сусӑр ачана ӳстерекен хӗрарӑма ҫемьере хушма укҫа ытлашши мар тесе шухӑшланӑ. Ӗҫе йывӑр мар: маркетплейссенчен пӗринче тавар пирки ырласа ҫырмалла. Кӑштахран хайхи ҫынсем хӗрарӑм тӗрӗс мар тунӑ, ӗҫӗнче йӑнӑшнӑ, ҫавна пула таварпа тивӗҫтерекен шар курнӑ тесе 100 пин тенкӗ ыйтса илнӗ. Ҫавӑн пек меслетпе 35 ҫулти хӗрарӑма улталанӑ. Вӑл 90 пин тенкӗлӗх улталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Техмашхолдинг» хӑмла пуҫтармалли комбайн туса кӑларать. Пӗрремӗш машинӑна ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче тест режимӗнче тӗрӗслӗҫ. Халӗ комбайн валли ят шыраҫҫӗ. Ҫынсем ҫакнашкал ятсем сӗннӗ: «Юлмас», «Хӑмла», «Улӑп», «Сувар», «Пӑлхар», «Хмельмаш», «Хмелечёс», «Хмелероб», «Хмелич», «Xmelix». Петӗм варианта комиссие пӑхса тухма панӑ. Унта креативлӑ 5 ята суйлӗҫ те сасӑлава тӑратӗҫ. Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 12-17-мӗшӗсенче пулӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнче комбайн мӗн ятлӑ пуласси паллӑ пулӗ. Палӑртмалла: хӑмла пуҫтармалли пӗрремӗш комбайн лайӑх ӗҫлесе кайсан ку машинӑна ҫулталӑкне 5-10-шар кӑларма тытӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку эрнере Ҫӗмӗрле участок лесничествинче пушар пулнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет. Юрать-ха, ҫулӑм вӑйлах сарӑлса ӗлкӗреймен. Ӑна 15 минутранах сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрман сӳнтермен пирус тӗпне пула ҫунма пуҫланӑ. Астӑвӑр: вӑрманта пушар тухасран асӑрханмалла. Уйрӑмах халӗ - ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн заместителӗ пулма 41 ҫулти Денис Зибарева шаннӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушаннӑ. Ун чухне ҫав должноҫрен Елена Скворцова кайнӑ. Асӑннӑ вырӑна йышӑнма тивӗҫ ҫынна ҫур ҫултан ҫеҫ тупайнӑ. Денис Борисович Мускаври патшалӑхӑн социаллӑ университетӗнчен психолог пулма вӗренсе тухнӑ. 2012 ҫултанпа «Социаллӑ пурнӑҫпа ӗҫ технологийӗсен корпорацийӗ» обществӑн стратегилле аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен директорӗ, ӗҫ тӑвакан директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. РФ Шутлав палатин ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче те тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев ҫурлан 10-мӗшӗнче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ. Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫарта пулнӑ. Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1946 ҫулта старшина званийӗпе таврӑннӑ. Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ. Чӑваш Ене 1950 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче участок зоотехникӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра ветерана соцӗҫчен пӑхать, мӗншӗн тесен ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, отпускра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ветеран уҫӑлса ҫӳреме юратать, политикӑпа кӑсӑклансах тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта ҫул ҫитмен амӑшӗсене тата амӑшӗ пулма хатӗрленекен ҫамрӑк хӗрсене пулӑшаҫҫӗ. Унта нумаях пулмасть унта «Маленькая мама» (чӑв. Пӗчӗк амӑшӗ) проект ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак эрнере учрежденире «Никама та памастӑп» тӗлпулу-диалог иртнӗ. Унта ҫул ҫитмен амӑшӗсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене йыхравланӑ. Центрта Ҫул ҫитмен амӑшӗсене социаллӑ пурнӑҫ тата психологи енчен пулӑшакан служба та ӗҫлет. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ +78352534294. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() lizaalert.org сӑнӳкерчӗкӗ «ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем «Солярис» машинӑпа тухса кайнӑ ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 31 ҫулти Артем Пантелеймонов уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Hyundai Solaris» маркӑллӑ автомобильпе ҫула тухнӑ. Унӑ машини сӑрӑ тӗслӗ иккен. Ҫухалнӑ ҫамрӑк арҫын 179 сантиметр ҫуллӗш, начар кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ — тӗксӗм хӑмӑр. Хӑй тӗксӗм кӑвак футболка-поло, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Ҫумӗнче хура тӗслӗ рюкзак пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |